(поэма-реквием)
Мĕн пулса иртнине
Ăнланмасăр вăраххăн
Тăрнасем вĕçнине
Пăхса юлтăм хăраххăн...
П.Афанасьев.
«Тăрнасем вĕçсе иртрĕç»,
1977 ç.
1
Епле илĕртӳллĕ çанталăк —
Пин тĕслĕ уяр кĕркунне!
Пĕр пĕлĕт çеç — пĕчĕк шăналăк
Кармашнăччĕ çӳл тӳпене.
Çĕр тĕрлĕ чечек, çырла-çимĕç —
Пĕрле çитĕнтернĕ садра.
Туллин татăлать пирĕн тивĕç —
Çак çимĕç йăлт кайтăр ырра.
Тăратпăр санпа куç илмесĕр
Тур панă таса илемрен.
«Сыв пул, чун ăшши», — терĕн эсĕ
Асамлă пĕлтерĕшпелен.
Те сар хĕвелпе сыв пуллашрăн,
Те эс тем систертĕн мана,
Шур акăш хӳхлевĕллĕ ахрăм
Килсе пăчăртарĕ чуна.
Çил килчĕ те — канлĕх вĕçленчĕ,
Унтан — сăмахпа калайми —
Пĕр вĕçсĕр çĕре кисрентерчĕ
Пат-пат ӳкекен панулми.
Кайран тăвăл тухрĕ чарусăр,
Çĕкленчĕ, пăтранчĕ тусан,
Пăрпа пĕрле çапрĕ сив çумăр,
Таçта кăранклатрĕ çăхан.
Пĕр пĕлĕт — пĕр пĕчĕк шăналăк
Хупларĕ хĕвел ăшшине.
Асра та тытманччĕ çанталăк
Тӳрех урмăшас иккенне.
Юратăвăм, çутă юмахăм,
Кичем мана сансăр паян.
Шур акăш хӳхлевĕллĕ ахрăм
Тухмасть те тухмасть асăмран.
2
Пĕчченлĕхĕм — ман çылăх нумайран,
Шăп çавăншăн асап ярать пуль Турă,
Пăт пухăнать пин те пĕр мăскалран —
Куллен мăскал-мăскалăн йăнăш турăм.
Санпа кăна, шăп пĕр санпа кăна
Телейлĕ пулнине халь тин сисетĕп,
Ирпе-каçпа ытарайми сăнна,
Чĕре çумне хурса санпа пуплетĕп.
Пĕчченлĕхĕм — Тур янă тĕрĕслев,
Пур айăпшăн, пур тĕрĕс мар çулсемшĕн,
Кун-çул пилленĕ йывăр хĕресе
Йăтса пыма тивет çав çылăхсемшĕн.
Кая юлса пулин те — каçарсам,
Кая юлса пулин те — ӳкĕнетĕп.
Эс панă телее тĕпе хурса,
Пĕчченлĕхре санпах пуласчĕ тетĕп.
3
Хам хусах юлнине йышăнмасăр час-час
Хампа хам калаçатăп. Кампа калаçас?
Ак пĕр сас: — Хурлăх иртĕ те — пулăн хавас...
— Хурлăхун вĕçĕ çук, — хуравлать тепĕр сас.
— Мĕн пирки кĕтĕм эпĕ ун пек айăпа?
— Айăп мар ку — тивлет, Турă панă шăпа.
— Хурлăхпа хуçăлса халсăр-вăйсăр юлсан?
— Ĕмĕрхи юрату çунат парĕ ялан.
4
Пĕр çын çитмест паян çак хулара.
Хулашăн мĕн? Çынни ун туллиех.
Пĕр çын çитмест паян кил-йышăмра —
Çĕр çын, пин çын, тĕнче çитмен пекех.
5
Салху самант килсессĕн
Каллех эп тăлăх мар:
Асаилӳ те — эсĕ —
Чĕрем çинчи кăвар.
Асаилӳ те... эсĕ —
Яр уçă та инçе.
Сăну сӳнме пĕлмесĕр
Çут çăлтăр пек çиçет.
Тур панине тиркеймĕн,
Тӳпем — тивĕçлипех.
Типетĕп эп тирпейлĕн
Пĕччен çур уйăх пек.
6
Хупланчĕ-шим чун савăкĕ? —
Хухать хаваслă юррăм.
Хура лаша çулталăкĕ
Хам ĕмĕтрен те вăрăм.
Шухăшăмсен шăналăкĕ
Шух хум айне тăваслă.
Хура лаша çулталăкĕ
Кун-çулăмран та аслă.
Ман çул — лаша çулталăкĕ.
Ман мар ку — Тур тивлечĕ,
Çапах та пурнăç тамăкĕ
Ир килессе кĕтменччĕ.
7
Эп мар-çке, сан мана ăсатмаллаччĕ
Çак юлашки, çак ĕмĕрхи çула.
Йĕрки-латти авалтанпах çаплаччĕ,
Анчах та Турă çырчĕ урăхла.
Сан ятупа — эп кукаçей те пулăп,
Эп пулăп сан сăнарлă кукамай.
