(Ватă колхозник каласа пани)
Эпĕ пиллĕк-улттăра чухне, пĕрре çулла пирĕн икĕ чăх кăлăклама тытăнчĕ. Пĕри, сарри, çӳлти сарайĕнче пурăк çинче ларать. Тепри, чăпарри, — кĕлет ӳмĕнче йăвара. Ытти виçĕ чăх çăмарта тăвасшăн йăвасен çывăхне пырсан, кăлăклакан чăхсем тĕкĕсене хăлартлантарса кăр-р-р, кăр-р! тесе кăшкăрма тытăнчĕç.
— Кай-кай! Ан кансĕрле мана чĕпĕ кăларма! — тетчĕç пулмалла вĕсем.
Анне пĕр кунхине икĕ чăххине те пусарма лартрĕ. Саррине çӳлти сарайĕнчи пурăках çăмарта хурса пачĕ, чăпаррине кĕлете, пысăк шăтăк чара çине, вырнаçтарчĕ. Иккĕшĕн айне те вунтăватшар çăмарта хучĕ.
— Пирĕн ĕнтĕ чĕпĕ нумай пулать! — терĕм эпĕ савăнса.
Анне манпа килĕшмерĕ.
— Пĕр пуслăхне сутатпăр: куланай тӳлеме укçа кăшт та пулин хутшăнтăр. Пилĕк чĕппине пĕлтĕр илнĕ кивçеншĕн парăпăр. Нумаях юлмĕç пирĕн чĕпсем, — терĕ вăл.
* * *
Эпĕ чĕпсем тухассине кĕтсе пурăнатăп. Пуслăх чăххисене иккĕшне те хăш чух çăкăр татăкĕсем тĕпретсе паратăп, хăш чух çĕрулми ватса çитеретĕп.
— Пуслăх чăххисене урпа çитермелле те, урпи çук-çке. Акнă хыççăн пĕр алтăр та пулин урпа юлмарĕ, — тетчĕ анне хурлăхлăн.
Чăхсен шыв пĕтнĕ пулсан, энĕ вĕсене часах шыв ярса параттăм. Кĕлетри чăхха пĕчĕк катăк чашăк çине, çӳлти сарайĕнчине — сăра куркипе параттăм.
— Хăçан тухаççĕ-ши чĕпсем? — теттĕм эпĕ. Манăн вĕсене хăвăртрах кăларттарас килетчĕ. Хăш чух çăмартасене чăх айĕнчен илсе тытса пăхасшăнччĕ эпĕ, çăмарта ăшĕнчен чĕпĕ сарă пуçне кăларман-ши, теттĕм.
Пĕрре, кĕлетре ларакан пуслăх чăххане шыв панă чух, унăн çăмартисене тытса пăхма шутларăм. Чăх патне чĕркуçленсе лартăм. Алла чăх айне чикем тесе ялсе пырайнăччĕ, чăх хăпарса кайрĕ, çăварне карса кăрлатрĕ те манăн алла кат! сăхса илчĕ. Эпĕ çухăрса ятăм.
— Вăт сана! Ан чик аллуна ман ая, — тесе каланă пек туйăнчĕ. Çавăн хыççăн эпĕ кĕлетри чăх çывăхне те пыма хăракан пултăм.
Çӳлти сарайĕнче ларакан сарă чăх сăхмастчĕ. Эпĕ унăн пурки патне час-часах пырса лараттăм. Чăхха ачашласа унпа калаçаттăм, хăçан тухаççĕ-ха санăн чĕппӳсем, теттĕм. Хăш чух эпĕ, чăх тутăрах пултăр тесе, пушă пӳлмере юлнă тыр пĕрчисене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса ывăçпа илсе пыраттăм, чăхха çитереттĕм. Чăх шăпăрт ларатчĕ. Эпĕ вара ăшă чăх айне алла хуллен чиксе яраттăм та якалма пуçланă çăмартасене илеттĕм, хăлха патне тытса чĕп шинклетмест-и тесе итлесе пăхаттăм. Ним сасă та çукчĕ. Пĕррехинче эпĕ чăх айĕнчен сакăр-тăхăр çăмарта кăлартăм та хăлха патне тытса лăкаса пăхрăм. Çăмарта ăшĕнче лăнк-лăнк тăвать, чĕп шиплетни илтĕнмест.
Эпĕ чах йăви патĕнче çăмартасемпе аппаланса ларнă вăхăтра çӳлти сарайне анне тем тума хăпарнă.
