Ыр енне кăна çынра курасчĕ!
Ун усаллăхне сиссессĕнех
Еплерех ман чунăм ыратать-çке,
Амантать ку питĕ чĕрене.
Пĕр çыннах вăл — лайăх та,усал та,
Ун çитменлĕхсем те сахал мар.
Килĕшсен,ăна маттур куратăн.
Килĕшмест-тĕк,веç унра начар.
Сăнĕпе вăл уйрăлса ан тăтăр,
Пур пĕрех ун кăмăлĕ хитре.
Ăш сăмахĕ тунсăхран çеç çăлтăр,
Сирĕлсе çухалтăрах тĕтре.
Çавăн пек пулсассăн эп хавасчĕ,
Юрласа ирттерĕттĕм куна.
Ыр енне кăна çынра курасчĕ —
Лăпкă пулĕччĕ вара чуна.