Пбр хĕр çӳçне саратнă, кăпкалатнă,
Çӳхе тути çинче сăр — кĕп-кĕрен.
Шур кăкăрне çурри таран кăтартнă,
Купарчине силлет пусмассерен.
Пăхма — чуна çĕклет, тӳрех калатăп,
Ик куç харши — ик пĕкĕ — хуп-хура.
Сăнатăп чарăнса — ыран манатăп.
Эп ăнланмастăп пуль юратура?
Теприн пит-куçĕ — амăш панă тĕсĕ,
Çӳçне йӳле вăл янă — шывсикки.
Юхать шур акăш евĕр. Хыççăн эсĕ
Пăшăлтататăн: «Пирĕшти иккен».
Тĕллерĕ куçĕпе — чун хĕвелленчĕ,
Хĕм-сĕлкĕш сĕртенчĕ чун хĕлĕхне,
Вăй-халăм çĕтрĕ, юнăм вĕриленчĕ...
Ыйха шыратăп халĕ каçсерен.
Ик сарпики те хӳхĕм те ятуллă...
Пуçра ман пăтранать халь пĕр ыйту
(Ун тупсăмне пĕлсен — телейлĕ пулăп);
Мĕн япали вăл чăн-чăн юрату?..