Эпир икĕ йĕкĕт — Чаканпа Пукан — васкаса килелле утатпăр. Хулара съездра пултăмăр та тавлашса таврăнатпăр.
— Чăваш ялĕ мĕн вăл?.. Ванюк автанĕ Ваçук карташне вĕçсе ӳкет, Ваçук ăна ал туйипе персе хăрах урине амантать. Вара эпир сийпе сий... класа хирĕç класс, — тесе хăртса пырать мана Пукан.
— Ан лăрка. Ав пĕр чăваш çыруçи чăваш ялĕ вăл Лондон хули тенĕ, — тесе тăрăхласа пыратăп эпĕ.
— Вара мĕн тек çыпçăнатăр... Сылтăм сулăнчăкĕ... Эсир хăвăр хайла сулăнчăкĕпе... тесе пĕр чарăнми аташатăр, — хапăлтатать Пукан.
Хĕвел çăкăр пĕçерме хутакан кăмака çăварĕ пек ялкăшса сăрт хыçне анса ларчĕ. Çула кĕскетес тесе аслă çултан пăрăнтăмăр та ял çумĕпе утма пуçларăмăр. Каç пулсан Çичпӳрте пырса перĕнтĕмĕр. Куçа йĕппе чиксен те курăнмасть — тĕттĕм пулчĕ.
Укăлча вĕрлĕкĕ урлă сиксе каçрăмăр та урам тăрăх васкаса утрăмăр.
Кам патне те пулин кĕрсе выртас, малалла кайса пулмĕ, çил-тăвăллă çумăр хускалать, аташса хăшкăлăпăр тесе шухăшласа пыратпăр.
Урамăн икĕ енĕпе те пăхкалатпăр — йĕри-тавра пĕр йĕркеллĕ кил-çурт мĕлки те курăнмастъ. Мĕн хăямат пулнă ку яла? Унта-кунта кăна кĕрхи ана çинчи çĕмелсем пек уйрăм хуралтăсем. Пĕр сас-чĕвĕ çук. Саланнă çурт-йĕрсен вырăнĕнче пус тарасисем тăлăххăн шăхăраççĕ. Ишĕлсе пĕтеймен кăмака мăрйисем улаççĕ. Таçта, шăнкăрчă йăви çинче пулас, çинçе сасăпа çил ачи йĕрет...
Сисмерĕмĕр те — кĕпер патне çитрĕмĕр. Пит-куçа шыв сулхăнĕ çапрĕ, сăмсасене тирĕк шăрши печĕ. Пăхатпăр — инçе те мар лапсăркка мунча ларать. Эпир кĕпер урлă хăвăртрах каçас тесе утăма ӳстертĕмĕр. Анчах икĕ-виçĕ хут çеç ярса пусрăмăр — мунча алăкĕ шартлатса уçăлчĕ, урам урлă çутă ури ӳкрĕ, алăк умĕнче этем кĕлеткисем мĕкĕлтетрĕç.
— Кам эсир? Эй, ырă-и, усал-и, чарăнăр!
— Пире чĕнетĕр-и çав эсир? Эпир çул çӳрекен чăвашсем.
— Мĕн халпа иртетĕр? Ăçтан килетĕр, ăçта каятăр?
— Ан иккеленĕр, тăвансем! Эпир Пӳртел çыннисем, Чĕмпĕртен таврăнатпăр...
— Мĕн сăлтавпа çӳретĕр — пĕлместпĕр. Çĕр тĕттĕм. Атьăр хуралтă таврашне...
Чукмарсене йăтнă этемсем виççĕн пырса çитрĕç, йĕри-тавра çавăрса илчĕç, мунча патне çавăтса пычĕç. Кĕрсе кайрăмăр — мунча пулмарĕ, хурал пӳрчĕ пулчĕ.
— Мĕн çыпçăнтăр çак эсир пире? Ларас та канас, çутăлнăпа утăпăр, — терĕмĕр те туясене алăк çумне тăратрăмăр. Унтан кĕсьерен чĕлĕмсене кăлартăмăр та табак тултарма пуçларăмăр.
Эпир ларсанах пирĕн хуралçăсем пĕр-пĕрин куçĕнчен чăр-чар пăхса илчĕç, чукмарĕсене пирĕн туясем патне тăратрĕç.
— Хăтасем, ларăр, хăна пулăр. Ырнă пулсан выртса канăр. Халь самани усал, ирĕксĕрех чăрмантартăмăр пулĕ тен сире. Каясах тесен кĕпер урлă ăсатса та ярăпăр, — терĕç хуралçăсем пĕр-перин сăмахĕсене пӳлсе.
— Тав сире, тăвансем. Çутăлнăпа утăпăр, — терĕм те эпĕ салтăнмасăрах кутник çине йăвантăм.
Пукан тантăш та аттисене хывса ывăтрĕ те çара уран ман çума выртрĕ.
Пăхатăп — хуралçăсем çамрăк çынсем мар: пĕри шап-шурă сухаллă, тепри кăвакарма тин пуçланă, виççĕмĕшĕ вăйпитти этем. Шурă сухаллă ватă авалхи питĕм сăхман тăхăннă, кăвакарма тин пуçланă этем çĕтĕк аçам пĕркеннĕ, вăйпитти этем кивĕ салтак шинелĕ çакнă, хăрах куçне алшăллипе пуç йĕри-тавра çавăрса çыхнă. Хуралçăсем тĕпеле иртсе сак çине ларчĕç те чĕлĕмĕсене тивертме тытăнчĕç.
— Ну, шăллăмсем, çывăрас мар. Хĕвел тухиччен пире тата тепĕр черет тивет. Ахаль хуралта мар вĕт. Намăс пулĕ çывăрсан, — терĕ те шурă сухаллă ватă алăк патне кайса туя тытрĕ, туяпа кăмака хыçне пăтратма пуçларĕ.
