Виталие çак эрнере тем пулчĕ. Е вăл сунтал çине хунă тимĕр татăкне мăлатукпа пĕрре çапсах лапчăтса çӳхетрĕ е, вăхăтран-вăхăта вĕркĕч авринчен уртăнса, шухăша путса тăчĕ. Ĕнер авă, тимĕрç лаççинчен киле кайма тухсан, çутă пĕве хĕррине анса ларчĕ. Тăрă шывра лĕпсĕррĕн чӳхенекен сăнне вăл нумайччен тинкерсе пăхрĕ, унтан ури вĕçĕнчи чула çĕклесе шывалла вăркăнтарчĕ.
Хĕвел анас умĕн лаççа пырсан, Микантăр мучи Витали мĕн хăтланнинчен пушшех те ытларах тĕлĕнчĕ. Çамрăк тимĕрçĕ лутра пукан çине утланса ларнă та умĕнчи сунтал çине тетрадь уçса хунă. Мучие курсан, вăл ытти чухнехи пек ăшталанса ӳкмерĕ, «тĕпелелле» иртсе ларма та сĕнмерĕ. Вучахри кăмрăк çинче мĕлтлетекен пĕчĕк кăвак çутăсем еннелле тинкерекенскер, вăл, кăранташне сурчăкпа йĕпетсе, хăвăрт-хăвăрт çырма пуçларĕ.
— Мĕн тăватăн эсĕ, Витали?
— Поэма çырас тетĕп, Микантăр мучи.
Мучи халĕ каччă çине шикленерех пăхса илчĕ.
— Хм-м! Апла эпĕ сана пилĕк çул поэм çырма вĕрентрĕм пулать-и, Витали? Сана эп плугпа сеялка юсама, сана эп...
— Микантăр мучи, — пӳлчĕ ăна çамрăк тимĕрçĕ, — уншăн-куншăн тав-ха сана, анчах эсĕ поэма çырма вĕрент халĕ.
Çакна илтсен, мучи пĕр хушă качча хивĕç сăмах чĕнеймесĕр куçĕсене мăчлаттарса тăчĕ.
— Эсĕ мĕн, эп поэм çырма пĕлместĕп, тесшĕн штоль?
— Лар-ха, лар эсĕ, Микантăр мучи.
— Поэмĕ мĕн çинченччĕ-ха? — чеен ыйтрĕ старик.
— Эсĕ, Микантăр мучи, пурнăç пурăнса курнă çын, — терĕ Витали, сунтал çинчи тетраде мăн шăнăрлă аллипе хупласа. — Тимĕрçĕ ĕçне те пит лайăх пĕлетĕн, ну... тата çамрăксен шухăшне те...
— А-а, тинех чухларăм эппин. Куçу çивĕч сан, ывалăм, — пӳрнипе хуллен юнарĕ старик, — Пĕлетĕн-и, паçăр эп, Кирле кум патне кайма тухсан, кама тĕл пултăм? — терĕ мучи, качча шăтарасла пăхса. — Пĕр чи-ипер хĕре. Микантăр мучи, тет хайхискер, тимĕрç лаççинче Витали пĕчченех ĕçлет-и-ха, тесе ыйтать. Ара çав, тетĕп, эпĕ пенсие тухни çур çул та çитрĕ ĕнтĕ... Çава çаптарма анас теттĕм те ун патне, те вăхăчĕ пур ĕнтĕ, тет хăй, сан пекех хĕрелсе. Кала-ха, килнĕ вĕт сан патна çав чиперкке, э?..
Каччă, ура çине тăрса, каллĕ-маллĕ кумса çӳре пуçларĕ.
— Кам вара вăл, Микантăр мучи?
— Кеххĕм, эппин пĕлместĕн пулать-и-ха? Ан тун ĕнтĕ. Çав чиперккешĕн кăранташ чăмласа ларатăн вĕт эсĕ, э?..
— Ăçтан пĕлетĕн? — чĕтренсе тухрĕ каччă сасси.
Кирле кум тутантарса янă кăпăклă кăрчама хăватне тинех туйса илчĕ курăнать мучи — кĕске сухалне çав тери тăрăшса пĕтĕрме тытăнчĕ.
