Чунтан-вартан савса салам яратăп сана. Эсĕ кунтан тухса кайни нумай пулать ĕнтĕ, Тимахви шăллăм! Тавтапуç сана çыру ярах тăнăшĕн. Ман шухăш-кăмăл сан патна шывсемен çитсе килет те — шухăш вăхăта пăхăнмасть, виçене кĕмест, шухăш карти тытма этемĕн тахат çук. Эпĕ янă çырусем, эпĕ çырнă сăмахсем шухăш пек мар, час çитеймеççĕ сан патна. Сан писмесене те виç-тăват эрнере тин алла илсе вулатпăр. Эсĕ пурнан çĕр-шыв пиртен пит инçе те çав. Темиçе шыв, аслă шыв, вĕçĕмсĕр уй-хир, темĕн чул ту, çӳллĕ ту, сĕм-сĕм вăрман — çĕр-шыв хушши инçе, Тимахви шăллăм, кăмăл çывăх. Ан ятла ĕнтĕ мана. Ероплансем ытларах çӳре пуçласан пирĕн писмесем те еропланпа хăвăрт çӳрĕç те-ха ĕнтĕ ăна. Хам ватă, йӳтенĕ пирки сăмахсем те вырнаçмаççĕ пулас та-ха ман. Уншăн те ан çилленсемччĕ.
Инкӳ те, Веруç та сана пысăк салам яраççĕ.
Ĕнтĕ çак çитес кĕркунне Веруç çиччĕ тултарса саккăра каять. Эс кайнăранпа вăл тата ӳсрĕ пăртак. Веруçăн аялти шăлĕ иккĕ ӳксе шăтнă, ӳснĕ пăртак. Çӳлти шăлĕ те иккĕ ӳкнĕ. Пĕри шăтнă, ӳсет, тепри шăтайман-ха. Веруçăн шăлĕсем хамăнне пăхнă — çӳлти, малти, шултра шăл, аялти — вĕтĕрех. Ун кăмăлĕ те пăртак хама туртнă-и, тен, те. Хам пекех, çынна ытла пит шанать пирĕн Веруç та. Ытла таса кăмăллăран пуль кирек кама та сăмах хушать, такампа та юмахлать. Хама ырланă пекле пулчĕ-и, тен-ха та, ку ман сăмах.
Тĕнчере усал кăмăллă çын сахал мар-ха, йышлă. «Хамăра кураймасăр, кĕвĕçпе-мĕнпе ачана тем кăтартĕç», — тесе халех чĕре питĕ шикленет ман, Тимахви шăллăм! Ахаль мар курнăран калап та ку сăмаха.
Эсĕ кунтан тухса каячченех виçĕм çул пирĕн тăшмансем мĕн хăтланнине хăвах курнă эс. Пире е хăвса кăларса, е вĕлерсе эпир пурнакан пӳлĕме те хăйсем ярса илесшĕн пирĕнпе пĕр пӳртре пурнакансем тем те хăтланнă: арăма эртелпе хĕнеме тăнă вĕсем; ачана, арăма тĕтĕмпе, шăршпа анратса вĕлерме тапратнă ик-виç хутчен — кăмакана çĕрле хутса трупине шĕл-кăварла хупнă та хăйсем тухса кайнă. Ман арăмпа ача çĕрле çывăрнине пĕлсе çапла хăтланнă вĕсем. Арăмпа Веруç шăршпа аптранă вара. Кантăка уçса аран-аран вилĕмрен çăлăнкаласа юлнă. Лешсем алăка юри тултан питĕрсе кайнă — тула тухса ан уçăлччăр тесе.
Вăл тăшмансен пĕрин арçын ача пур, Веруçран аслăскер. Хăйсем хĕтĕртнипе çав ача пирĕн Веруçа пушăпа çапса пĕтернĕ, кăвакартса янă темиçе тĕлтен те. Кăçал кĕркунне çурхи шыва, кӳлленчĕке тĕртсе ӳкернĕ. Веруç пирĕн йĕп-йĕпе, лачкам шыв пулса кĕчĕ макăрса хамăр пӳлĕме. Пирĕн ача ĕсĕклесе макăрать, хамăр та пит хурланатпăр, инкӳн куççулли шапăртатса юхать; вĕсем пире хур тунипе савăнаççĕ, эхĕлтетсе кулаççĕ. Вĕсен ачисем ашшĕ-амăш хушнипе пирĕн Веруçа картишне тухма та памаççĕ. Тухсанах йĕкĕлтеççĕ, мăшкăллаççĕ, переççĕ пирĕн ачана, тем тепĕр каласа хурлантараççĕ. Хамăр пекех çынна пит шанаканскер Веруç сыхланса çитереймест тăшман ачипчинчен. Кашкăр-çĕлен-калта-тăшман тулашĕнчен хăйсене ăшă кăмăллă, ырă çын пек кăтартма пит ăста. Çавăнпа вĕсем Веруçа кăна мар, хамăра та нумай улталанă, улталаççĕ. Спаçипе хальхи саккун, Совет влаçĕ хытă тыткалать, асма памасть вăл тăшмансене. Урăх вăхăтра пулас пулсан, Совет хӳтти пулмасан вăл тăшмансем пире чĕрлех тăварласа çимелле. Пирĕн Веруçа тата вĕсем хамăра хирĕç илĕртеççĕ. «Конохват илсе памаççĕ пулсан сан аçу та, аннӳ та ухмах. Вĕсен сăмахне ан итле», — тесе пирĕн ачана хамăра хирĕç илĕртеççĕ тет. Çĕленĕн чĕлхи-çăварĕ пит чее те унăн. Чăнах та вара пирĕн ача хамăр сăмаха аран-аран кăна итлет хăш чухне.