Савни чĕри — куян çури:
Часах хăваласа çитеймĕн,
Хăй пытăр сан патна телейлĕн
Куян çури — савни чĕри.
Анне чĕри — хĕвел ури:
Хура пĕлĕтсене те сирĕ,
Çула çутатĕ каçăн-ирĕн
Хĕвел ури — анне чĕри.
Атте чĕри — тĕнче хĕрри:
Вăрçа ăсанчĕ çăлтăр витĕр,
Анчах юлмарĕ вил тăпри те...
Тĕнче хĕрри — атте чĕри.
Ман чĕремре — кашнин тĕрри:
Савни савса йĕкĕлтени те,
Анне нихçан çилленменни те.
Аттем вилсен те вилменни те.
Ман чĕремре — кашнин чĕри.