Шăллăм таврăнать шкултан
Хаваспа çиçсе ялан:
Пăх-ха унăн дневникне —
Курăн «пиллĕк» йĕркине.
Урокне хатĕрленет,
Пулăшать ват аннене.
Уçăлса тулта çӳрет,
Сывлăхне çирĕплетет.
Толя, Петĕр, Кемачи —
Мĕнпур хамăр кас ачи —
Ун юратнă тусĕсем,
Ав тăраççĕ-çке кĕтсе.
Ак пуçлаççĕ ăмăртма,
Тупăшса пĕрле чупма.
Манăн шăллăм чи малта,
Ыттисем йăлт хыçалта.
Пит маттур çав шăллăм ман,
Вăл малта пырать ялан.