Мĕншĕн куç илмесĕр ирĕн-каçăн
Сан енне пăхатăп-ши пĕрмай?
Кӳршĕ хĕрĕсем çумра кулаççĕ,
Ман мăя пăраççĕ тепĕр май.
Хурçă сăнчăр та тытса чараймĕ,
Çулăм витĕр хатĕр талпăнма,
Чуллă çумăр та пӳлсе тăраймĕ,
Эс чĕнсен, умна пырса тăма.
Ăмăрткайăк пек вĕçсе анасчĕ —
Кам-тăр çыхнă май çунатсене.
Такамсем усал сăмах сараççĕ
Ют яла качча тухан тесе.
Ӳкрĕм сăрт çине чупса çитсессĕн.
Çутă уйăх шăвăнать çӳлте.
Куçăм умĕнчех тăратăн эсĕ,
Юнашарах тейĕн ку тĕлте.
Ăшă çил пите пырса лăпкарĕ,
Симĕс курăк çупăрлать алла.
Лăпкăн тапрĕ манăн юн тымарĕ,
Çамрăк пурнăç шурĕ малалла.