Илĕртӳллĕ çу пуçламăшĕн илемĕпе çиçекен тавралăха киленсе сăнакан, çуралнă енĕн пархатарлă сывлăшĕпе рехетленсе сывлакан Алюш кăнтăрла тĕлнелле аслă çултан пăрăнса Кăрмăш ялне пырса кĕчĕ. Тинтерех кăна çирĕм тултарнă каччă чĕри савăнăçпа тулнă, пичĕ-куçĕ телейпе çиçет. Ара, салтакран таврăнать мар-и? Икĕ çул пулман вĕт тăван тăрăхра, икĕ çул хушши курман мĕн ачаран чĕрене кĕрсе вырнаçнă ытарайми çак кĕтесе. Кăрмăш — Алюш çуралнă ял мар-ха. Тăван Кирпĕчкассине çитес тесен тата икĕ çухрăм майлă утмалла. Пĕрех Алюшшăн çак ял тăванран-тăван туйăнчĕ. Хăюлăхĕ çитес тĕк: «Акă эпĕ çитрĕм!» — тесе кăшкăрма та хатĕр вăл халь. Кашнийĕнпех ăшшăн калаçас, хăйĕн савăнăçне тĕл пулаканнине-пĕрне валеçсе парас килек пек йĕкĕтĕн. Чăнах, чĕрене шăнăçайми савăнăçа пĕччен епле йăтсе çӳрĕн ăна? Акă пĕр туяллă кинемей килет. Тӳсеймерĕ Алюш: «Ырă кун пултăр, асанне», — терĕ хаваслăн чарăнса тăмасăрах. Карчăк тĕлĕннипе тăпланса тăчĕ, куçне хĕвелтен аллипе картларĕ те: «Кам ачи пултăн-ха, паллаймарăм, — терĕ хăйĕнчен хăй ыйтнăн. — Салтакран килетĕн тем».
— Салтакран, асанне, салтакран, — малалла утса кайма ĕлкĕрнĕскер, кулкаласа каялла çаврăнчĕ Алюш. — Кирпĕчкассисем эп, паллаймастăн пуль.
Кинемей тем мăкăртаткаласа тăрса юлчĕ. Алюшăн кăмăлĕ пушшех хăпартланса кайрĕ. Чупса пырса пĕтĕм тĕнчене хăй ытамне илĕччĕ! Чĕри тинĕс пек аслă ун халь. Шел, Кăрмăшра паллакан никам та çук Алюшăн. Курса калаçатчех.
Кăрмăш ялне икĕ пая уйăрса типĕ тарăн вар касса иртет. Çав çырма урлă кĕпер хывнă, вар хĕррин çӳл енĕнче лаштра йăмрасемпе тăрнаккай тирексем кашласа лараççĕ, аяларах вĕт хăвапа çӳçе тĕмисем ашкăрса ӳсеççĕ. Кĕперĕ хăй айккинчен пăхсан курăнмасть те темелле, йывăçлă вырăн вара катаран пĕчĕк ращана аса илтерет. Кайăк-кĕшĕк сасси тата мĕн тĕрли кăна çук-тăр кунта! Алюш кӳршĕ ялăн çак чи илемлĕ вырăнĕпе киленсе кĕпер урлă каçса пыратчĕ, сасартăк тепĕр енчи çыранра ӳсекен икĕ-виçĕ хăлаçа та шăнăçайман вулăллă парка йăмра тăрринчен лăпсăр-лапсăр туса пысăк хура кайăк çĕкленчĕ те кăр-ранк! кăр-ранк! тесе таçталла вĕçсе кайрĕ. Вара çут çанталăк килĕшĕвĕ те сарăмсăр арканса кайрĕ тейĕн — чĕвĕл-чĕвĕл кайăк сассиллĕ тавралăх самантлăха шăпăрт пулчĕ. Алюш та хăй сисмесĕрех çӳçенсе илчĕ, пĕр ăстрăм çăхан вĕçсе кайнă еннелле пăхса тăчĕ-тăчĕ те ыйхăран вăраннă пек пулса ял тăрăх малалла уттарчĕ. Нимех те пулса иртмерĕ темелле, анчах пурпĕрех ăшри савăк кăмăл, хĕвел тачка çумăр пĕлĕчĕсем хыçне кĕрсе пытаннă майлă, пусăрăнчĕ, сӳрĕкленчĕ пек.