— Эс мĕн, мана хам ĕмĕрте юратса курман, тесшĕн штоль? Кирлех-тĕк, хам епле поэм çырни çинчен те каласа пама пултаратăп, — терĕ вăл çĕкленӳллĕн. — Итлес килет-и?
Тимĕрçĕ, вăркĕч авринчен тытса, сӳнес патне çитнĕ вучахри кăвара тепĕр хут ялкăштарса ячĕ.
— Ун чухне эпĕ вунтăххăрта пулнăччĕ. Чухăнччĕ, праçниксенче те çăпатапах çӳреттĕмччĕ. Астăватăп, пĕр çулхине пупăн хулара вĕренекен Лиза ятлă хĕрĕпе тепĕр çамрăк акатуйне пычĕç. Вăйă картине малтан пуян çынсен ачисем тухкаларĕç, анчах пĕри те пуп хĕрне ташласа çĕнтереймерĕ. Те халь çеç хупахран юлашки укçапа шкалик хаплаттарса пынăран, вăйă картинче тăр пĕччен çаврăнакан хĕре куртăм та чăтаймарăм вĕт, — тухрăм сиксе. Ташлама юрататтăмччĕ эп, мах парсах кайман ют ял ачисене.
— Вара? — сунтал çинчи тетраде хыпалансах уçса хучĕ Витали.
— Пуп хĕрĕ чарăнмарĕ-ха ташлама. Пĕрле килнĕ юлташĕ те кула-кулах алă çупма тытăнчĕ. Ман тантăшсем тата хытăрах. Хĕрсе çитнĕ мар-и, такмак каласах ташша илтеретĕп. Ара, çылăха кĕтĕм çавăн чухне пуп хĕрĕпе çаввăнса, хăш-пĕр чух Укçук инкӳ халĕ те çавăншăн сăмах тĕрткелесе илет.
— Астăватăн-и такмакĕсене?
Микантăр мучи сывлăш çавăрса илчĕ те кĕтесре выртакан питлĕхе тимĕр пăтапа тăкăртаттарма пуçларĕ.
Врене çулçи катăкшăн
Кайăк вĕçсе ӳкес çук.
Эпир ташша тухнăшăн
Акатуйĕ пĕтес çук.
Çамрăксем ахăлтатса кулса ячĕç, Эпĕ пуçа каçăртсах малалла çĕмĕрттеретĕп.
Эх, Лизăнькă, Лизăнькă,
Ма ташлас мар, Анькă!
Их-ха, их-ха, их-ха-ха,
Ял вĕсĕнчи Колькă!
— Эх-ма-хай!..
Микантăр мучи хăй умĕнче хускалмасăр ларакан патвар каччă çине кăмăллăн пăхрĕ.
— Эсĕ те поэмна вуласа памăн-и тата?
— Халь-и?
— Ара, çав.
Тимĕрçĕ тетрадь листи çинчи кĕл тусанне вĕрсе вĕçтерчĕ те, кĕсйинчен шултра шăллă тура кăларса, чипер выртакан çӳçнех тураса аппаланчĕ. Унтан вăраххăн, кашни сăмах хыççăн чарăна-чарăна, вулама пикенчĕ.
Ах, пулĕ-ши сар хĕршĕн чун уççи
Уничере ларан тимĕрç лаççи...
Шăп. Колхоз гаражĕ енче кăна хушăран-хушă машина кăшкăртни илтĕнет.
— Пĕтертĕн штоль?
— Ик йĕрке анчах çырса-ха, — терĕ Витали. — Ну, мĕнле пек?
— Хм-м, ну, чĕлхе те иккен сан! «Тимĕрç лаççи — чун уççи», терĕн-и-ха? — старик питлĕхпе пăтине каска çине хучĕ. — Атя, çырах малалла. Тепре чух ятарласах итлеме килĕп...
Микантăр мучи тухса кайсан, Витали тимĕрç лаççинче тĕттĕмленичченех ларчĕ. Вăл темиçе хут та кăранташне шĕвĕртрĕ, вĕрипе çуркаланнă тути хĕррине те кăвакартса пĕтерчĕ, анчах урăх пĕр йĕрке те çыраймарĕ...
