Валашка Улюшне тахçантанпах курманччĕ. Ытти çулсенче вăл лавккана анатчĕ, пушарнăйсен çуртне юмах çаптарма çӳретчĕ. Ватăлчĕ пулĕ, ун пек чухне çурт умне тухса ларасси те çăмăл мар вĕт. Çулталăкра пĕрре Çимĕке пыратчĕ. Юлашки хут çавăн чухне курнă-тăр эпĕ ăна.
Пĕлтĕр тăван яла канма кайрăм та шутсăр тĕлĕнмелле хыпар илтрĕм. Улюш тете Пухтел вăрманĕнчи пысăк уçланкăра çурт лартнă иккен. Çакна ниепле те ĕненес килмерĕ. Ватлăхра сĕм вăрманта пурăнма çăмăл-им? Шӳтлеме, шăхвăртса калаçма юратать те, тен, тăванĕсем патне вăхăтлăха кӳршĕ яла тухса кайнă вăл?
Кучченеç пекки илтĕм те Пухтел вăрманĕ еннелле лăпсăртатрăм... Хăвăртрах (Улюш тетепе курса капаçас килет. Тен, пӳрт умĕнче пĕччен тунсăхласа ларать, тен, чирлесе ӳкнĕ те — кăмака çинчен те анаймасть апăрша. Хăрах хăлхапа илтнĕ тăрăх, çут тĕнчере çывăх тăванĕсем те юлман унăн...
Вăрман уçланкине çывхарсан илемлĕ кĕвĕ янăранине илтех кайрăм. Улюш тете «керменĕнчен» инçех мар çăмăл машина ларать.
Ак хайхи: вăл пĕччен мар иккен. Ик аллипе хăлаçлансах пĕр арçынпа тем çинчен сăмахлать. Лешĕ унăн сăмахĕсене хут çине çырса пырать. Çак хăна нумай тăмарĕ, пĕчĕк кĕнекине кĕсйине чикрĕ те çăмăл машинăна кĕрсе ларчĕ, унтан район центрĕ еннелле вĕçтерчĕ. Тинех акă Улюш тетепе чун уçса калаçма май килчĕ. Тӳрех калам: эпĕ вăл япăхсах кайнă пулĕ тенĕччĕ, ара, пĕччен çын пурнăçĕ çăмăл-им? Çитменнине — вăрманта кун кунлаканăн. Çакăн пирки хăюлăх çитерсех ыйтрăм.
— Пĕччен тетĕн-и? Эпĕ пĕччен пурăнатăп пулать! Ха-ха! — ахăлтатсах кулса ячĕ вăрман çынни. — Ан аташ, манăн «керментен» çын татăлма пĕлмест — акă мĕн. Каласан — кайса ӳхĕн. Çĕр каçакан та сахал мар. Ялта пурăннă чухне вăт пĕрмай хăр-тăлăх пек пĕччен упалла çĕр каçаттăм.
Валашка Улюшне тунсăхласа пурăнма, алă усса ларма памаççĕ иккен. Иртнĕ эрнере кăна Чăваш Енри паллă журналист, икĕ депутат хăнара пулнă. Шкул ачисем те час-часах çитсе тухаççĕ-мĕн. Ĕнер авă ыр кăмăллăх фончĕн ертӳçи килсе кайнă. Пĕри те пушă алăпа килмест. Сĕм вăрманта пĕр-пĕччен пурăнакан арçын пуррине пĕлнĕ те... «Çĕпĕр вăрманĕнчи Укахви те кун чухлĕ хăна курман пулĕ!» — кăкăрне çапсах мухтанса илчĕ Улюш тете. Унăн кĕсье телефонĕ те пур иккен — пĕрре кăна мар, пиллĕк таранах!
— Кала-ха чунна уçса, — сăмах хушрăм эпĕ уйрăлас умĕн, — мĕншĕн сĕм вăрмана пурăнма куçрăн?
— Йăлăхрăм эпĕ ялта... пĕччен пурăнса! — пат татса хучĕ вăл хура куçĕсене чеен вылятса. — Унта мана никам та асăрхаман тейĕн. Халĕ акă чапа тухрăм та — килтен çын татăлма пĕлмест. Тĕлĕнмелле çын ăраскалĕ такамшăн та интереслĕ иккен.