— Çывăрсах кайман-и вара эсир, шĕшлĕсем? Улахра мар вĕт, — тесе вăл шăкăртаттарса илчĕ.
— Ан чышкала, асатте, ыраттаран. Эпир кăшт кăна тĕлĕрнĕччĕ, — тесе нăйăлтатрĕ кăмака хыçĕнчен çамрăк сасă.
— Сирĕр ыйхăра, ярăр юмахăрсене, — терĕ те шурă сухаллă ватă тĕпел кĕтессине пырса ларчĕ.
Кăмака хыçĕнче пăшăлтатма тытăнчĕç.
Тĕпелте ларакан кăвакарма пуçланă этем хăйĕн качака сухалне чĕтретсе илчĕ, тилĕ пек чее пит-куçне вылятса пăркаларĕ, чĕлĕм тĕтĕмне ункăласа кăларчĕ те:
— Ман мĕнле юмах ярас-ши вара? — терĕ.
— Кирек мĕн çинчен халаплан, çын çиекен çĕленсемпе амаçурасем çинчен кăна ан халаплан — кăмăла хуçса пăтрататăн, — терĕ куçне алшăллипе çыхнăскер.
— Кăсем кăшман хуралçисем пулас. Шыв тăрăх выртакан пахчасенчи кишĕре-хăяра хураллаççĕ пулас, — тесе пăшăлтатса илтĕмĕр те Пуканпа тĕлĕрме пуçларăмăр.
Кăмака айĕнче шăрчăк чĕриклетет. Чӳрече умĕнче шăна сăрлать. Пӳрнеске пек пĕчĕкçĕ лампа çути мăч-мăч туса вылять. Мачча тăрринче çил каштасене тăкăртаттарса улать.
Манăн пĕр хăлхана кăмака çинче пăшăлтатнипе çинçе сасăпа нăйăлтатни, тепĕр хăлхана тĕпелте хулăн сасăпа мăкăртатни пырса кĕрет. Ыйхă пуснăçем пусать. Анчах çумра Пукан тек мăшăлтатса каллĕ-маллĕ çаврăнкаласа выртать.
Ак кăмака хыçĕнче çилпе хумханакан вĕрлĕк пек çамрăк юмахçă хăйăлтата пуçларĕ:
— Талпик хирĕнче, Сăвар Тӳпинче, пирĕн пăрçа анине тăрнасем килĕшнĕччĕ. «Ахаль те выçăллă-тутăллă пурăнатпăр, вилетпĕр пăрçана пĕтерсен», — терĕ асатте. Кайрăмăр асаттепе. Кăлкан тĕми çинче йĕтем пысăкăш серепе картăмăр. Сыхласа выртатпăр. Çутăлнăпа тӳсме çук çывăрас килет. «Тяпук, ачам, капла юрамĕ, тăрнасем пăрçана туй туса кайĕç, эсĕ сисеймĕн те; тилхепе ил те пĕр вĕçне серепе çумне, тепĕр вĕçне хăвăн пиçиххи çумне çыхса вырт», — терĕ асатте. Эпĕ çапла çыхăнтăм та йăран çине выртрăм. Выртсанах çывăрса кайнă пулнă...
Çинçе сасă купăс хĕлĕхĕ пек нăйăлтатса татăлчĕ. Ача анраса кайса ӳсĕрме пуçларĕ. Çак вăхăтра тĕпелте ларакан качака сухаллă этем сăмахĕсене темĕн тăршшĕн тăсса мăкăртатма тытăнчĕ:
— Кайнă пулнă манăн Матюк асатте Талпик мимине. Пуян миминче этемсем сатур, лашасем маттур. Пĕр самантра вăрмана пынă, пĕр кĕреш йăвантарать те Çичпӳртелле чуптарать. Манăн ватă асатте кĕрешпе мар, каштапа темĕнччен муталанать, каштана ăлав çине хурса çыхать, лашине хăвалать — тăватă ураллă янавар мĕкĕрленет-мĕкĕрленет, ăлава вырăнтан та хăтараймасть. Унччен те пулмасть — чăтлăхра кашкăрсем уласа яраççĕ. Асатте вăрманта пĕр-пĕччен...
Çил чӳречене шăкăртаттарса ши-ши çухăрса чупрĕ. Качака сухал чĕлĕмпе сак çинче шак-шак тутарса муталанчĕ. Çамрăк юмахçă малалла хăйăлтатать:
— Нумай-и, сахал-и çывăрнă — пĕлместĕп. Тĕлленсе выртатăп: пирĕн пăри суратне хур кĕтĕвĕ миме тăвать. Какаклатса тустараççĕ кĕлтесене хурсем. Эпĕ вĕсене хăваласшăн, анчах кăшкăраймастăп та вырăнтан хăпаймастăп. Унччен те пулмарĕ хăлха çумĕнчех такам виçĕ хутчен «ачăху, ачăху, ачăху» туса илчĕ. Тĕлĕкĕмре мăшкăлçă йăран ийи ашкăнать тесе шухăшларăм та вăранса кайрăм...