Васкаса утнă май урам вĕçне çитсе тăнине те асăрхаман Алюш. Ялтан тухса кайма пулнăскер, çаврăнчĕ те вăл вăрăм урама тепĕр хут тĕсесе илчĕ. Кирпĕчрен купаланă çĕнĕ çуртсемпе кивелерех панă йывăç пӳртсем, кăтра çӳç ярапиллĕ чăваш йăмрисем. Чим-ха... Ак ку, ял хĕрринчи йывăç пӳрт. Юрпа çумăра, хĕвелпе çиле пула сăрри кайса пĕте пуçланă кивĕ кăна йывăç пӳрт. Урамалла виçĕ чӳрече. Тупата туршăн, епле манма пултарнă вара Алюш Хреççи аппа çуртне! Хăйне тахçан вилĕмрен çăлнă хĕрарăм çуртне! Çук, салтака кайиччен ялан асра тытнă-ха вăл ăна. Çак пӳрт умĕнчен иртсе каймассерен чĕри кăрт! сикетчĕ. Анчах те çамрăкрах та айванрах пулнă, те ĕлкĕретĕп-ха тав тума тенĕ, те шутсăр вăтанни кансĕрленĕ — Алюш пĕрре те кĕрсе тухман Хреççи аппăшĕ патне, тав сăмахне ырантан ырана хăварса пынă. Халĕ вара, ай намăс, çав тĕрлĕ ырă хĕрарăм Кăрмăшра пурăннине те чутах манман. Алюш чарăнса тăчĕ, Хреççи аппăшĕн сăнне куç умне кăларма тăрăшрĕ. Манса кайнă-и — тем пек çамкана пĕркелентерсен те аса килмерĕ. Сакăр-тăхăр çул каяллах пулса иртнĕ ку. Миçемĕш класра вĕренетчĕ-ха ун чух Алюш? Те тăваттă, те пиллĕк — каллех лайăх астумасть.
... Вунă-вун пĕр çулхи ачаччĕ ун чухне Алюш. Амăшĕпе иккĕшех Кирпĕчкассинчен Кăрмăшалла каякан çул хĕрринчи пĕчĕкçĕ пӳртре пурăнатчĕç. Ашшĕне астумасть Алюш. Амăшĕ ун пирки чирлесе вилнĕ тетчĕ те, ялта вара урăхларах пуплетчĕç. Кирпĕчкассинче пуринчен малтан кирпĕч çурт купаласа лартнă Тришки Михалĕн ятне асăнса ачана та пайтах виртленĕ-ха йĕплĕ чĕлхесем. Амăшĕн çылăхĕшĕн ача явап тытас пек. Ара, ял халăхĕн çăварне чатăр карса картлайăн-и? Анчах Алюш малтан пĕчĕккĕ пулнă та — ăна-кăна тавçăрайман, кайран, пысăкланарахпа, калаçăвĕ кивелсе çитрĕ пулинех. Алюш епле çылăхран çурални те вара майĕпен манăçа тухрĕ тейĕн. Унта-кунта пăшăл-пăшăл тукалани тăрăх, Алюш ашшĕ текен этем кам пулнине тавçăратчĕ-ха, анчах амăшне пусахласах нихăçан та тĕпчемен, Тришки Михалĕ те çавăнпа уншăн ахаль пичче кана шутланнă.