Пĕве патне çăвăнма ансан, Витали, хăйĕн шыври сăнĕ çинелле пăхса, каллех шухăша кайса тăчĕ. Çапах та тĕлĕнмелле иккен вăл, пурнăç тени: çĕркаç кăна вăл çакăнта пусне усса ларнăччĕ, паян вара пĕве шывĕнчен те ăшă çапнă пек туйăнать. Ырă ĕмĕтсем çавнашкал хăпартлантараççĕ ĕнтĕ ăна. Ара, Натали тимĕрç лаççине епле пырса кĕнине, хĕр унта мĕн тери ăшшăн калаçнине пит лайăх астăвать-çке Витали. Уйрăмах юлашки сăмахĕсем асран тухма пĕлмеççĕ. Хĕр çавине туптаса пĕтерсен, Натали тимĕрçе хутпа чĕркенĕ çăраççи тыттарчĕ.
— Маюксен кĕлечĕ питĕрĕнеймест те, хăй килеймерĕ, юсаса памĕ-ши тесе каласа ячĕ, — терĕ те вăл, тухса кайма хатĕрленнĕскерех, тем пирки иккĕленсе, чарăнса тăчĕ, вара качча куçран пăхмасăр:
— Витали, — терĕ, — эсĕ мĕн тăватăн... кĕçĕр?
— Нимех те, — терĕ каччă, çăраççине аллинче çавăркаласа.
— Маюксен ашшĕсем паян хăнана кайнă, пырса лармастăр-и?
— Эпĕ... мĕскер... — хĕр сăмахĕсене ĕненмесĕр ним калама аптăрарĕ каччă.
— Дояркăсен канашлăвĕнчен Маюк çĕнĕ пластинкăсем илсе килнĕ. Шупашкар юрăçисене итлĕпĕр. Юрать-и? Кĕтет вăл...
— Пырăп, — хĕр пурçăн тутăр вĕçне аллипе пĕтĕрнине куç айĕпе сăнаса хуравларĕ Витали.
Натали сунтал умĕнче тăракан каччă куçĕнчен чăрр пăхрĕ те лаç алăкне уçса ячĕ, унтан каллех тепĕр хут кăшкăрса каларĕ:
— Асту эппин, пырăр!
Хĕр хыççăн чупса тухнă каччă вăл укăлчаран кĕрсе çухалнине пуçа сулляса пăхса юлчĕ, унтан виççĕмĕш бригадăран турттарса килнĕ жаткă пайне юсаса пĕтерчĕ те çăраççипе аппаланма пуçларĕ. Кĕтнĕ телей пĕлĕт çинченех татăлса аннă пек туйăнчĕ Виталие. Апла, Маюка киномеханикре ĕçлекен Савали качча илет тени пустуй сӳпĕлтетни çеç-мĕн. Çапах та мĕншĕн-ха тимĕрç лаççине килсе çӳреме пăрахрĕ Савали, ара, çуркунне питĕ туслăччĕ-çке пĕр-пĕринпе. Тепĕр тесен, Витали хăй те юлашки вăхăтра юлташĕнчен ютшăнарах çӳреме тăрăшрĕ мар-и çав. Савали Маюкпа унран вăрттăн калаçма пуçлани ăнч пĕртте тусла хăтланнă пек туйăнмарĕ. Кĕçĕр, ак, Мяюк тимĕрçе хăех Натали урлă улаха пыма чĕнсе янă. Епле чăттăр ĕнтĕ унта кяймасăр, Мяюкăн сарă çивĕтне пăхса ларни кăна мĕне тăрать!..
Анчах улаха кайма тур килмерĕ Виталин. Киле кайма тесе, пĕве хĕрринчен хăпарнăччĕ кăна — лаç умне косилка кăкарнă машина çитсе чарăнчĕ. Кабинă алăкĕсем шалт та шалт уçăлчĕç те, пĕринчен иккĕмĕш бригада бригадирĕ Клементьев, тепринчен Ехĕм тракторист сиксе тухрĕç.
— Уф-ф! — терĕ Клементьев, тарланă çамкине кĕпе çаннипе шăлса илсе. — Эс кайиччен ĕлкĕртĕмĕр иккен-ха.
— Эп... — бригадир куçĕнчен именнĕ пекрех пăхса илчĕ Витали.
