Илюк мучи мĕн ĕмĕр вĕçленичченех пахча сыхларĕ, йывăç лартрĕ.
— Уйăх пытанман, сар хĕвел тухман,
Пĕр çăвар хыпман, пач ларса канман —
Эс йăмра лартан.
Эс пахчаçă мар, агроном та мар,
Çăкăрпа тăвар паракан ĕç мар...
Ху ĕçне хăвар!
— Тăвăлтан сыхлам, çак çĕре, ачам,
Юлашки сывлам çакăнта тăвам.
Сывă пул, пахчам!..
Çирĕклĕх кӳлли — пур унта пулли,
Пур хăви-хулли.
Ку — Илюк пахчи,
Чăн чăваш тĕнчи.