Хĕлле. Кăçал сивĕ. Юр çăвать. Тăман тухать.
Каç пулчĕ. Тĕттĕм пулчĕ. Выльăхсене картана хупрăмăр.
Атте улăм пуçтарчĕ. Эпĕ лашана витене хупса сарай тăрринчен улăм патăм. Пӳртре краççын çутрĕç. Атте кантăксене хупрĕ. Аттепе пӳрте кĕтĕмĕр. Ман матка апат антарчĕ. Атте çăкăр касрĕ. Анне кашăксем илчĕ. Атте, анне, ман арăм, ачасем сĕтел тавра апат çиме лартăмăр.
Апат çисе тăрансан ман арăм ачасене тĕпеле сак çине вырăн сарса пачĕ.
Ачасем выртрĕç, çывăрчĕç.
Маткапа анне кĕнчеле тытрĕç. Атте пĕр мăшăр çăпата кантри яврĕ. Эпĕ хăрах çăпата хуçрăм. Кăмака сакки çинче кушак мăртлатса ларать. Анне кĕнчеле çинче ларса сĕвем тăсса тăсса анасларĕ, ман арăм та анасласа ячĕ.
Эпĕ пукан çине таянса карăнса анасларăм. Кантра шăйăрнă чух атте кантра явакан çекĕле ик аллипе тытсах тăсăлса анасларĕ те:
— Çĕр чылай пулчĕ, çывăрас пуль, атьсемĕр, — терĕ.
Анне йĕкине кĕнчеле çумне чикрĕ, кĕнчелине кăмака çумне таянтарчĕ, путмар çине вырăн сарчĕ. Саланса тӳшек çине аттепе анне юнашар выртрĕç.
Çăпата пушăт вĕçĕсене эпĕ иртсе пĕтертĕм, ура салтрăм, тăла-çăпатана кăмака çине хутăм. Хам ывăл ачапа юнашар тĕпеле вырăн çине выртрăм.
Ман арăм та кĕнчелине картиш енчи тăрăх сак çине пĕрене çумне таянтарса хучĕ. Ман арăм ваттисене çĕрле тула тухса кĕме кирлĕ пулĕ тесе аттепе-анне валли кăмака çинчен типĕ кăçатă антарса путмар çумне лартрĕ.
Ман валли те ман арăм хура кăçатă илсе эпĕ выртакан тĕле сак çумне тăратрĕ.
Хам ума кăçатă хунă чух ман арăм хăйĕн çыпăçуллă, ăшă аллипе мана питрен шăлса, савса илчĕ. Вара арăм краççын сӳнтерчĕ, хĕр ача çумне хампа ура вĕçлĕ выртрĕ вырăн çине.
* * *
Эпĕ авланни çичĕ çул. Çичĕ çулта арăмпа виçĕ ача çуратрăмăр. Вăталăх ача вилчĕ. Пĕр ывăлпа пĕр хĕр ку таранччен сывă пурăнаççĕ. Эпир мăшăрланни çичĕ çул çитнĕ пулин те ман арăм вăтанать. Ваттисем выртсан краççын сӳнтерсен тин вырăн çине выртать вара.
* * *
Эпĕ çывăрса кайнă. Таçта хыр вăрманĕ пек сĕм вăрман. Пысăк, вăрăм хырсем лараççĕ. Сĕм вăрманта халиччен курман йывăçсем — тем пысăкăш йывăçсем пур.
Сĕм вăрманта çĕрĕк каскасем çĕрсе айăн-çийĕн, урлă-пирлĕ выртаççĕ.
Çĕрĕк, мăклă каскасем урлă каçа-каçа пыратăп пек.
Çул-йĕр çук. Никам та çук. Çĕрте мăк. Хăш тĕлте хамран çӳллĕ курăк пек.
Шурлăх, ура путать, утма йывăр. Сĕм вăрман, тем пысăкĕш хырсем, чăрăшсем, хальччен курман йывăçсем.
Хыр вăрманĕнче, сĕм вăрманта, упа, кашкăр сасси, упасем ӳхĕреççĕ, кашкăрсем улаççĕ.
Çӳлелле пăхсан хырсем, чăрăшсем çинче туратран турата пакшасем йăкăлт-якăлт сикеççĕ.
Пакшасем ялт сиксе çĕре ӳкеççĕ те йăпăр-япăр чупса каллех хырсем çине япăртатса улăхса каяççĕ; хыр турачĕсем çине ларса, хӳрисене усса, ман çине пăхса, хăлхисене тăратса, малти урисемпе тытса хыр йĕкелли кăшлаççĕ. Пакшасем мана унтан та кунтан хыр йĕкеллипе переççĕ.
Сĕм вăрмана упа-кашкăр сасси çĕмĕрет.
«Ăçта-ши манăн пуртă?» — тесе хам çума хыпашласа пăхатăп, шыратăп — ман пуртă çук. Шикленетĕп, хăратăп.
Упасем тата хытăрах ӳхĕреççĕ. Кашкăрсем шăла шатлаттарса улаççĕ.
