Сивĕ çил юра хаяррăн
Каллĕ-маллĕ тустарать.
Фашистсен арканнă çарĕ
Такăнса ӳксе тарать.
Хĕл каçмашкăн ăшă вырăн
Мускавра шыракансем
Ĕнктĕркеççĕ. Выçă хырăм...
Кӳтнĕ алă-урасем...
Саврăнса пăхми танккаççĕ.
Вилнисем мĕн чухлĕ-ши!..
Ак сире — совет Кавказĕ!
Ак сире — Мускав ăшши!