Мачча тăрринче тăвăл шăтăр-шăтăр туса илчĕ. Тăпрас тăрăх такам чупса кайнă пек туйăнчĕ. Юмахçă хăйăлтатма чарăнчĕ те юлташĕпе темĕн пăшăлтатма пуçларĕ. Çавăнтах качака сухал нăрă пек нăрăлтатма тытăнчĕ:
— Чĕлхесĕр янавар хартлатса сикет те чикĕнсе ӳкет. «Туррăм-пӳлĕхçĕм, пĕтрĕм вĕт», — тесе каларăм тетчĕ вара асатте. Икĕ ама кашкăр урисене таткалаççĕ, аçа кашкăр унăн тушкине пĕр тустарать. Унччен те пулмасть — чăрăш тăррисем çийĕнчен кушак пуçлă тăмана вĕçсе иртет. Вăрман çийĕнче, чăтлăхра, уçланкăсенче тӳсме çук алхастаракан сасă кĕрлеме тытăнать. Çав сасă йытă пек вĕрет, арăслан пек ахăрать, кулать, вăрçать, ахăлтатать. Ама кашкăрсем сасă çывхарсанах хăлхисене чăнк тăратаççĕ те лаша урисене çыртса пуç иле тараççĕ. Аçа кашкăр хăнк та тумасть: вăл лаша тушкине шăтăр-шăтăр кăшлать, мăй шăммисене тата-тата ывăтать. Унччен те пулмасть — аскăн сасă асатте патне пырса перĕнет те тӳрех хăлхаран çухăрать:
— Ай-ай-ай, тантăш Матюк, сана е пуç, е вилĕм... Çап Пӳлĕх Йăмри тивлечĕпе тукмак хӳрине пушăпа... ай-ай-ай... ах-ах-ах...
Çак сасă асаттен пĕтĕм ăш-чикне алхастарсах ячĕ тет...
Халапçă пуçне ал шăллипе çыхнă этем енне çаврăнчĕ те йытăлла-качакалла:
— Ай-ай-ай... ах-ах-ах... е пуç, е вилĕм... ай-ай-ай!.. — тесе илчĕ.
— Йĕркеллĕ пулсам, суеçĕ хутаççи, чуна тискер, — терĕ те алшăллипе çыхăннă этем шурă сухаллă ватă çумне çывхарса пырса ларчĕ. Манăн Пукан тантăш вăр-вар тĕпел енне çаврăнса выртрĕ.
Кашкăр халапçи каллех чĕлемпе муталанма пуçларĕ. Вара тăрна юмахçи пӳртре шăпăрт пулсанах çерçи пек малалла чĕвĕлтетме тытăнчĕ:
— Куçа уçса та ĕлкереймерĕм — Кăлкан Тĕми çинчен тăрна кĕтĕвĕ пăр-р! туса çĕкленчĕ те тăвăл пĕлĕчĕ пек çичĕ çăлтăр çине вĕçме пуçларĕ. Эпĕ асаттене сывпул тесе калама та ĕлкĕреймерĕм. Тăрнасем вĕçеççĕ, тилхепепе çакланса эпĕ те вĕçетĕп. Сĕве, Çарăмсан, Атăл, Сăр шывĕсем урлă каллĕ-маллĕ вĕçсе каçрăмăр; тусем, айлăмсем, сĕм вăрмансем аялта мĕкĕлтетеççĕ. Хусан, Тетĕш, Шупашкар хулисем панча пек курăнса çухалчĕç. Эпир ялан вĕçетпĕр, умри çул вĕçĕ пĕртте курăнмасть. Анчах сасартăк... манăн тилхепе Пӳлĕх Йăмрине тăлланса çыхăнчĕ, тăрна кĕтĕвĕ Тимреç пахчине персе те анчĕ...
Чӳречене çумăр тумламĕсем шаккама пуçларĕç. Аякра хĕрсем пир çапнă пек туйăнать. Качака сухал авалхи хултăрчă пек кăлтăртатать:
— Матюк асатте чун хавалĕпе пушă çавăрса тытать те тăсать кашкăра çурăм тăрăх. Кашкăр малалла сикет те хăмăт ăшне кĕрсе хĕсĕнет: тушки туртасем хушшинче, мăйĕ хăмăт ăшĕнче, пуçĕ хăмăтăн умри тулашĕнче. Тытăнать асатте тукмака вĕтме, тытăнать вара кашкăр тăватă уран тăра-тăра сиксе юртма... Миме халăхĕ ĕçке те пухăнса ĕлкĕреймест — асатте хапхи патне кашкăр кӳлнĕ çуна çине ларса пырса çитет. Ăна хирĕç Талпик хуçа пĕр алтăр пыл сăра йăтса тухать... Эпĕ те çав ĕçкĕре пултăм, пыллă сăра ĕçрĕм, сăра сухал тăрăх юхрĕ, çăвара лекмерĕ.
Пӳртре пурте шăпăрт пулчĕç. Кăмака хыçĕнче пĕри сăмсапа шăхăрма та пуçларĕ. Тĕпелти суккăр чăваш ларнă çĕртех иккĕ-виççĕ харлаттарса илчĕ.
— Атя, тантăш, пĕр касă та пулин çывăрса илер; кăсем кăшман хуралçисем те мар, çăвар ăстисем, вĕсем ыйхă килмен енне пуçтарăннă та хурал тăнă пек айкашаççи, — терĕм эпĕ Пукана хăлхаран.
Пукан ман енне çаврăнчĕ те шăл витĕр мăшкăлчăклă пăшăлтатса илчĕ:
— Ак сана класлă кĕрешӳ! Талпик пуян ырлăхĕпе чухăн пăрçа акать. Тимреç пуян пахчинчи Пӳлĕх Йăмрине пула вăл пĕр кĕтӳ тăрна тытать... Талпик мимине кайса çук çын кашкăр шăл-çăварне лекет, Тимреç йăмри тивлечĕпе вăл кашкăра кӳлсе яла таврăнать, Талпик хуçа ăна алтăр сăра йăтса хирĕç тухса илет. Ак сана класлă тăн-пуç! — тесе илчĕ.
— Ак лакăртат халап хыççăн кайса! — терĕм те эпĕ алăк енне çаврăнса выртрăм.
