Поэзире мĕскер тупса эп калăп
Нихçан никам та каламаннине?
Састаш валли те пур иккен кив калăп,
Тухма юрамĕ пĕртте айккине.
Йăлтах каланă: пурăнăç çинчен те,
Юратупа сар чечексем çинчен.
Хитре танлаштару тупаймăп ĕнтĕ
Тесе пăшăрханатăп халиччен.
Юпах Пегас юртса-ши такăрлатнă
Хĕвел ӳкейнĕ сăвă уй-хирне.
Шăтать-и те шăтмасть-и? — вăрлăх акнă
Шур хурăн лартнă лаптăк уй хĕрне.
Татсах кам калĕ: пурăнăç пĕр енĕ
Çап-çут, теприйĕ хуп-хура тесе?
Темиçе хут каланă самахсенĕн
Сĕтекĕ пур-и, сăвăç тетесем?
Поэзи вăйĕ пурнăçпа пĕр тан-тăр:
Чул шăтарса тухан ӳсен-тăран
Сăмсийĕ евĕр çĕн сăнар тупан та
Ун умĕнче ăнтан кайса тăран.
Апла пĕтмен иккен-ха ман мехелĕм.
Ан тив, кашни кун мар та, хушăран
Ăсчах курмалăх, сăвăç кĕвĕçмелĕх
Çĕн сăнарпа танлаштару шырам.