1
Ман килес! Эй-хей, тăван тавралăх!
Çитрĕм вĕт, асран тухми кĕтес!
Сывă-и? Аван-и, хура халăх?
Çут тĕнче, кама халь пуç пĕкес?
Тав сана, уй-хир, вăрман, çеремлĕх,
Тав сана, чечеклĕ çул хĕрри,
Тав сана, çăлкуçăмçăм-чиперĕм,
Маншăн эсĕр хаклă çав тери!
Çакăнта эп пурăнма пуçлатăп,
Çакăнта вĕренĕп кĕрешме,
Çак çĕршыв ӳстерчĕ, ачашларĕ,
Чĕрене вырнаçрĕ эреш пек.
Чечекри тавралăх çĕн вăй-халлă,
Çĕн хунавлă авалхи тымар.
Йышăнсам, ял-йышăм, тăван халăх,
Ĕçлеме килетĕп, канма мар!
1957.
2
Сарăл-ха, уй-хирĕм! Инçетлен, тӳремлĕх!
Чечеклен те чалпăр, улăхпа çаран.
Ача чухнехи пек чунăм киленмелĕх
Эп чупса илем-ха сиккипе çарран.
Кăмăлăм тулсассăн пухăнĕ вăй-халăм
Çанна тавăрам та тытăнам ĕçе.
Пăрăн-ха, ял-йышăм, вырăн пар, тăванăм,
Кăларам тӳрре эп хамăн тивĕçе.
1960, юпа. Салтаккасси.