Вĕренӳре ватамрахчĕ Алюш. Çавна май уроксем хыççăн юлса та пайтах вĕренме тиветчĕ. Ытларах математикăпа пиçсех каймастчĕ Алюшăн. Геронтий Никонович, кĕç-вĕç пенсие каймалли учитель, хĕллехи кунсенче сĕм çĕрлеччен шкулта тытни те пулкаланă. Ух, кăмăлĕ кăраччĕ вара хăйĕн! Аллинчи вăрăм патакĕ сĕтел е парта çине шарт! туса анман самант сайрарах пулнă пуль. Ăвăс çулçи пек чĕтресе çеç ларатчĕç ачасем ун урокĕсенче. Шăна вĕçни илтĕнетчĕ — шăп-шăпăрт. Ăнлантарма, ватăскер, пит яках та ăнлантараймастчĕ. Тен, çавăнпах та-и вĕренӳре кăшт уксахлаканнисем математикăпа пушшех те ĕлкĕрсе пыраймастчĕç. Ун вырăнне вара урок хыççăн пуçран сĕрĕм тухма тапратичченех тытатчĕ Геронтий Никонович. Урамра хуть тăман вĕçтертĕр, хуть вутлă çумăр çутăр — уншăн пурпĕрехчĕ. Ял вĕçĕнче ларакан шкултан ача-пăча киле еплерех çитесси учителе шухăшлаттарман та тейĕн.
Пĕррехинче Алюш шкула питĕ хаваслă килчĕ. Пуçĕнче хура кролик тирĕнчен çĕлетнĕ вĕр çĕнĕ çĕлĕк. Савăнмасăр! Унашкал çĕнĕ те паха япала Алюша час-час лексе курман-ха. Çийĕнчи пиншакне те, кашни çул кăштах пысăклаттарса, виççĕмĕш çул тăхăнать. Пĕрле вĕренекен тусĕсем те ăмсанчĕç Алюша. «Ай çемçе те ку сан», — текелесе тăхăнса та пăхрĕç. Математика урокĕ хыççăн арçын ачан кăмăлĕ вара пăсăлмаллипех пăсăлчĕ. Тĕрĕслев ĕçĕпе унăн каллех «иккĕ»-мĕн. Эппин, татах уроксем хыççăн юлмалла. Класри вăтăр ачаран çиччĕшĕн. Апла тесен Алюш кăштах лăпланчĕ. Пĕччен мар çапах та.
Хĕллехи кун кĕске çав. Кĕçех кун каç енне сулăнчĕ. Акă Алюш тантăшĕсем пĕрин хыççăн тепри ĕçĕсене вĕçлесе килĕсене те кайса пĕтрĕç. Алюшăн çаплах пулмасть-ха. Урамра вара тăман тапса тухрĕ тата. Часах тĕттĕмленме пуçлать.
— Геронти Никăнăвич, тен, кăна килте шутласа пĕтерĕп? — хăра-хăрах хăюлăх çитерсе ыйтрĕ Алюш учительтен.
Лешĕ, ачасен ĕçĕсене тĕрĕслесе лараканскер, вашт çĕклерĕ те пуçне:
— Ниçта та каймастăн, Петров! Эсĕ ман ак кунта ларан! — терĕ тем пысăкăш чăмăрне силлесе кăтартса хаяр сасăпа.
Алюш шăпăрт пулчĕ. Малалла тавлашнин усси çук. Кăлăхах çиллентерсен пурăпа е мĕнпе те пулин яра парĕ тата. Доска çинчи тĕслĕхпе танлаштарса хăйĕн задачин тупсăмне тупас тесех муталанчĕ арçын ача. Тем вăхăт иртрĕ çапла — вĕçне тухрĕ-тухрех вĕт.
— Пулчĕ, Геронти Никăнăвич, — терĕ те Алюш тетрадьне учитель сĕтелĕ çине пырса хучĕ.
Вĕрентекен шанмасăр уçса пăхрĕ те:
— Кайма пултаран, — терĕ çеç.
Пĕр ăшă сăмах калинччĕ, иçмасса. Çук, шарламарĕ. Ача, паллах, уншăн кӳренме пĕлмерĕ-ха, анчах ĕçе вĕçленĕшĕн савăннине те туймарĕ. Кивĕ пиншакĕпе çемçе çĕнĕ çĕлĕкне тăхăнчĕ те хăвăртрах класран тухса вĕçрĕ.
