Кăнтăрла çаплах хĕвел çутатĕ,
Çутă уйăх ишĕ тӳпере.
Яланхи пекех этем çуратĕ
Ырă та, усал та тĕнчере.
Хĕл, самант çитсен, çаплах шуратĕ,
Çу — эрешлĕ ешĕлпе çĕре.
Сарă каччă сар хĕре юратĕ —
Тăсăлĕ-çке пурнăç ĕмĕре.
Шăнкăрч, шăпчăк тĕрлĕ çепĕç юрă
Шăратса хисеплĕç таврана.
Сăнсăрлăх, илем, хура та шурă,
Тăнăçлăх та ахăр самана,
Юрату, телей, нуша, терт, хурлăх —
Пурте пулĕ. Пулмăп эп кăна.