Вĕçрĕ, вĕçрĕ чĕкеç аякран, аякран,
Сенкер Нил тинĕсе васкакан тăрăхран.
Вĕçрĕ вăл çумăрта, вĕçрĕ вал шăрăхра,
Ма тесен сар хĕвел ячĕ ăшă йыхрав.
Вăл асилчĕ каллех чĕвĕлти амăшне,
Ун ачаш кăмăлне, унăн чун савнăçне.
Йăвара çунатланнă чипер кунсене,
Сывлăша çупăрланă вĕçев çаврине.
Ак Сăр шывĕ умра, ялăн-ялăн йăмра,
Чăваш Ен, эс каллех ытарми ытамра.
Таврара — ешĕл сас, таврара — ĕçлĕ сас,
Сывă-и, сывă-и, чечекри Анаткас!
Вĕçсе çитрĕ чĕкеç — килĕ çуккă, ай-хай,
Кивĕ пӳрт тĕлĕнче халĕ пушă сарай.
Хăйпе хăй калаçан карчăк кайнă вилсе,
Ачисем ун çуртне сутса янă килсе.