— Ара, ачам, çăмартасене мĕншĕн чăх айĕнчен илтĕн? Çăмартасем сивĕнсен, чĕп тухмасть вĕт!
Эпĕ çакна илтсен çăмартасене арăк çине пухрăм та чăх айне пĕрерĕн-пĕрерĕн хутăм.
Пĕр ирхине эпĕ вăраннă-вăранман чĕп шинклетнине илтрĕм. Эпĕ вăр-вар сиксе тăтăм, ыйхăллă куçа йăваласа вырăн çинчен антăм. Пăхатăп — урайĕнче пуслăх чăххи, чăпарри, кăлăкласа хăпартланса çӳрет. Унăн йĕри-тавра сарă мамăклă чĕпсем чупкалаççĕ. Анне тăм чашăк çинчен кĕрпе чĕпĕтсе илсе чĕпсене парать. Эпĕ анне патне пытăм, чĕпсем кĕрпе пĕрчисене сăхма пикеннине, шыв ĕçнине пăхса тăма тытăнтăм.
— Ку чăпар чăххин кĕçĕр вунтăваттăшĕ те чĕпписем шакăл тухса ларнă, питĕ аван пулнă, — терĕ анне.
— Сарă чăххин чĕпписем тухман-и-ха? — ыйтрăм эпĕ.
— Виçĕ чĕпĕ тухнă.
— Ыттисем мĕншĕн тухман-ши?
— Çăмартисем пăсăлнă.
— Мĕншĕн пăсăлнă-ши вĕсем?
— Эсĕ çăмартасене тыткаласа пăхрăн çав, çавăнпа пăсăлчĕç пулĕ,— терĕ анне. Вăл хытă кăмăлсăрланнине, куляннине эпĕ туйса илтĕм. Хам айăплине пĕлсе, эпĕ чутах йĕрсе яраттăм.
— Ним тума та çук ĕнтĕ. Пăсăк çăмартасене кăларса пăрахрăм. Сарă чăххин виçĕ чĕппине чăпар чăхă айне ярас.
— Сарри вара чĕпсĕрех çӳрет-и?
— Чĕпсĕрех çӳретĕр ĕнтĕ, хăй чĕпписенчен сивĕтес пулать ăна.
Çапла калаçнă хыççăн анне пӳртрен тухрĕ. Эпĕ унпа пĕрле пытăм. Çӳлти сарайне улăхрăмăр. Анне пурăк çинчи чăхха тытрĕ те аялалла вăр! вĕçтерчĕ. Пурăк тĕпĕнчи виçĕ чĕпĕ шинклетсе пĕр çĕре чăмăртанса тăчĕ. Чăх килкартине вĕçсе ансанах çунаттисене сарса хытă кăлăкласа пусма тăрăх хăвăрт улăхрă, йăвине кĕрсе ларчĕ, чĕпписене хупăрларĕ. Чĕпписем амăшĕ пырса ларсанах кăмăллă, ачашшăн пиклетсе илчĕç те лăпланчĕç. Анне чăхха тепĕр хут тытрĕ. Чăххи кăрлатса йăвине ларасшăн çăпкаланма тытăнчĕ. Анне чăхха, ан кăшкăртăр тесе, пуçĕнчен алăпа хупласа картишне илсе анчĕ те, кĕлет алăкне уçса, кĕлете ячĕ, алăкне хăвăрт хупса лартрĕ. Чăх пулăшу ыйтнă пек хытă кăтиклеме тытăнчĕ. Кăтикленĕ хушăрах чĕпписене чĕнсе кăлăкласа илет.
Анне мана пурăк çинчи чĕпсене илме хушрĕ. Эпĕ вĕсене кĕпе арки çине илсе, çӳлти сарайĕнчен антăм. Аннепе иксĕмĕр пӳрте кĕтĕмĕр. Вăл чĕпсене манăн арăк çинчен илсе чăпар чăхă айне ячĕ.
Кăнтăрлапа эпĕ, урамран пӳрте кĕрсен, аннепе иксĕмĕр çывăракан урлă сак çинче кушак пуррине асăрхарăм. Эпĕ урама тухса кайнă чух вăл кĕлет умĕнче хĕвел ăшшинче хăмăр тирне çулакаласа ларатчĕ, халĕ урлă сак çине, пуçтарса тĕркелесе хунă çытар айккине, тăсăлса выртнă та ачашшăн мăрлатать. Эпĕ ăна пырса ачашларăм. Кĕтмен çĕртен кушак сасартăк йынăшса ячĕ, вырăн айккинче çавăрăнкалама тытăнчĕ.