Виçеллĕ савăнăп. Виçеллĕ кулăп —
Кил-йышăмран кăна инçе ан кай.
8
Сана тек ним те кирлĕ мар,
Анчах пире эс кирлĕ.
Çӳлтен пире эс канлĕх пăр,
Пире эс пар ыр пиллĕх.
Пире эс ăшăт сивĕ чух,
Эс шăрăхра пул çумăр.
Çил-тăвăлăн ыр-сумĕ çук,
Лапка-лапка юр çутăр.
Çуркуннепе эс шăпчăк пул,
Чечек пулса эс тайăл.
Пуçлантăр çул, вĕçлентĕр çул —
Унчченхиллех ыр-хапăл.
Эс турăш пул çак çемьере,
Эс пул кил-йыш тивлечĕ.
Эс çуккине сисмесĕрех
Сана туйни тем пекчĕ.
9
Утатăп эс утнă çулпа —
Пуплетĕп çавра çулçăпа,
Тăрап вăрмана итлесе,
Сассу илтĕнмест-ши тесе.
Вăрманĕ кашлать те кашлать,
Вăрманĕ пин саслăн янрать.
Сассу илтĕнмест инçетрен —
Эп юлтăм иккен пĕр-пĕччен.
Утатăп эс утнă хирпе
Туллин сывлăм сыпнă ирпе,
Йĕрӳ сан юлман-ши тесе
Пăхап çул çине тимлесе.
Уй-хирĕ çилпе хумханать,
Çут сывлăм çĕре тăкăнать.
Йĕрӳ çул çине тĕрленмен —
Эп юлтăм иккен пĕр-пĕччен.
10
Пĕлместĕп, миçе çул иртсессĕн эпĕр
Тĕл пулăпăр санпа вĕçсĕрлĕхре —
Турри парсассăн, калăпăр эп тепĕр
Вун çул е çирĕм... тăсăп ĕмĕре.
Эс туйнă тĕнчене куллен эп туйăп:
Ун ăшшине, ун пăшăлтатăвне...
Каллех кунта пуçланĕ кайăк туйĕ,
Пин-пин чечек эрешлĕ çĕр питне.
Эс савнă пĕлĕтсем çӳлте вылянĕç,
Тапранĕ çăлтăр çумăрĕ кайран,
Чун-чĕрене лăпканă ырă канăç
Йăлтах килетчĕ çут çанталăкран.
Анчах чун канăçне пăсаканни те
Нумай кашни этем шăпи тĕлне.
Пĕлместĕп эп — епле вăй-халăм çитĕ
Утмашкăн сан хӳттӳсĕр малашне?
Тĕнче хаяр. Ыррипеле тĕлме тĕл
Усал хăй вăрăм аллине тăсать,
Чуна сутма та, çылăха кĕме те
Кашнин валли меслечĕ пит ансат.
Санпа астивнĕ пур йӳççи-пылакĕ
Пĕр вăй пулса упратăр кил-йыша.
Çемьешĕн пул ялан сыхлавçă-ангел,
Усал вăя ан кĕрт хуппа-хушша.
11
Ир сĕмлĕхне вăратнă евĕр
Таса Хĕр Анна кунĕнче
У-а! Тесе пĕлтерчĕ тепĕр
Вĕр çĕнĕ «кайăк» хăй çинчен.
Эй, ылтăнăм! Тăван тĕпренчĕк!
Вĕçсе каяс — çунатăм çук.
Мана та пӳрчĕ Тур тивлечĕ —
Çут тĕнчере ав хĕр-мăнук!
Йăл-йăл кулать телейлĕ амăш,
Телейлĕ ашшĕ вăл кулать.
Çӳлтен курса тăрать кукамăш:
Йăх пурăнать, йăх тăсăлать!
Сана хывса, сан пек вăл килчĕ,
Кăвак ик куçĕ те — санах,
Çĕр çырли пек хитре сăн-пичĕ,
Ну, тейĕн каснă-лартнăнах.
Тур патăр сывлăх, вăрăм ĕмĕр,
Мăнукăм тăстăр сан кунна.
Кукамăш чунĕн ырă хĕмĕ
Каллех вăй парĕ ман чуна.
12
Тавтапуç тӳпене. Ăсăма вырнаçми ун хăвачĕ.
Пурнăçне хăй парса, хăй илет çут тĕнче.
Эп те кайăп тахçан — ман паян таса чунлă юласчĕ
Вĕçсĕр-хĕрсĕр çиçен çак тӳпе умĕнче.
Тавтапуç çăл шывне. Çăлкуçран пуçланан Çарăмсанăм.
Шав юхать, чул юлать ват çыран кукринче.
Эп те кайăп тахçан — чунăм çеç таса юлтăрччĕ манăн
Кăпăкпа вылякан çутă шыв умĕнче.
Чиркӳ чанĕн сасси йĕс янравлăн пире тем систерĕ —
Йăлтăртатĕ хĕрес çут чиркӳ тăрринче.
Çĕр çинче пулнă чух, тăвансем, таса чунлă çӳрер-и
Çут тӳпе, çутă шыв, çут, хĕрес умĕнче.