Урамра кутсăр-пуçсăр çил-тăман ахăрать иккен. Çич-сакăр утăмри ним те курăнмасть. Çула юр хӳсе кайнă. Тĕмескесем тăрăх кăна уйăрма пулать ăна. Ялтан самай айккинче ларать çав шкул. Тӳпемре. Çавăнпа та кунта пушшех вăйлă тустарать. Шкул çурчĕн хӳттинчен тухрĕ кăна Алюш — таçтан пĕтĕрĕнсе тухнă çил ачи вши-и! вĕрчĕ те арçын ача пуçĕнчи çĕлĕке туххăмрах сӳсе ывăтрĕ. Кăлтăр-кăлтăр кусса кайрĕ вĕр çĕнĕ çĕлĕк кĕрт тăрăх уялла. Арçын ача — ун хыççăн. «Тытасахчĕ, тин кăна çĕлетнĕ-çке», — вĕлт вĕçрĕ Алюш пуçĕнче шухăш. Шухăшпа пĕрлех мулаххай та малалла вĕлтĕртетрĕ. Йĕкĕлтенĕ пек. Арçын ача татах чупрĕ, татах тытаймарĕ. Кĕрт аша-аша çапла темчченех чупрĕ, хыçалалла е йĕри-тавралла пăхма та астумарĕ. Лачкам тара ӳкни те тытса чараймарĕ ăна. «Тытмаллах, атту анне пĕтерет», — васкатрĕ хăйне хăй. Çумри йывăрах мар сумки кансĕрленĕ пек туйăнчĕ те, алхапăл хывса пăрахрĕ ăна: «Килнĕ чух илĕп-ха». Çĕнĕ вăйпа малалла ыткăнчĕ те тăп чарăнса тăчĕ. Ăçта мура кусса анса кайрĕ вара çĕлĕк? Çырмана?! Чим-ха, мĕнле çырма пулма пултарать шкул çывăхĕнче? Тинех ун-кун пăхкаласа илчĕ арçын ача. Турăçăм! Уй варринче тăрать мар-и вара вăл?! Тăр пĕччен. Ниçта та нимле ял та, шкул та курăнмасть. Çĕлĕкĕ çинчен те манса кайрĕ тăрук шикленсе ӳкнĕ арçын ача. Ăçтарах-ши ял? Тăманĕ тамалма мар, вăйлансах пырать тата. Малтан ăшша пиçсе чупнăскер, Алюш халь шăнма пуçланине сисрĕ. Хăлхине çăтăр-çатăр сивĕ чĕпĕтме пикенчĕ. Чараксăр çилпе шăхăракан, улакан çырманалла Алюш шеллевлĕн пăхса илчĕ те айккинелле пăрăнчĕ. Унта ансан кутеленсе каялла хăпарасси те пулас çук, çитменнине, çĕлĕкне те тупаймĕ. Анчах ăçталла утмалла-ха? Темшĕн çырма хĕрринчен уйрăлас килмерĕ ачан. «Пирĕн ялтан инçе мар çырма пурччĕ», — шутларĕ хай Кирпĕчкассинчен Кăрмăша çитиех тăсăлакан çырмана асра тытса. Çăматти ашне кĕрсе тулнă юра та туймарĕ вăл. Ик аллипе хăлхине хупласа талкăшрĕ те талкăшрĕ малалла. Те малалла ĕнтĕ унта, те каялла — ним те пĕлмесĕр. Хăй малаллах тесе шутларĕ-ха. Тавралăха паçăрах кăвак сăн çапнăччĕ. Халĕ вара тĕттĕмленме пуçларĕ. Ял çаплах курăнмарĕ. Пĕр юпа е тĕмеске те пулин курăнинччĕ, иçмасса. Çук, хыçалтан та, малтан та, айккинчен те — хир, хир, хир. Тата сылтăмра — çырма. Тем самант иртрĕ çапла. Те çур сехет, те ытларах. Çăра çӳçĕ шап-шур юрпа