Анне çавна курсан каларĕ:
— Кушак çурлама тапратнă. Сак çине çурлаттарас мар, çитарсене варалама пултарать.
— Вараламĕ, анне, çурлатăр сак çинчех, — терĕм эпĕ, кушака питĕ хĕрхенсе.
Анне эпĕ каланипе килĕшмерĕ.
— Кайса яр ăна çӳлти сарайĕнчи пурăк çине, çурлатăр унта.
Анне кушака вырăн айккинчех çурлаттарманшăн хытă кăмăлсăрланса, эпĕ йывăрланнă кушака çемçен йăтрăм та çӳлти сарайне илсе улăхрăм, пурăка вырттартăм.
— Çемçе ку пурăкра. Ирхине çеç кăлăк чăххи ларнă, — терĕм те эпĕ кушака йăпатса кăмăлпа ачашласа илтĕм. Кушак пурăкра çавăрăнкаласа илчĕ те лăпланса выртрĕ. Эпĕ сарайĕнчен анса кайрăм.
* * *
Кăнтăрла иртсен эпĕ кушака çӳлти сарайне улăхса пăхрăм. Вăл пурăкрах выртать. Эпĕ ун патне чĕркуçленсе лартăм. Пăхатăп: ун çумĕнче хăй пекех хăмăр çурисем йăшăлтатаççĕ. Тытсах пăхрăм — виççĕ. Кушак кăмăллăн мăрлатса çурисене çулакаласа илет, ачашшăн пăхкалать.
— Ан яшка çиме! — илтĕнчĕ анне сасси. Анне мана кĕтсе алкум вĕçĕнче тăрать-мĕн. Кушак патĕнчен каяс килмесĕр анне патне антăм. Эпĕ кушак патĕнче чылай ларнă иккен. Каç пула пуçланă. Кĕтӳ те кĕртнĕ. Урамра сурăхсем макăраççĕ. Каçхи апат çисен, эпĕ кушака юлашки яшка çитерес тесе йыхăртăм. Кушак çӳлти сарайĕнчен анса алкумнелле пычĕ. Çав вăхăтра эпĕ, чăх кĕлетре мĕнле ларать-ши тесе, кĕлет алăкне уçрам. Чăх кăлăкласа кĕлетрен хăвăрт тухрĕ, çунаттисене сарса тӳрех пусма патне чупса пычĕ, часах çӳлти сарайне хăпарса та кайрĕ, шăп пулчĕ.
Кушак яшка çинĕ хыççăн алкум вĕçĕнче кăшт çуланкаласа питне çуса ларчĕ те çурисем патне çӳлти сарайне хăпарса кайрĕ. Эпĕ те ун хыççăн улăхрăм. Пăхатăп — чăх пурăк çинче лара парать. Хăй вара питĕ кăмăллă кăлăклать, чĕпписем çине ларнă пекех хăпартланкалать, çавăрăнкалать, кушак çурисене хăй айне чикнĕ. Пĕр çури пурăк хĕрнелле пуçне кăларнăччĕ те, чăх ăна вăштах хăй айнелле пытарчĕ.
— Асту, чĕппĕм, пуçна хам тĕк ăшĕнчен ан кăлар, сивĕ пулĕ, — терĕ пулмалла чăх ачашшăн кăлăкласа.
Кушак пурăк патне пырсанах малтан пăхкаласа, шăршласа илчĕ, вара çурисем патне пырас кăмăлпа пĕр малти урине хуллен пурăкалла ячĕ. Чăх çавна курсан тĕкне хăпартса хытă кăрлатса ячĕ, кушака сăмсинчен кат! тутарчĕ. Кушак хăшлатса пĕр самантлăха каялла чакрĕ. Чăх паттăрланса кушака татах сăхрĕ. Кушак, хаяррăн çухăрса, чăх çине сикрĕ. Чăх çӳлелле сике-сике кушака урипе тапма, вĕçĕмсĕр сăхма тытăнчĕ. Хăй çăварне карса вилес пек кăшкăрать. Эпĕ хăраса кайса ним тума аптăранă.
— Кил-ха, анне! Кушакпа чăх çапăçаççĕ! — кăшкăрса ятăм эпĕ.
Анне, тирĕк-чашăк çунă çĕртен пулмалла, чавсисене тавăрса алкум вĕçне тухрĕ.
— Мĕн пулнă?! Мĕн кăшкăратăн? — ыйтрĕ анне.