Тулта çумăр çума пуçларĕ. Тăвăл кашлама тытăнчĕ. Эпĕ пĕрре ыйха кайса, пĕрре вăранса выртатăп. Пукан хăйне хăй темĕн шухăшласа хăшăлтатса выртать. Ак вăл пуçне кушил çинчен çĕклерĕ те каларĕ:
— Ну çыпăçтаратăр та юмаха. Тата та халап ярăр-ха, — терĕ.
— Халапланас çав, ыйхă пусать, хам юмах ярса пăхам-ха эппин, — терĕ тĕпелтен пĕр сасă. Шурă сухаллă ваттăн сасси пулчĕ пулас.
Ватă этем халаплама пуçларĕ, кăмака хыçĕнчи ачасем кăшăлтатса илчĕç — тăрса ларчĕç пулас. Ватă сăмахĕ çурхи шыв пек кĕрлесе юхма пуçларĕ. Таçта те шăпăр, те сăрнай каланă пек туйăнать:
— Çак ĕç, ачасем, Çичпӳрт пуçланнă саманарах пулнă. Çичĕ тĕме çинче çичĕ килĕ чăмăртаннă. Çичĕ килĕ тавра çичĕ урам сарăлса ларнă. Çичĕ ăру пуçĕнче çичĕ паттăр пулнă. Çав паттăрсенчен чи чаплă хуçасем Тимреçпе Талпик пулнă... Ак пулнă тет Тимреç пуянăн мерчен питлĕ хĕрĕ Эрнепи. Ак çӳреççĕ тет Тимреç патне вуникĕ ялăн пуянĕсем. Ярать иккен Тимреç патне евчĕ Талпик хуçа. Мăн кăмăллă Тимреç каланă тет Талпик евчине: «Кала эсĕ улпутна — ятăр ман пăтма ывăлне, тăратăп ăна хамăн куçăм умне, ыйтăп унран икĕ юмах — вĕсене тупса парсан вăл кĕрӳ пулĕ, тупаймасан — ан ӳпкелетĕр», — тенĕ тет.
— Çеçен хирте çеçтенкĕ, çеçтенкĕре çичĕ серепе, серепере çитмĕл шăрçа — мĕн вăл? Ешĕл айлăмра ахах кӳлĕ, ахах кӳлне асамат кĕперĕ аннă, кĕпер тăрăх çитмĕл те çичĕ мерчен çакнă пике хăпарать — мĕн вăл?
Тупайман тет çак юмахсене çамрăк Талпик, пулайман тет вара вăл Тимреç кĕрӳшĕ. Мĕншĕн çапла юмахсем янă-ши Тимреç пуçлăх? Вĕсене тупас пулсан каламалла пулнă иккен ак çапла:
— Çеçен хирте Çичпӳрт ялĕ ларать, çав чаплă ялта çичĕ чаплă ăру, çичĕ чаплă урам, кашни урамра çитмĕл килĕ, анчах сан пек чаплă этем кам пур, Тимреç хуçа? Çичпӳрт варринче хурт пахчи ларать, çав пахчара йăмра ӳсет, йăмра кутĕнче çичĕ хут çитмĕл килĕ чӳк чӳклет — Пӳлĕх пӳрнĕ сана, Тимреç хуçа, ял пуçлăхĕ пулма: вуникĕ ялта эсĕ Эрнепи хĕрӳпе чаплă, Пӳлĕх Йăмрипе эсĕ пĕтĕм чăваш тĕнчинче чаплă...
Хура юнпа кĕвĕлсе шыçăнать Талпик хуçа: тӳсме хал çук Тимреç кăтартнă мăшкăла. Ăру ятне ярас пулсан — пурăнас мар çут тĕнчере. Ак хăвалать вăл мишер тарçине сĕм вăрманти утаман патне, вăрă-хурахпа таркăн пуçлăхне каласа парать вăл çапла хыпар:
«Тăшман карташĕнче шурă кăвакарчăн ӳсет, çав кăвакарчăна хура çăхан аллине тытса пама кăмăлăм пур, килсе çаврăн, вăрман усалĕ: ăлаву пушĕ пулмĕ, кĕсйӳ хавшак пулмĕ».
Кĕрхи тĕтреллĕ ирпеле каять пулать Эрнепи ял çумĕнчи хăвалăха. Çырла курки алла тытса, кăмпа курки çурăма çакса, хăмла миххи хул хушшине хĕстерсе. Утать пулать çамрăк чун вăрмана. Çичпӳрт енне çаврăнса пăхса кĕрсе каять Эрнепи хăва ăшне, кĕрсе каять те пуç иле çухалать.
Виçĕ çул та виçĕ хĕл шырать Тимреç мăнтарăн хĕрне. Тавра тăрăх çӳресе вуникĕ лаша хыпăнтарса вĕлерет. Пӳлĕх Йăмри айĕнче вăл виçĕ ăйăр пусса чӳк чӳклет: Çӳлти Кепене, Мăн Турра, Çĕр Патшине, Çутă Тĕнчене вăл куçран юн юхтарса йăлăнать. Вăл тĕнчери юмăçă-асамçă патне çитмесĕр юлмасть. Ниçтан та пулăшу çук. Ак Атăл тăрăх анса вăл çичĕ ютран Аша-Патман пиллĕхĕпе ухакан асамçă илсе килет. «Пурлăхăмăн çуррине сана паратăп — тупса пар ман хĕрĕме», — тесе чĕркуçленсе ларса йăлăнать вăл ăна.
Хуйхăпа типсе хăрса кайнă Тимреç тĕттĕм пулсан кил-çурт йĕри-тавра тимĕр карта хывать, хуралтисене пĕр шăтăк хăварми питĕрсе тухать, пӳртре хĕрĕх çурта çутать. Асамçă вĕрет, ухать, хĕрнĕ çатма çине пăрçа ярса куç пăхать, юлашкинчен çапла калать: «Хăта, ман сăмаха йывăра ан ил, хĕрне тупаймăн та, кураймăн та: ăна кӳршӳ-тăшману аякка ăсатнă, ăна çичĕ ютсем тыткăна илнĕ, Вутăш Турра парнеленĕ, унăн чунĕ вирьял тăршшĕнче, Ункă шывĕнче арман пĕвине тытса выртатъ...»
