Хам куçа шанмастăп темшĕн,
Тинкереп йĕтем енне.
Улăп куçарса килмен-ши
Хăйĕн çӳллĕ ту-сăртне!
Ун çине халь улăхсассăн,
Выляса эп ачалла,
Пăхăп ялăма хавассăн,
Çуртсене палла-палла.
Йĕтемпе утап, калаçнăн
Хампа хам эп: «Мĕн-ха ку!»
Умăмра тăрать мăнаçлăн
Тырă сăрчĕ — çӳллĕ ту!