витĕнсе хытса-пăрлансах ларчĕ. Хăрах хăлхине те тăм тиврĕ — ним те туймасть. Кĕçех ак курса-курми чаршав карса илĕ таврана. Юрпа хутăшлă тĕксĕм пустав. Унччен ку тĕпсĕрлĕхрен тухмаллах Алюшăн. Тухаймасан вара? Темшăн куççулĕ тапса тухрĕ ачан. Çавăнтах вăйĕ те тек пĕр утăм тăваймаслах пĕтсе çитнĕн туйăнса кайрĕ. Пĕр вырăна ларĕччĕ те урăх çĕкленмĕччĕ. Анчах юрамасть. Ларса канма килĕшни йывăрлăха парăнни пулĕччĕ. Ăна парăнни вара — вилĕмпе килĕшни. Çук, тем тусан та парăнма, халсăрланма юрамастех. Пĕтĕм юлашки вăйран малалла тапаланчĕ Алюш. Ним те илтмерĕ, ним те курмарĕ. Çил шăхăрчĕ, урчĕ, асрĕ, питрен-куçран юр ывăçла-ывăçла сапрĕ, ĕнсе хыçне те тултарчĕ. Кивĕ те çӳхе алсишĕ ăшă тытман пирки арçын ачан алли те шăнса хытăрканă ĕнтĕ, вăл хăлхана ăшăтма мар, ăна хăйне те вĕре-вĕре ăшăтас пулать. Йăлтах ывăнса, кӳтсе çитрĕ арçын ача, анчах пĕрех парăнма шутламарĕ. Утăм тумассерен кĕрт ăшне лакса лара-лара вĕçĕмех малалла талпăнчĕ. Çип татмалăх вăй юлмиччен сĕлпĕренĕ кĕлеткине пурнăçшăн ăнтăлакан çамрăк чĕри хевте парса пычĕ пулинех — темле ларса канас килсен те Алюш çак шухăша хăвалама мехел çитерчĕ-çитерчех.
Хăçанччен çӳретчĕ-ши вăл çапла аташса? Тата ăçта пырса тухатчĕ-ши? Енчен те анкартине утă илме тесе тухнă Хреççи аппа тытса чарман пулсан мĕнле шăпа кĕтетчĕ-ши ăна? Кăна пĕр турă кăна пĕлет.
Темле сасă илтĕннĕ пек пулнипе пуçне çĕклерĕ Алюш. Куçа та уçтарман тăмана пăхмасăр тенĕ пек малалла тепеленетчĕ вăл. Çавна май, тен, çывăхри ял çумĕпе те çăмăллăнах иртсе каятчĕ пулĕ-и. Ниçталла та ытлашши тĕмсĕлсе пăхманран пилĕк-улт утасрах утă капанĕ ларнине те асăрхаманччĕ вăл. Халь вара сасă енне пуçне пăрчĕ те пĕр хăраса, пĕр савăнса кайрĕ. Юр аша-аша çын кĕлетки çывхарать. Те хĕрарăм, те арçын — уйăрма çук. «Ăçта каян?! Ан ка-ай!» — хĕрарăм сассине палласа илчĕ хальхинче Алюш.
Малтан Алюш ним шухăшлама аптăрарĕ. Мĕншĕн кунта ку хĕрарăм? Вăл та аташса кайнă-и е ял çывăхра? Кăштахран çеç арçын ача хăй текех уй варринче тăманнине ăнкарса илчĕ — çумра ял пулас.
— Эй турă-ă, ача-çке ку-у... — çитнĕ-çитмен хăй çумне çупăрласа тытрĕ ăна хĕрарăм. — Ара, мĕн туса çӳрен çак тăманта-а? Ăташса кайрăнам, ачам? Ма çара пуçăнах тата? Пĕтен вĕт, ăш çунтармăш. Атя хăвăртрах. Эй, турăçăм, пӳлĕхçĕм... Ăраскалу пурах-тăр çав.