Çак каç кăвак çутăпа Тимреç старик Талпик арманĕн пĕвине сиксе вилет.
Ырă вилĕмпе вилмест Талпик пуян та: пĕрре вăл ăйăр кӳлнĕ кӳме çинче ларса Тимреç пахчи çумĕнчен иртет, Пӳлĕх Йăмри тĕлне пырса çитет... аçа çапать...
Тулта çил шатăр-шатăр шавласа илчĕ. Аякра йăмрасем йынăшса кашланă пек, пĕве шывĕ кĕрленĕ пек, арман шатăрнакĕ кăлтăрт-кăлтăрт тунă пек туйăнать.
Эпĕ епле те пулин çывăрас тесе куçсене ирĕксĕр хĕссе-хупласа, сăмсапа хăрăлтаттарса сывлама кăна пуçларăм — Пукан ялт сиксе тăрса ларчĕ те кушилне салтса капăртаттарма тытăнчĕ.
Унтан вăл тĕпеле хуралçăсем патне кайса ларчĕ те калаçма тытăнчĕ:
— Ну çыпăçтаратăр та юмаха, ачасем. Тата ярса парăр-ха халап. Ак çыхă кăлинтăр, хула кучченеçĕ, ачасем валли илнĕччĕ... кышлăпăр, халапланар кăна... Хăлхана кĕрет.
Пукан çыхха салтрĕ, кăлинтăрсене шакăртаттарать, вĕсене валеçсе парать пулас.
— Асатте, Талпик хуçапа Тимреç пуян кĕрешеççĕ иккен. Ăру чапĕшĕн, несĕл ячĕшĕн çапăçаççĕ иккен. Мишер тарçă та Талпикпе пĕр урапара тетĕн. Çапла, çапла! Эй, Чакан, тăр, мĕн çывăрса выртатăн, итлер тата асатте халапне, ăруллă кĕрешӳ юмахне! — тесе пар тусать хăйне хăй манăн тантăш.
— Асатте, тата тепĕр кĕске кăна халап яр та — çитĕ вара, эпир килелле утатпăр, — тесе вăл çине тăрса хистеме пуçларĕ.
— Кĕçĕр кăмăллă каç мар, чĕнмесĕр ларсан та юрĕччĕ те, ыйхă пусать... Анчах мĕн юмахне ярса парам-ши сана? — тесе турткаланса ларчĕ асатте.
Унтан вăл чĕлĕмне паклаттаркаласа илчĕ те калама пуçларĕ:
— Çак юмах яка пулмасан айăп ан ту. Ваттисем каларăш: мĕнле илнĕ — çапла сутатăп. Савет юмахĕ вăл — ан тиркĕр. Куçук юмахне ярса парам-и тен...
— Яма ярăн та, вĕçне-хĕррине тупайăн-и вара? — тесе пӳлчĕ старик сăмахне пĕри. Вăл качака сухаллă этем пулчĕ пулас.
— Эх-эх-эх, самана! Çурта çутса ларас вырăнне çăварсене вылятатпăр, — терĕ пĕри. Вăл хăрах куçне çыхнă чăваш пулчĕ пулас.
— Айăп ан тутăр ĕнтĕ. Хурласа мар, шеллесе юмахлăпăр. Тархасласа мар, мухтаса сăмаха юптарăпăр. Ак ют ял ачисем Çичпӳрт халапĕсене питĕ итлесшĕн вĕт, — терĕ старик.
— Атя ан чарăн, кала, кала, — тесе хистет Пукан.
Асатте юмах яма тапратрĕ:
— Çав-çав çĕрте, çав çĕрте Çичкил ялĕ пулнă тет. Инçе те мар, çывăх та мар — юмах янă вырăнта. Авал та мар, халĕ те мар, çак юмаха пуçличчен. Пырса кĕрет Çичкил ялне Мăн Хаяр. Этем те мар, кайăк та мар, пирĕшти те мар, шуйттан та мар — çĕрте çĕрмен, вутра çунман хăямат.
Ак тытăнать иккен Мăн Хаяр килрен киле çӳреме. Курăнас тесен куçа курăнать, пытанас тесен куçран çухалать, ăша кĕрес тесен чуна иментерет, хăратас тесен тĕлĕкре пусать. Иртен пуçласа каçчен çаврăнать Мăн Хаяр ял тавра. Пĕрре пулать вăл ыйткалакан, тепре пулать вăл кĕтӳçĕ таврашĕ, паян пулать вăл çулçӳрекен, ыран пулать вăл иртсе пыракан хулари этем. Петĕр патне пырать вăл Макар кум пулса, Макар патне пырать вăл Петĕр хăта пулса. Каçран пуçласа ирччен çӳрет Мăн Хаяр ял тăрăх: пырса кĕрет вăл улаха, кĕрсе тухать вăл ĕçке-çике, çитсе ларать хурал пӳртне, килĕрен киле ĕретлесе çӳрет канăçсăр ыйхă валеçсе. Нумай йĕкĕлтет-и, сахал йĕкĕлтет-и Мăн Хаяр — Çичкил ялĕ урмăшать. Ахăр кунĕ тесен ытла пулĕ — ĕмĕр илтмен-курман самана тапранать. Автан вăкăр çине сикет, путек кашкăра хирĕç тăрать — ак тапранчĕ иккен вырăсла тамаша...
