Пистолет та пăшал алăра
Ачапча чăмăртать çатăрах.
Хальлĕхе — хурахла выляма:
Çапăçма, вĕлерсе ваклама...
Телевизор, ара, вĕрентет:
«Хăвăра чи мала хурăр, — тет. —
Кам сана пăхăнмасть — çатлаттар,
Вара пулăн маттур та хастар».
Вăрçăлла, вăрăлла, хурахла...
Май килмест-ши вара урăхла?
Çынсене пулăшас тĕллеве
Ма хывмаççĕ-ши халĕ тĕвве?
Лайăха тăрăшмаççĕ ерме —
Чун-чĕре ырлăхне ӳстерме.
...Алăра пистолет ачасен.
Мĕн-ши пулĕ ӳссен, çитĕнсен?