— Ан та асăн, — калама памарĕ ăна Клементьев, — куратăн çанталăк шăрăх тăнине — пирĕншĕн халь кашни сехет хаклă. Пулăш кĕçĕр косилка юсама. Ехĕм ыран ирех Сатлă улăхне утă çулма анать.
— Çурçĕрччен пĕтеретпĕр-и? — ыйтрĕ Витали.
— Йăлтах хăвăнтан килет, — терĕ бригадир. — Пĕр шестĕрнине кăна çĕнĕрен касса лартмалла. Эпир те кунтах пулатпăр. Пулăшăпăр.
Витали килĕшрĕ. Вăл хушнипе Ехĕм косилкана лаç умĕнчи электрица лампăчки айне кустарса пырса лартрĕ. Клементьев лаç çумĕнчи лупасран пĕр витре кăмрăк йăтса кĕчĕ те кĕç-вĕç сӳнме хатĕр вучаха тултарчĕ. Тепĕр самантран çамрăк тимĕрçĕ косилкăн юрăхсăра тухнă шестернине пăркалама пуçларĕ...
Çĕнĕ шестĕрнене çурçĕр иртсен тин майлаштарса лартрĕç. Косилка кăкарнă автомашина Маюксен тĕлĕнчен иртессине пĕлнĕ пулин те, Витали Клементьевпа Ехĕмрен лаçрах юлчĕ. Вăл пĕве хĕрринче тепĕр хут çăвăнчĕ, комбинезонне хывса, пăтара çакăнса тăнă гимнастеркине тăхăнчĕ, унтан кăкăр умĕнчи кĕсйине паçăр юсанă çăраççие чикрĕ те укăлча еннелле утрĕ. Ял урамĕсем пуш-пушах, вăйăран кая юлса саланакан Хупахушкăнь хĕрĕсен юрри те илтĕнмест. Паллă ĕнтĕ, Наталипе Маюк ку таранчченех кĕтсе ларас çук. «Çав-çавах кĕретĕп, ăна-кăна ăнланакан хĕрччĕ-ха вăл, Клементьевпа Ехĕм пырса кайнине пĕлсен, кăмăлсарланмĕ», — шухăшларĕ ăшĕнче çамрăк тимĕрçĕ. Клуб тĕлĕнчен иртсе пынă чух Витали киномеханик будкинчи çутта асăрхарĕ. Кантăкра самантлăха Савали мĕлки курăнса çухалчĕ. «Аха, — терĕ тимĕрçĕ, — санăн та ыйхă çук-и! Лаççа пыма пăрахнăшăн урăх çилленмĕп ĕнтĕ сана, чуна килĕшнĕ хĕр патĕнчен таврăннă чух, тен, клуба та кĕрсе курăп...»
Маюксен, чăн та, çутă çук-мĕн. Витали пĕр хушă, ватă йăмра çумне тайăнса, хуран курăнакан кантăксем çине пăхса тăчĕ. «Ашшĕ-амăшĕ хăнари лайăх-ха, ăна хам епле юратнине кĕçĕрех калатăп», — йăмрасем хушшинчен тухрĕ Витали.
Каччă крыльца çине хăпарчĕ. Пĕр сас-чӳ те çук, ахăртнех, Натали тантăшĕ патĕнче çĕр каçма юлман пулас...
Витали урам енчи кантăка пӳрнисемпе вăраххăн тăкăртаттарчĕ. Лăпкă. Унтан тата хытăрах шаккарĕ, — хирĕç чĕнекен пулмарĕ-ха. «Чим, хĕрсем çулла тулта çывăрма юратаççĕ, Маюк та пăлтăрта çывăрать-и, тен?» Каччă асăрханса хапха алăкне уçрĕ те, кил хушшине кĕрсе, пăлтăр патнелле çывхарчĕ. Аллипе шашулкка кантрине хыпашласа тупса, аялалла туртрĕ, вара тин пăлтăр алăкĕ питĕрĕнчĕккине туйрĕ. Ăха, кĕлет уççи! Маюк кĕлетре çывăрать вĕт, ма вăл çакна тӳрех ăнкарайман-ха? Тимĕрçĕ, картиш урлă каçас тесе темиçе утăм ярса пуссан, темле каскаран кăшт кăна такăнса ӳкмерĕ. Ах, мур илесшĕ! Ара, Маюк эп мĕн тунипе кĕлет хушăкĕнчен сăнаса тăрас-тăк, кулса вилмелле-иç...