Çичкилре çичĕ çырмара авал пулнă аслă ырсем, хăшĕ вăтам сăвапсем, хăшĕ кĕçĕн киреметсем. Пуринчен те вĕсенчен пулнă пĕри асли — вăл пулнă Пихампар Хурăнĕ, Çичкил ялĕн тытăмĕ. Çичкилре авалран çичĕ хут çитмĕл килĕре пулнă çитмĕл хут çитмĕл çичĕ йĕрĕхсем, вĕсенчен пулнă хăшĕ хаяр, хăшĕ йăваш, хăшĕ тӳрĕ йĕрĕхсем. Пулнă вĕсен пурин те пĕр сиплĕх: Çичкил ялĕн ырлăхĕ, Çичкил халăхĕн пурлăхĕ, ăру-несĕл канлĕхĕ, атте-анне пиллĕхĕ — вĕсем пуринчен те аслă, вĕсем пуринчен те малта. Вĕсен умĕнче аслă, вăтам, кĕçĕн ырăсем пурте тан, вĕсен умĕнче хаяр, йăваш тӳрĕ йĕрĕхсем пурте тикĕс.
Мăн Хаяр пыриччен тахçан малтан Çичкилре юлман пĕр киремет, пĕр йĕрĕх. Анчах вĕсен ĕмĕрхи сиплĕхĕ: тăван халăх пурлăхĕ, ăру-несĕл канлĕхĕ, атте-анне пиллĕхĕ — Çичкил ялĕн пулнă пĕрлехи сăваплă кăшăлĕ. Ак çак кăшăла Мăн Хаяр çĕмĕрет, ак çак кăшăла Мăн Хаяр татать...
— Мăн Хаяр мар пулĕ, Мăн Хавал пулĕ вăл, нушапа пиçнĕ этемсен хаяр хавалĕ пулĕ вăл, асатте, — тесе çерçиленчĕ кăмака хыçĕнчен пĕр ача.
Шур сухаллă ватă нимĕн те чĕнмерĕ, хăй халапне малалла тăсрĕ:
— Çичкил тăрах çил-тăвăллă шай вĕçет, вутăшпа хутăш ăслай тупать: пĕлĕшпе паллаш харăс-харăс таш ташлать, пĕри урапа тапать, тепри урай шăлать, тăванпа тăван мăйăр катать — пĕри тĕшне çиет, тепри хуппине кышлать. Кам аялта пулнă — çав çиеле тухтăр, кам кĕçĕн пулнă — çав аслă пултăр, кам выçă пулнă — çав тутă пултăр, кам йăваш пулнă — çав хаяр пултăр, кам тăшман пулнă — çав тăван пултăр, кам тăван пулнă — çав тăшман пултăр. Шăла хирĕç шăл, мула хирĕç вăй, авалхи чапа хирĕç чукмар. Атьăр тăрар алтивĕççĕн, ĕмĕр выртан каскасем! Çичкил паян виçĕ татăка татăлса ӳкет, ыран çичĕ татăка уйрăлма хатĕрленсе тăрать. Çичкил виçĕ яла уйăрăлчĕ, виçĕ сăнчăр çакса йăран хыврĕç, виçĕ йăран сыпăннă çĕрте кран шăтăкĕ алтма хатĕрленеççĕ. Ак çакăнта пырса çитет Мăн Хаяр, ак тытăнать вăл йĕри-тавра пăтратма, ак ывăтать вăл усал чакăр куç хĕлхемне Куçук ятлă этем çине...
Халап ман ыйха та вĕçтерчĕ. Эпĕ тĕпел енне çаврăнса выртрăм. Тулта çумăр чашлатать, пӳртре пăчă пула пуçларĕ. Пукан юлташ çеç пуçне тăратса тишкерсе итлесе ларать. Шурă сухаллă ватă кăшт канса тăчĕ те малалла юмахла пуçларĕ:
— Куçук старикĕн çиме çăкăр пур, пурăнма пурчĕ пур, кӳлме лаши пур. Куçук старикĕн калаçса йăпанма карчăк пур, курса савăнма виçĕ ывăл пур. Асли Тяпук, вăтамми Танюк, кĕçĕнни Таçук. Унăн мухтанмалăх хурт пахчи пур, ваттисене асăнса хывмалăх Пихампар Хурăнĕ пур. Мĕн çитмен те мĕн килмен тăванран тăван кил-йыша? Пурте çитнĕ, пурте шĕкĕр — Мăн Хаяр кăмăлне кăна нимĕн те çитмен.
Виçĕ яла уйрăлакан ялăн виçĕ кранĕ кĕпер çине пырса тухать, Куçук планчĕ патне пырса тирĕнет. Тĕп кран шăтăкне хĕрĕх хăлаç каялла чакарсан Куçук çурт-йĕрĕ Кивĕ Çичкиле касăлать, утмăл хăлаç сулахая пăрсан Куçукăн сăваплă вырăнĕ Çĕнĕ Çичкиле куçать, утмăл хăлаç сылтăма туртсан вăл Сăвар Тӳпине куçса ларнă Сăвар Йăви ятлă Çамрăк Çичкиле тивет.
Пихампар Хурăнĕ çумĕпе Çичкил çырми чĕрĕлтетсе юхать. Çырма пуçланать аякра мар — айĕнчи Ама çăлтан. Сăвар Тӳпинчен Нямук пуян арманĕ енне çырма юхать, кĕрлет, çулран-çул çĕнĕ йăран тăвать, Нямук пĕвине юхтарать. Армана вырăн килĕшмесен ăна куçарас пулать. Кам та кам шыв-шур халне пĕлет — çавă армана Куçук вырăнне куçарма авалран хушнă.
