Иртнĕ хĕлле, Çĕнĕ çул хыççăн, пĕр кпасра вĕреннисен тĕлпулăвĕ пулчĕ. Ай-вай-вай, вăхăт çĕмрен йĕппинчен те хăвăртрах вĕçет иккен! Эпир шкул пĕтернĕренпе — шутлама та хăрушă! — çирĕм çул иртрĕ.
Палăртнă кун, тĕрĕсрех, шăматкун каçхине, тăван шкулта пухăнтăмăр. Пĕр кпасра вуникĕ хĕрпе вуникĕ арçын ача ăс пухнă эпир. Тĕлпулăва пурте килнĕ. Эппин, пурте ырă-сывă!
— Ачасем, парта хушшине ĕлĕкхи пекех икшерĕн ларса тухăр-ха, — сĕнчĕ класс ертӳçи пулнă, хими вĕрентнĕ Мария Трофимовна. Сăмах май, ăна эпир шӳтлесе «Марье аппа» е «химичка» тесе чĕнеттĕмĕр. Хăй илтмен чухне, паллах, çурăмĕ хыçĕнче. — Кампа кам юнашар ларнине астăватăр-и?
Ара, кӳршĕсене мĕнле манăн? Эпĕ ав вунă çул хушши Люççапа, отличницăпа, пĕрле ларнă. Вăл халĕ те хĕр чухнехиллех çырла пек хитре.
Çапла, эпир — халĕ ĕнтĕ çулланнă арçынсемпе хĕрарăмсем — парта хушшине мăшăрăн-мăшăрăн вырнаçса лартăмăр. Çирĕм çул иртмен те тейĕн.
— Хăшĕ-пĕри пĕр-пĕрне чылайранпа курман та пулĕ-ха? — кăмăллăн калаçатъ Мария Трофимовна, иртнĕ çул тивĕçлĕ канăва тухнăскер. — Эсир мĕнле — пĕлместĕп, эпĕ вара сире пурне те ятран та, сăнран та аван астăватăп. Хăçан кама химипе «иккĕ» лартса пани те куç умĕнчех.
Шкул хыççăн шăпа кама ăçта, çĕршывăн хăш кĕтесне ывăтнă? Хальхи вăхăтра кам ăçта тымар янă, ăçта тар тăкатъ? Çакна, чăнах та, нумайăшĕ пĕлместпĕр. Çавăнпа, класс ертӳçи сĕннипех, çапла калаçса татăлтăмăр. Кашнин икĕ-виçĕ сăмахпа хăйĕн çинчен каласа памалла.
— Эпĕ — Валя Анти-Смирнова, — çăварне уçрĕ кăна ударница пулнă Валентина, пурте ахăрса-кулса ятăмăр. Ара, ун хĕр хушамачĕ Антиповаччĕ, халĕ, упăшки хушамачĕпе, Смирнова пулас. (Шут ăсти, Мичча, ăна çавăнтанпа «Анти-Смирнова» тесе чĕнме тытăнчĕ).
Валя Хусанта пурăнать-мĕн. Пĕр колледжра физикăпа математика предмечĕсене вĕрентет. Ача çуратман. Мăшăрĕнчен уйрăлнă. Çавна пула хушаматне каллех улăштарнă — хĕр хушаматне каялла илнĕ. Ав, мĕншĕн вăл хăйĕн хушаматне паянхи кун та пăтраштарать!
Унтан Вальăпа юнашар ларакан Ваççа, класс старости пулнăскер, ура çине çĕкленчĕ.
— Эпĕ Саратовран килсе çитрĕм, — пĕлтерет вăл Мария Трофимовнăна йыхрав янăшăн тав туса. — Çар училищи хыççăн 15 çул авиаци чаçĕнче службăра тăратăп.
Ух, Ваççа, Çĕпритун Ваççи — летчик, подполковника çити ӳснĕ! Ахальтен мар шкулта вĕреннĕ чухнех вăл «Зарница», «Орленок» вăйăсенче яланах кăмантир пулатчĕ. Маттур! Шел, унăн та çемйи арканнă-мĕн.
Çапла пĕрин хыççăн тепри эпир хамăрпа тепĕр хут «паллаштартăмăр». Вара çакă паллă пулчĕ. Пирĕнтен вунтăваттăшĕ аслă шкулта малалла ăс пухнă, çиччĕшĕ техникумра е училищĕре вĕреннĕ.