Акă, кĕлет. Каччă чĕри халь-халь картишне сиксе тухас пек тăпăлтатса тапать. Витали выртан каскаран такăннă чух аллине лекнĕ патак вĕçĕпе кĕлет алăкне шăппăн шаккасан, шалта йăшăлтатнĕ сасă илтĕнчĕ, унтан кравать чĕриклетсе илчĕ, тахăшĕ çаруранах алăк патнелле пычĕ.
— Кам унта?
— Эпĕ.
— Ай, эсĕ пултăн-çке! — хĕпĕртесе пăшăлтатрĕ хĕр. — Кам тесе, хăрасах кайрăм... — кĕлетри хĕр каялла чупса кайрĕ те кĕçех алăк патне таврăнчĕ. — Халех уçатăп...
«Час килменшĕн çилленмест. Алăк уçăлсанах ыталаса илетĕп», — шутларĕ Витали.
Хĕр кĕттермерĕ — каччă алăкран кĕчĕ те ăна çепĕççĕн пилĕкĕнчен çупăрласа тытрĕ. Кĕлетки çемçе, вĕри. Çӳçĕнчен тутлă супăнь шăрши кĕрет.
Тимĕрçĕ ăна тата хытăрах ыталасшăнччĕ, анчах хĕр сасартăк авкаланса илчĕ те, каччă аллинчен вăшт çеç вĕçерĕнсе, ăна хăй патĕнчен тĕртсе ячĕ.
— Ай, кам вара эсĕ! — çухăрса ячĕ вăл. — Мĕн, кăкăру çумĕнче чул мар пулĕ-çке санăн?..
Ку Натали пулнинчен çав тери тĕлĕнсе кайнă Витали ун еннелле пĕр утăм ярса пуссанах хытса тăчĕ.
— Кĕсъене кĕлет уççи чикнĕччĕ... Пачах маннă... — мăкăртатрĕ вăл айăплăн, хĕр кăкăрне çăраççи перĕнсе ыраттарнипе тавçăрса.
— Ай, эс Витали-çке! Эпĕ... — хĕр качча палласа илчĕ те унăн сарлака çурăмĕнчен пырса тĕртрĕ. — Атя, тух-ха халех, кам хушрĕ сана çурçĕр иртсен хĕрсене вăратса çӳреме?..
— Мĕн, мантăн-им: ху каларăн-иç Маюк кĕтет тесе, — тимĕрçĕ хăй мĕншĕн вăхăтра килейменнине ăнлантарма пикенчĕ.
— Маюк фермăна кайрĕ. Ĕне пăруламалла, терĕ.
Натали кĕлет алăкĕн урати çине ларчĕ те питне аллисемпе хупларĕ.
— Витали, — пуçне чиксе каларĕ вăл аран-аран илтĕнмелле. — Астăватăн-и, эпĕ сана ăна та илсе кил, терĕм. Эсир юлташсемччĕ. Çапла-и?
Тимĕрçĕ хĕр тĕлĕнчен асăрханса иртрĕ те картлашкаран çĕр çине сиксе анчĕ.
— Эсĕ лайăх, ырă кăмăллă каччă, — тере Натали, пуçне çĕклесе. — Çавăнпа паçăр юри сан патне пытăм. Пĕлетĕн-и, эпир Савалипе кăштах хирĕçнĕччĕ, эрне каялла. Хам айăпа ăнлантăм ĕнтĕ, анчах ун патне клуба кайма хăю çитереймерĕм. Çавăнпа кĕçĕр пĕтĕм шанчăкăм сан çинчеччĕ...
— Савали санпа çӳренĕ апла. Эпĕ ăна Маюкпа тесе кĕвĕçнĕччĕ.
— Эх, эсĕ те!..
Хĕр каллех пуçне чикрĕ. Виталин пĕтĕм шăм-шакки вĕриленсе кайрĕ. Натали тимĕрçĕпе пĕрле улаха Савали пырасса кĕтнĕ-мĕн, апла Савали Маюка мар, ăна юратать.