Вăтăр çул та вăтăр хĕл ĕнтĕ иртрĕ Куçукпа Нямук сутлашни. Хĕрĕх сута çитрĕç, хĕрĕх пуху турĕç, нимĕн те тухмарĕ. Куçук ларчĕ вырăнтах, çулран-çул пурлăхран чакса пычĕ, çапах та ашшĕ пиллĕхне вĕçертмерĕ. Çынсем курмарĕç, çынсем сисмерĕç — Мăн Хаяр йăтса тухрĕ çава юпи, çава юпи — кран юпи, тытăнчĕ вара унпа пăтратма, пĕтĕм яла çĕнĕрен çавăрма.
Нямук хуçа крана утмăл хăлаç сулахая пăрма хушать, Куçук плантне куштансемпе пуянсене Çĕнĕ Çичкиле касма ыйтать, Сăвар Йăви çамрăкĕсем крана утмăл хăлаç сылтăма туртма, Куçук плантне чухăнсен коммуна çĕрĕ-шывĕ çумне Çамрăк Çичкиле касма ыйтаççĕ. Нямук хуçа Куçук вырăнне авалхи арманне куçарма ĕмĕтленет, Сăвар Йăвисем Куçук вырăнĕнче çĕнĕ пĕрлехи арман лартма, Нямук çăхан арманне хупласа тĕп тума хастарланаççĕ. Çапла Куçук çурчĕ çине ике тĕслĕ хаяр куç ӳкет: пĕри унта чĕнет, тепри кунта чĕнет.
Хаяр куç кил çине ӳксен вăл тусăнса пĕтет. Виçĕ ывăлăн виçĕ кăмăл, ăçтан тупас вĕсен йĕркине? Аслă ывăл Тяпук Çĕнĕ Çичкиле куçса ларать, Нямук панă анкартире пӳрт лартать. Вăтам ывăл Танюк Сăвар Йăви коммунăна куçать. Сăвар мими Танюка куçма пулăшать. Куçук юлать пĕр пӳртпе, типнĕ-хăрнă пахчипе, кукăрăлнă-пĕкĕрĕлнĕ Пихампар Хурăнĕпе. Кĕçĕн ывăл Таçук çак хурлăха тӳсеймест, килтен тухса каять çапла йӳçенкĕллĕ сăмахсем каласа:
— Атте, капла пурăнса пулмарĕ, тухса каям эпĕ Чулхулана, вĕренсе килем тимĕр-тăмăр ĕçне, Пихампар Хурăнне касăпăр, пахчана чĕкĕнтĕр лартăпăр, ăратлă сысна усрăпăр, пахча умне тимĕрçĕ лаççи çавăрăпăр. Кивĕ Çичкилрен уйрăлмăпăр.
Нумай вăхăт иртет-и, сахал вăхăт иртет-и...
Сасартăк çиçĕм çиçсе илчĕ, куçсене йăмăхтарса йӳçентерчĕ. Пӳртре пурте пуçĕсене ялт тăратрĕç. Юмахлама чарăннă старик чăххăм-чăххăм ӳсĕрсе илчĕ те малалла сăрăлтатма тапратрĕ:
— Хура пĕлĕтпе хуралса Çичкил çине каç анать. Çынсем курмаççĕ, çынсем сисмеççĕ — Мăн Хаяр кран юпи йăтса, масар юпи йăтса кĕпертен утмăл хăлаç сулахая пăрăнать. Халăх кĕрт йытти пек тусăлать. Тяпук Танюка çӳçрен пырса çакăнать, Куçука виле сăнчăрĕ патĕнчен кăкăртан чышса ывăтать. Юпана чаваласа лартаççĕ, Куçук кил-çуртне Çĕнĕ Çичкиле каçараççĕ, Нямук аллине параççĕ.
Куçукшăн çак каç тĕттĕм пулать. Пӳрте пырса кĕрет — Альтиç карчăк япалине пуçтарать, йĕре-йĕре такмаклать! «Тĕкĕннĕ ĕне тĕкне çинĕ те, пултăмăр эпир те çаплах, ĕмĕр ирттертĕмĕр, пурнăçа малалла яраймарăмăр. Эпĕ Тяпук патне куçатăп — эсĕ кирек мĕнле пурăн», — тесе хăратать. Карчăк хĕвеле-уйăха ылханса тухса чупать. Куçук пăрçа ани çинчи йытăсем чаваласа кăларнă арлан йăви пек саланнă карташ тăрăх чупкаласа çӳрет. Автансем пĕрре авăтиччен вăл Сăвар Йăвине Танюк патне кайса килет, унта çĕнĕ сăмах илтсе пусăрăнса таврăнать.
— Атте, ан кулян, планта Нямук ялне памăпăр, хулана кайса Нямук ялне сылтăмалла куçармалла тăвăпăр. Анне те тухса кайрĕ тетĕн, йывăр пулĕ сана унпа пурăнма. Куç пирĕн коммунăна, эсĕ пурăнăн асатте вырăнĕнчех, эсĕ пăхса пурăнăн эпир лартас армана, Таçука тимĕр-тăмăр лаçĕ (трактор лаçĕ) лартса парăпăр, — тесе ăсатнă пулать Танюк Куçука. «Таçука çыру çыр, атте таврăнма хушать, лаç лартăпăр, йăмрасене кăкласа чĕкĕнтĕр акăпăр», — тесе тухса утнă пулать Куçук килелле.
Мĕн шухăшласа выртнă пулĕ Куçук тантăш — пĕлместĕп. Унччен те пулмасть — автан иккĕ авăтать. Куçук патне Шаккур хуралçă пырса кĕрет те илемсĕр хыпар каласа парать. Нямук пуян патĕнче иккен ĕçкĕ-çикĕ, Тяпук сутнă иккен кив планта виçĕ çĕр манит укçалла.
Шаккур хуралçă табак шăршласа тухса каять. Куçук старик хăрах тыткăллă пăчкă çакса, пуртă йăтса пахчана чупать.
