Ĕç çынни паян сумра-и,
Хисепре-и çĕршывра?
Уçсăн калама хăратăп:
Вĕçĕ çухалать шывра.
Мĕншĕн çакăн пек калатăп,
Мĕн хистерĕ-ха мана?
Эп çавна кăна чухлатăл:
Халĕ урăх самана.
Уявсем ав йышлăланчĕç,
Ĕлĕкрех кун пек пулман.
Халăх та самай лăпланчĕ, —
Май çук пурнăçран юлма.
Пурнăçра пулать кун пек те:
Каннă чух ĕçлемелле.
Çак чăнах-ши чун илпекĕ?
Çын сивлет кун пек меле.
Кирлĕ мар чухне канатпăр
Пĕр кун мар, икшер эрне.
Ĕç çинчен йăлтах манатпăр, —
Йывăр Турă чурине.
Каннинчен курмасть çын усă, —
Ун кĕсйи çеç çӳхелет.
Пулĕччĕ алтмашкăн пусă
Çул парса пур мехеле.
Йăлана пăсас та марччĕ,
Выляс марччĕ халăхпа.
Касăлсан йĕрке тымарĕ
Чун ан кӳттĕр хурлăхпа.