Савăннипе макăрсах ячĕ Алюш. Ним калама та пултараймарĕ — çăварĕ шăнса-хытса ларнă. Хĕрарăм калаçа-калаçах ачана ăшă пӳрте илсе кĕчĕ.
— Ай туру-у, юрать-ха турри анкартине çавăрса илсе тухрĕ. Сурăхсене памалли утă аслăк çинче пĕтсе çитнĕ те, тăман шутсăр хытă аснипе малтанах тухам та мар терĕм. Пĕррелĕхе тăрĕç-ха тесе кĕрсе каймах тăнăччĕ — шеллерĕм тата янаварсене, — хăйпе хăй пупленĕн сăмах килтерчĕ хĕрарăм. — Утă илсен хайхи пăхатăп — тем мĕкĕлтетнĕ пек туйăнать. Сехĕрленсе ӳкрĕм-ха пирвай — кашкăрсем çуреççи тетĕп. Лайăхрах пăх та — этем кĕлетки пулах кайрĕ. Эх, ачам, ăçта кайма тухрăн-ха эсĕ çак тăманта? Ай-ай, хăлхуна тăм илнĕ мар-и? Чим-ха, аллупа ан тыт. Ман ак кунта, кăмака çинче, качака çăмĕнчен çыхнă алсиш пулмалла. Çавăнпа хупла-ха, ерипен ăшăнтăр...
Хĕрарăм ачан пăрланса хытнă пиншакĕпе çăматтине хывтарса юртан тасатрĕ те кăмака çине типме хучĕ. Чейникрен стакана вĕри чей тултарчĕ те сĕтел çине лартрĕ.
— Ларсам, ывăлăм. Чей ĕçсе ăшăн-ха кăштах, — тенĕ май Алюш хулпуççийĕ çине çăм кофта уртса ячĕ.
Алюш тукмак пек пулса кайнă урисене аран-аран куçаркаласа çемçе пукан çине пырса ларчĕ.
— Мĕн ятлă-ха? — ыйтрĕ хĕрарăм йăвашшăн.
— Алюш... — чул айĕнчен хĕсĕнсе тухрĕ тейĕн сасси.
— Ах турă, чирлесе ан кай тата эсĕ. Эпĕ Хреççи аппа пулатăп. Хăш ялтан-ха? Пирĕн ялсем мар-тăр.
Алюш каларĕ.
— Ай-уй, юрать Кăрмăша тĕллесе тенĕ пекех тухнă тата ху. Уй тăрăх малалла кайнă пулсан мĕн курасси пурччĕ ĕнтĕ санпа. Эй, ачу-пăчу-у...
Кăштах лăпланса, ăшăнса çитсен Алюш мĕн пирки çапла пулса тухнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Задача шутлаймасăр темччен ларнине те пытармарĕ.
— Ах анчах... Пулаççĕ вĕт çавăн пек чунсăр этемсем. Вĕрентекен мар, ахаль çын та ăнкармалла — çавнашкал нерсĕр çанталăкра ачана çĕрлеччен кам задача шутлаттартăр, ыран кун çук-им? — хыпăнса калаçрĕ Хреççи аппа. — Чĕри вырăнне чул пуль, тупата. Ах, аннӳ мĕскер тăвать-ши халь эс таврăнманнипе? Эй, ăш çунтармăшсе-ем!
Тепĕр кунне ирех лаша кӳлсе тăратнă Хреççи аппăшĕ. Таçтан пĕр аван çĕлĕк те тупнă тата.
— Ку Коля ывăлăмăн пулнăскер, сана чухах пулмалла, тăхăнса çӳрех Хреççи аппуна асăнса, — терĕ вăл çĕлĕке Алюша тыттарса. — Çак алсише те ил ак, хăвăн çӳхелсех юлнă.