Мĕн шухăшланă-тăр çакăнта Куçук тантăш — пĕлместĕп. Мĕн йĕкĕлтенĕ-тĕр ăна, Мăн Хаяр хăй кăна пĕлет пулĕ. Асаилнĕ пулĕ çакăнта Куçук старик амăшĕн халапне. Кайнă пулать Ухвине акай хурт пахчинĕ кăшман çумĕ çумлама, пулнă пулать вăл йывăр çын, пусса çитнĕ пулать ăна ама йăлине тăвасси, выртнă пулать вăл Пихампар Хурăнĕ айне, çуратнă пулать вăл Куçук ятлă арçурине. Асаилнĕ пулĕ çакăнта та Куçук старик тата ашшĕ вилме выртнă тискер çĕре: пӳртре пĕтĕм ял ваттисем пухăннă, Лерук кукаç халран кайнă, чĕнсе илет вăл Куçука, калать ăна çапла сăмах: «Килĕ-çурта тирпейлĕ тыт, атте-анне пиллĕхне ан çухат, ăру ятне ан яр, Пихампар Хурăнĕ кутне çичĕ юта ан пустар, пирĕн валли тиха тытса пусма ан турткалан», — тет.
Лерук кукаç çапла каласа сывлăшне кăларать, Куçук тантăш пуçа чикет...
Куçук старик Пихампар Хурăнĕ çине алă çĕклет. Кукăрăлнă-пĕкĕрĕлнĕ хурăн çине улăхса вăл авалхи лаша пуçĕ шăммине илсе анать, ĕмĕрхи хăрăк турат татăкĕнчен пурçăнпа чĕркенĕ йĕрĕх тăхланне илсе кĕсйине чикет. Унтан Куçук пуртăпа йывăçа чалт-чалт тутарса касма тытăнать.
Çав вăхăтра Мăн Хаяр Нямук ĕçки-çикине пăтратса салантарса кăларать. Ӳсĕрсем харкашса пĕр-пĕринпе явăçса тухаççĕ. Нямук, Тяпук, ытти куштансем илтеççĕ: хурт пахчинче такам сиен ĕç тăвать. Ӳсĕрле-паттăрла шалçасем тытса чупаççĕ. «Танюксем, Сăвар йыттисем пахчана салатса каясшăн», — тесе вĕсем ерипен пытанкаласа юртаççĕ. «Çапма çапăпăр та, амантмалла кăна çапăр, ытлашши ан пултăр», — тесе чупать иккен Тяпук.
Куçук нимĕн те сисмест — тек кăтăртаттарать хурăн йывăçа касса. Тяпук çатан тăрăх пĕшкĕнсе пырса çитет иккен те «ак сана, Танюк, пахча» тесе шалçапа çапать.
Пихампар Хурăнĕ кашласа йăванать. Куçук старик нăк туса тăсăлса ӳкет.
Куçук старик паçăрхи Тимреç несĕлĕ, Нямук пуян — Талпик вăрлăхĕ, Пихампар Хурăнĕ — Пӳлĕх Йăмри... Сăмах пине çитрĕ, манăн халапăм пĕтрĕ...
Эпĕ тăрса лартăм. Пукан юлташ каллĕ-маллĕ вăр-вар уткаласа çӳреме пуçларĕ. Каллех çиçĕм çиçрĕ, аслати тăпăр-тăпăр турĕ, кĕпер енче шарт çапрĕ. Пӳрт сулланса чĕтресе кайрĕ. Кăмака çинчи ачасем умлă-хыçлă чикеленсе анчĕç. Унччен те пулмарĕ — такам алăка шак-шак тутарса уçрĕ те:
— Мĕн çывăратăр, эпир пĕтĕмпех шӳрĕмĕр, черете тухăр! — тесе çухăрчĕ.
— Сыв пулăр эппин. Пӳртел йĕкĕчĕсем, çак Пӳлĕх Йăмри таврашĕнче ĕмĕрех те аçа çапать вара... Эпир Куçук çинче хурал тăратпăр вĕт, ав вăл пахчара выртать, — терĕ те шурă сухаллă ватă хуралçăсене илсе тухса кайрĕ.
Эпĕ кушиле çакса хуралçăсем хыçĕнчен сиксе чупса тухрăм. Çил вĕрет. Шĕвĕ пĕлĕтсем витĕр шурăмпуç çути палăрать. Шыв-пылчăк ашса эпĕ кĕпер патнелле утатăп.
Пукан йăкăлт-йăкăлт сиккелесе чупса хăваласа çитрĕ. Хуралçăсем кĕпер патне пымарĕç, шыв хĕрринчи пахчана кĕрсе кайрĕç. Пахчара хăвалăх кашлать, çын мĕлкисем палăраççĕ.
— Кайса пăхар-и Пӳлĕх Йăмрине, Тимреç Куçукне? — тесе ыйтрăм Пукантан.
— Çук, утар килелле. Анчах васкаса эпĕ хăрах атта чăлхасăрах тăхăннă... те хурал пӳртне каялла кайса сырас, — тесе иккĕленкелесе йăкăлт-якăлт сиксе пычĕ Пукан.
— Ан тив, кăлинтăрна Çичпӳрт халапçисем çирĕç. Тăлуна Çичпӳрт халăхĕн пӳртне манса хăвартăн. Асăнмалăх пултăр, — терĕм те эпĕ кĕпер тăрăх ярăнса утрăм. Унтан Пукан енне çаврăнтăм та: — Чăваш ялĕ мĕн вăл... Ванюк автанĕ Ваçук карташне... Ак кĕрсе тухар Сăвар Йăвине, коммунçăсен юмахне илтсен пиншакна та манса хăварăн, — терĕм.
— Атя, ут, ут килелле, лĕркесе ан пыр, — тесе пуçне чиксе çăрхаларĕ ман хыççăн Пукан тантăш...