Аннене, Мария Васильевнăна, халалласа...
Чăваш хĕрарăмĕ, кун-çулу санăн
Иртет пĕр сисĕнмесĕрех ялта.
Татти-сыпписĕр ĕмĕрне васканă,
Çулсем нумайăшĕ халь хыçалта.
Тул çутăлмасăрах ĕне сăватăн,
Ăна кĕтӳ кайма ĕлкĕртмелле.
Чупса çул майăн вунă ĕç тăватăн,
Кил-çурт ăшне тирпей те кĕртмелле.
Çемье шăп çывăрнă чух пĕçеретĕн,
Апат çимесĕрех юлан пуль ху.
Ăçтан-ха мĕнпурне эс ĕлкĕретĕн?
Хăш вăхăтра канатăн? Çук ыйху.
Килти ĕçӳсене никам хаклаймĕ,
Кунран-кун çук вĕсен вĕçĕ-хĕрри.
Нимле пуян та тӳлесе татаймĕ,
Пĕри пĕтмен — кĕтсе тăрать тепри.
Килте пĕр çаврăнăш тапăртатсассăн,
Ĕçе васкан. Чăваш кĕпи арки
Ваштăртатать çил майăн кассăн-кассăн,
Питре — ирхи хĕвелĕн пайăрки.
Ĕçре те арçынпа пĕр тан ĕçлетĕн.
Пĕр тан кăна-и? Чĕкĕнтĕр хирне
Чĕркуçленсе тухатăн, тирпейлетĕн.
Çемйӳшĕнех хавшатнă чĕрӳне.
Ялта сан ĕçлемен ĕçӳ юлман-тăр,
Чăваш хĕрарăмĕ вăл ӳркенмест.
Лаша та кӳлнĕ, çапнă кантăр,
Сан тарăсăр тыр-пулли те ӳсмест.
Ачу-пăчу инкек курсан — сиресшĕн —
Ху витĕр кăларан ун хуйхине.
Пурнатăн çакă тĕнчере вĕсемшĕн,
Анне пулсассăн — лайăх ачине.
Мĕн ĕмĕрех ĕçленĕшĕн канмасăр
Пуçа çĕре перĕнтеретĕп. Тав!
Чунне веç панăшăн — ним хăвармасăр —
Чăваш хĕрарăмне пин хут МУХТАВ!