— Чăхпа кушака уйăрасчĕ, çапăçса вилеççĕ! — кăшкăртăм эпĕ.
Анне хăвăрт çӳлти сарайне хăпарчĕ. Кушакпа чăх вак улăм, тĕк, тусан вĕçтерсе чиксĕр çапăçаççĕ. Анне чăхха ярса ялсе хул айне хĕстерчĕ. Кушакĕ вара пурăк çине кĕрсе çурисене çулама тапратрĕ. Чăх пурăк çине кĕрсе ларасшăн кăрлатса çăлкаланать.
— Кушак çурисене хăй чĕпписем тесе йышăннă пулĕ-çке ку чăх, — терĕ анне.
— Хам куртăм епле вăл кушак çурисене питĕ хавасланса йышăннине, — сăмах хушрăм эпĕ.
— Чĕпписемшĕн çунать. Хăй чĕпписене хăех ӳстересшĕн, эпир унăн чĕпписене туртса илтĕмĕр.
— Виçĕ чĕппине те хăй айне ярас-и, анне?
— Ярас пулать. Кушак çурисене кăмака çине илсе кай, чăпар чăх айĕнчен виçĕ чĕпĕ илсе кил.
Эпĕ пурăк çинчи кушак çӳрисене виççĕшне те арăк çине илсе хутăм та пусма çинчен анма тытăнтăм. Кушак мăрлаткаласа ман хыççăн анать. Пӳрте кĕрсен, эпĕ çурисене те, кушакне те кăмака çине ятăм. Кушак мăрлатсах çурисене кăмака кĕтессинеллн йăтма тытăнчĕ. Кăмака хыçĕнчен тухса пуслăх чăххи патне пытăм. Чăх чĕпписене хăй айне пуçтарнă та тĕлĕрнĕ пек шăп ларать.
Эпĕ, ун патне хуллен пырса, ун айĕнчен икĕ чĕп илтĕм. Виççĕмĕшне илнĕ чух пĕр чĕппи шинклетрĕ. Чăх çунаттисене сарса кăрлатрĕ, çĕкленчĕ, чутах манăн пуç çине хăпарса ларатчĕ, аран виççĕмĕш чĕппине илме ĕлкĕртĕм, пӳртрен вĕлт! тухса тартăм.
Çӳлти сарайне улăхсанах, эпĕ чĕпсене пурăка ятăм. Шуйланнă чăх сарайĕнче кускаласа çӳрет. Чĕпсем шинклетнине илтсенех чăх пурăк патне калама çук хăвăрт чупса пычĕ, кĕрсе ларчĕ. Ачашшăн кăлăкласа чăх çавăрăнкалать, хăй умне сăхкаласа кăт-кăт! тесе чĕпписене йыхăрать.
— Тинех кăмăлĕ тулчĕ пулĕ ĕнтĕ, — терĕ анне, — чĕлхи пулсан савăннипе тем калĕччĕ, чĕлхи çук.
Чĕпсем чылай ӳсрĕç. Икĕ чăххи те ĕнтĕ чĕпписене килкартинче ертсе çӳрет.
Кушак çурисем те пысăкланнă. Вĕсен куçĕсем уçăлнă, хăйсем чăмăрланса илемленнĕ. Час-часах вĕсене амăшĕ хĕвел ăшшине алкум вĕçне ертсе тухать. Амăшĕ хăй выртать, çурисем ун патĕнче выляççĕ.
Пĕрре эпĕ килкартинче пĕчĕк урапа туртса çӳретĕп. Кушак хăйĕн йышĕпе алкум вĕçĕнче. Сарă чăх хăйĕн виçĕ чĕппипе кăлăкласа иртсе каять, хăяккăн выртакан кушак çывăхнех пычĕ. Халĕ çапăçма пуçлаççĕ пулĕ тесе эпĕ кĕлетре çăнăх аласа тăракан аннене чĕнтĕм. Анне кĕлетрен тухрĕ.
— Сарă чăх татах кушакпа çапăçасшăн пулĕ. Ав, кушак патнех пырса тăнă, — терĕм эпĕ.
Анне каларĕ:
— Çук, халĕ ĕнтĕ çапăçмаççĕ вĕсем.
— Пĕркун çапăçнă-çке, халĕ мĕншĕн çапăçмаççĕ?
— Халĕ кашнийĕн харпăр хăйĕн ачисем пур, кашни савăнса ачисене ӳстерет. Ав, кушакĕ çурисем вылянине мĕнле кăмăллă пăхса выртать, — терĕ анне.