— Кирлĕ марччĕ, — терĕ Алюш вăтанса кайнипе урăх ним калама пĕлмесĕр.
— Епле кирлĕ мар пултăр вăл? Ил, ил, именсе ан тăр. Халь эпĕ саншăн иккĕмĕш аннӳ вырăнĕнче ĕнтĕ. Çитĕнсе çитсен хулана-мĕне кайнă чух аслă çул çине тухма пĕрех пирĕн ял витĕр иртес пулать. Кĕркелесе тухăн-ха Хреççи аппуна курма, — те шӳтлерĕ, те чăнласах калаçрĕ хĕрарăм.
Ун чухне ăнлансах кайман çав ĕнтĕ, чĕре варрине илмен ун сăмахĕсене. Айван ача-пăча пулнă мар-и ара. Çав хĕл пĕрре амăшĕпе тав тумалла пекле хăнана кайса килнĕччĕ-ха. Амăшĕ кайран та кайнă-килнĕ чух кĕрсе тухмасăр нихçан та иртмен Хреççи аппăш çурчĕ умĕнчен, анчах Алюш хăй тĕллĕн урăх пĕртте пулман ун патĕнче.
Кăшт ӳсерехпе тав сăмахĕ калама кирлине чухлатчĕ те, анчах кашни иртсе каймассерен тепринче кĕрĕп тесе чĕрине хытаратчĕ.
Хреççи аппăш çурчĕ тĕлĕнче чарăннăскер, чылай вăхăт шухăша путса тăчĕ Алюш. «Вăт кама курса тав тумалла ман паян», — шут тытрĕ вăл тепĕртакран. Кивĕ пӳрт еннелле ура ярса пусрĕ те хытса тăчĕ — хапха умне талккишпех ура пакăлчакĕнчен те çӳллĕрех ӳснĕ çум курăк сырса илнĕ. Савăнăçлă каччă паçăр çакна асăрхаман та иккен. Ара, пурăнман кил-çуртра çеç пулать-çке кунашкалли. Ăçта та пулин куçса кайнă-ши вара Хреççи аппа? Ывăлĕ патне, калăпăр. Камран та пулсан ыйтса пĕлес тесе ун-кун пăхкаларĕ каччă. Телее, анкартисем енчен пăру çавăтса килекен пĕр хĕрарăма асăрхарĕ Алюш.
— Каçарăр та, ыйтмалли пур, — терĕ вăл, — çакăнта пурăнакан Хреççи аппа кирлĕчче мана.
Хĕрарăм чарăнчĕ те темшĕн тĕлĕнерех те, шеллесерех те пăхса илчĕ ун çине.
— Эсир ăçтан вара? — терĕ унтан асăрханса. Кăштах чĕнмесĕр тăчĕ те хушса хучĕ: — Вилчĕ вĕт Хреççи аппа. Хĕллех пытартăмăр ăна, эсир пĕлмен те-и? Лайăх хĕрарăмччĕ çав.
Алюш шанкăртах хытрĕ те тăчĕ. Кун пек хыпар илтессе пĕрре те сĕмленмен вара вăл. Мĕнле-ха капла? Кая юлчĕ пулать-и вара? Чунра темĕн татăлса кайнă пек пулчĕ. Иртнине тек нихăçан та каялла тавăрма çуккине ăнланнăран пулчĕ-ши çакă е Хреççи аппа умĕнчи тивĕçе пурнăçлайманран, халь çав тав сăмахне ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере йывăррăн йăтса çӳреме тивнине пĕтĕм чунпа туйса илнĕрен килчĕ-ши? Алюшăн сăн-пичĕ самантрах ăмăрланчĕ, урине пăтлă кире пуканĕ çакса ячĕç тейĕн — аран вырăнтан тапранчĕ. Пăру çавăтнă хĕрарăма текех асăрхамарĕ те йĕкĕт. Сарăмсăр сырăннă хыпарпа пусăрăннăскер Кирпĕчкассинелле выртакан çулпа йывăррăн утса кайрĕ.