Хушăран хĕмленсех çапăçатпăр
Чукмарпа е хивре сăмахпа,
Çăмарта сарринче çӳп шыратпăр...
Хамăраччĕ те çирĕп нăхта!
Пĕр кăкран-çке эпир, шутласассăн,
Хурăнташлă кашни пуринпе.
Çут çанталăк сывлать пулĕ ассăн,
Ачисем вăрçнине курнипе.
Харкашас вырăнне вĕренесчĕ,
Тăнласа ăнланма пĕр-пĕрне...
Кӳршĕре иртенпе ĕрлешеççĕ,
Кĕскетеççĕ хăйсен ĕмĕрне.
Пурнăç иккĕ килмест пĕр никамшăн,
Иртнĕ кун тек килмест чĕрçине.
Кĕркунне макăрать ав такамшăн,
Сарă çулçă тăкса çĕр çине.