— Аплах ан хуйхăр-ха, эсĕ, Натали. Хĕр каллех пуçне çĕклерĕ.
— Эсир, каччăсем, ăнланмастăр хĕрсене. Санах илер ак. Вăл хăçантанпа юратать сана!..
— Кам вăл?
— Пĕлместĕн пулать-ха: Маюк. Çав тепи лайăх юрăсем илсе килнĕ. Пластинкисем пӳртĕнчех выртаççĕ-ха... Килĕнче никам та çук та, эпĕ çĕр каçиччен тесе юлтăм, вăл кайрĕ.
Витали, Маюк çинчен илтсен, çав тери савăнса ӳкрĕ. Апла чăнахах юратать иккен ăна çав сирень çеçки пек сенкер куçлă дояркă? Юри каламасть-ши Натали? Çук пулĕ, Натали тем тесен те тус-тантăшĕ çинчен ахальтен ун пек калас çук.
Халĕ Виталин Наталишĕн пĕр-пĕр ырă ĕç тăвас килсе кайрĕ.
— Атя! — терĕ вăл, хĕре хулĕнчен çатăрласа тытса. — Савали патне каятпăр.
— Ухмах мар пулĕ эс? Курмастăн-им — тул çутăлать. Çывăрать ăнтĕ вăл.
— Çывăрмасть.
— Ăстан пĕлетĕн!
— Пĕлетĕп.
— Пымастăп эп.
— Пыратăн.
Тимĕрсĕ шутлеменнине курсан, Наталин кăмăлĕ çемçелчĕ.
— Эс кай эппин. Эпĕ хапха çумĕнчи сак çине тухса ларатăп...
— Анчах асту, урăх ан харкашăр вара.
Хĕр килĕшсе пуçне сĕлтрĕ.
Кинобудкăра саплах сутă çунать. Витали шакканă-шаккаман кантăкра Савалин çăмламас пуçĕ курăнса кайрĕ.
— Мĕн тăватăн клубра?
— Кино куратăп.
— Пĕчченех-и?
— Ийя. Иккĕмĕш хут ятăм «Есть такой парень» фильма. Шăпах хама кăтартнă пек туйăнать...
— Савали-и!..
— Мĕскер, Витали?
— Кинона чар та тух кунта. Пĕр çĕре ертсе каятăп.
— Кĕт эппин. Вĕçне курса пĕтеретĕп те, каятпăр.
— Эп кĕтĕп-ха, ыттисем кĕтмĕç.
— Камсем — «ыттисем»?
— Натали...
— Эс мĕн, юлташ тесе, манран кулма шутларăн-и?
— Итле-ха, Савали: сана тархасласа тăма вăхăт çук ман. Чар та тух часрах. Натали сана хăйсен тĕлĕнче кĕтсе ларать...
— Ну-у?!
— Каччă пек пул, Савали, — тарăхсах калаçрĕ Витали, — хĕрсене кĕттерме юрамасть.
Икĕ каччă урам тăрăх чылайччен чĕнмесĕр пычĕ. Тăкăрлăкри килне пăрăнса кĕрес умĕн тин Витали киномеханик енне çаврăнчĕ.
— Пыр ыран лаççа, — чĕнчĕ вăл Савалие. — Калаçса ларăпăр.
— Тавтапуç, Витали, — терĕ Савали, тимĕрçĕн аллине чăмăртаса.
Витали халĕ Савалие çилленмерĕ. Киномеханик ăна халичченхи пекех чи çывăх юлташ пек туйăнчĕ. Вăл, Савалирен уйрăлсанах, шăлавар кăсйинчен хут листи кăларчĕ, Маюкăн сирень çеçки пек сенкер куçĕсене асаилсе, хут листине шурăмпуç çутинелле тытрĕ, вас-камасар вуларĕ:
Ах, пулĕ-ши сар хĕршĕн чун уççи
Уничере ларан тимĕрç лаççи...
Çамрăк тимĕрçĕ хăй ăшĕнчĕ савăнăçлăн кулса илчĕ, унтан хут листине, сарлака ывçи çине хурса, каллех кăкăр умĕнчи кĕсйине чиксе хучĕ...