Тăваттăшĕ Шупашкарта пурăнаççĕ (çав шута эпĕ те кĕретĕп). Вунсаккăрăшĕ çĕршыври тĕрлĕ хула тăрăх саланнă. Иккĕшĕ кăна, Кĕçтукпа Наçтук, телей шыраса аякка кайман, тăван ялтах тĕпленнĕ. Çурт лартнă. Пĕри — колхозри сумлă тракторист. Тепри — фермăри малта пыракан доярка.
Пĕлетĕр-и, ялтан тухса кайнисем калаçса татăлнă пекех мăшăрĕсенчен уйрăлса-тарса пĕтнĕ. Кĕркури ав халĕ те «мăйне хăмăт тăхăнман» — ватă хусах. Виçĕ хĕрĕ качча тухман. Вăт çавăн пек статистика!
Эпĕ, журналистра вăй хураканскер, çемье çавăрман юлташсенчен кĕске «интервью» илтĕм. Вĕсем мĕншĕн ЗАГСа кайма васкаманни кăсăклантарчĕ мана.
— Мăя хăмăт тăхăнсан эпĕ ирĕклĕхе çухататăп, — тӳрре тухать Кĕркури ӳнерçĕ. — Авлансан хăв тĕллĕн, арам ирĕк памасăр, пĕр утăм тăваймастăн.
— Мĕншĕн качча тухмалла? — ыйтăва ыйтупа хуравлать Иркка. — Упăшкаран патак çиме-и? Е вĕсен хура нускийĕсене çуса пурăнма-и?
— Халĕ мăшăрланма йĕркеллĕ каччă та çук, — хушса хурать Верук. — Пĕри ĕçке ернĕ, тепри тӳрккес. Виççĕмĕшĕ виççĕ авланса уйрăлнă...
Пĕр класра вĕреннĕ, мăшăрĕсенчен уйрăлнă тусăмсен шухăш-кăмăлне те ыйтса пĕлтĕм. Пĕрин мăшăрĕ эрех черкки ăшне путнă, ниçта та ĕçлемест, тепри айккинелле чупать-мĕн.
Мĕн тăвас тетĕн, пур телейсер çемье те тĕрлĕрен, телейлисем кăна пĕрешкел теççĕ.
Пирĕн хушăра — ай, мĕнешкел савăнăç! — пĕр телейлĕ çемье те тупăнчĕ. Вĕсем — ялта юлнă хайхи Кĕçтукпа Наçтук, вунă çул пĕр парта хушшинче ларса вĕреннĕскерсем. Астăватăп-ха, Кĕçтукĕ киле панă ĕçсене кăна мар, диктантсене те хăйĕн пулас мăшăрĕнчен, Наçтукран, çыра-çыра илетчĕ!
— Эсир пурте хулара пурăнатăр, — теççĕ вĕсем. — Хула вара çынсене те, çемьесене те пăсать. Чăвашлăх туйăмне те пĕтерет. Пирĕн, ялта пурăнакансен, уйрăлма та вăхăт çук! Колхозра та, кил хуçалăхĕнче те кашни кун — икшер смена! — тăрмашмалла. Ачасене ура çине çĕклемелле.
Тĕлпулу шкул столовăйĕнче малалла пычĕ. Мария Трофимовна ыйтнипе поварсем пире валли тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ. Калаçу, юрă-ташă чылайччен тăсăлчĕ.
Çав каçранпа пирĕн класс статистики улшăнчĕ. Çур çул хушшинче тата çичĕ çĕнĕ çемье çуралчĕ. Шуткă мар! Кĕçтук пекех тепĕр çичĕ каччă, çав шутра уйрăлнисем тата Кĕркури хусах та, пĕр класра вĕреннĕ пикесенех мăшăр пулма суйласа илчĕç. «Ăçта пулнă эсĕ халиччен?» — теççĕ вĕсем пĕр-пĕрне. Хăшĕ-пĕрисем, хам та пĕлетĕп, ача кĕтеççĕ.
Пĕр класра вĕреннисен тĕлпулăвĕсене тăтăшрах ирттермелле иккен! Вара çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ туххăмрах лайăхланĕ.