Курак йышне пăхса ăсатрăм,
Кăнтăралла, пĕр кунхине.
Сассисемпе чуна пусартăм,
Сисмерĕм те хĕл çитнине.
Çаралчĕ йывăç-курăк сачĕ
Сапса чĕр кĕмĕл ылттăнне.
Çапла иккен кĕр сăн-сăпачĕ
Кĕтсе илет хĕл кăмăлне.
Тулашрĕ çил… Ирпе лăпланчĕ,
Пытанчĕ тарăн çырмара.
Лапка-лапка шур юрĕ анчĕ
Ача куллиллĕ урамра.
Килсеренех явкаланать, ав,
Шап-шурă тĕтĕм мăрьерен.
Хĕл ларниех мĕнле уяв-и?
Пуян хуплу-икерчĕрен.
Кĕрекере — тăван-пĕтенĕ
Пуçтарăнсан, хисеп туса,
Ыр кунпала кам хĕпĕртемĕ
Канма та вăхăт лăш пулса.
Çу каçипе маттур ĕçленĕ
Тарпа шăварнă анана.
Уйри ĕçе хастар вĕçленĕ,
Çимĕçĕпе-и — мухтанать.
Чăваш чунне нимскер хуçаймĕ,
Тĕрекĕ ун — тăван çĕртен…
Çамки çинче кун-çул хуçламĕ
Хитре йăран пек илĕртет.
— Мĕнех, шур юрĕ хулăн лартăр, —
Тесе чăваш хавхаланать…
Кĕрекере хресчен юрлатăр,
Хĕл кунĕнче пучах тулать.