Ах, епле хитре юрлаççĕ
Кайăксем турат çинче
Чунăма та тыткăнлаççĕ,
Эх, илемлĕ эс, тĕнче!
Кайăксем епле хавассăн
Шăратаççĕ юрăсем.
Эх, этем çапла пулсассăн
Юрлĕç савăкрах вĕсем.
Чĕвĕл-чĕвĕл сасă кайрĕ
Çурхи савăк таврана.
Шурă хурăн хăяймарĕ
Çил вĕрсессĕн хумханма.
Ак Çурхи тĕнче вăранчĕ
Кайăксен сассипеле.
Манăн чунăм çунатланчĕ,
Чĕрем туйрĕ илемне.