Вăрман янăрать — сĕм вăрман кашлать, сĕм вăрман тулашать.
Ăш-чик вăркать, ман чĕре картлатса сикет. Пĕтĕм çан-çурăм çӳçенсе сăрăлтатать.
«Ăçта-ши ман пуртă?» — тесе пăхкалатăп.
Пуртă çук ман.
* * *
Мăк, йĕпе мăк. Шурлăх. Ура путать. Утма йывăр.
Хыр вăрманĕ. Сĕм вăрман. Сĕм-тĕттĕм.
Тискер кайăксем тигр пек çухăраççĕ, оку-ку, оку-ку! тесе хăрушă ухлатаççĕ, тулашаççĕ, тискер кайăк, хăрушă кайăк куçĕсем ман йĕри-тавра йăлтăртатаççĕ.
Çын çук, эп пĕччен, пуртă çук, сĕм вăрман, сĕм-тĕттĕм. Тискер кайăксем тулхăраççĕ, шавлаççĕ, тискер кайăксем шăлĕсене шатлаттараççĕ.
Кашкăр куçĕсем йăлтăр-ялтăр выляççĕ. Упасем хашласа ӳхĕреççĕ.
Тигр пек тискер, пысăк тискер кайăксем улашаççĕ, харкашаççĕ, тулашаççĕ, çапăçаççĕ.
Шурлăх, ура путать, эп пĕччен, утма йывăр, ман умра çĕрĕк каскасем, пилĕк хыпаласа пăхатăп — пуртă çук.
Каскасем çумĕнче хура çĕленсем, пуслăх пек çĕленсем хăшласа, авкаланса выртаççĕ.
Çĕрĕк каскасем çинче калтасем йăшăлтатаççĕ.
Шурлăхра шапа, тем те пĕр ирсĕр япала. Ура пусма вырăн çук. Ура путать. Лăпăр-лапăр. Чĕркуççи таран шурлăхра утатăп.
Кашкăр, упа, тигр сасси, çĕленсем хăшăлтатни сĕм вăрмана çурать. Ман чĕре татăлас пек сикет, ăш-чик вилес пек хыпса çунать.
Ман пуç урлă тигрсем, кашкăрсем, çĕленсем сике-сике каçаççĕ. Тискер кайăксем пĕр-пĕрне тыта-тулаççĕ.
Тĕк-çӳç вĕçет. Пĕтĕм юн сирпĕнет.
Ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр пĕр пысăк хыр çумне пуçа чиксе, йăпшăнса пырса хĕсĕнсе тăтăм.
«Пĕтрĕм, пĕтрĕм, пĕтрĕ пуç, халех тигрсем çураççĕ мана», — тесе пуртă хыпалатăп. Пуртă çук.
Куçĕсем юман кăвар пек хĕрелсе, хĕрсе, йăлкăшса çунаççĕ — пĕр хăрушă, пысăк тигр сике-сике пырать. Çăварне карса, шап-шурă шăлĕсемпе пĕр çынна пилĕкрен çыртса силлесе йăтса пырать.
Тигр çăварĕнчи çын кăшкăрать, çухăрать, икĕ аллинче икĕ пуртă. Тигра пуртăпа касасшăн хăлаçланать. Касма май килмест.
Эп пăхрăм та — тигр çăварĕнчи çын пирĕн Шăнчасри Макçăм йысна.
— Макçăм йысна, ывăт пĕр пурттуна! — тесе чун хавалĕпе çухăрса ятăм.
Тигр хам ума сиксе çитес хушăра Макçăм йысна пĕр пурттине ывăтрĕ. Пуртă хам ума çĕре чак! тăрăнчĕ! Пуртта тытрăм.
Шăла çыртса мĕн-пур вăйпа ывăтрăм пуртта тигр çине. Ман пуртă тигра çурмаран касса татса пĕр хыр çумне тăрăнса ларчĕ.
Макçăм йысна та тигр çамкине темле лектерсе пуртăпа касса çурчĕ. Ман ăш-чик лăшах пулчĕ.
Часрах чупса кайса хыр çумĕнчен пуртта кăларса илтĕм. Йысна патне чупса пытăм.
Йыснана çĕклесе хыр çумне илсе пырса вырттартăм. Йысна пилĕкĕнчен юн юхать.
— Тăхти, часрах пуртă вĕçне виççĕ сур, пуртта виçĕ хут пуç тавра çавăр, часрах кĕпене ухтарса пуртă çивĕчĕшпе юн юхакан вырăнсене сĕркеле, — терĕ Макçăм йысна.
Эпĕ хăвăртрах çапла турăм та Макçăм йысна пилĕкĕнчен юн юхма чарăнчĕ. Йысна хăйех хыр çумне таянса ларчĕ.
— Тăхти, ик алла икĕ пуртă тытса ик айккинелле çичшер сул, — терĕ Макçăм йысна.
Ик алла икĕ пуртă тытса ик айккинелле çичшер султăм.
Хайхи тискер кайăксем уласа, çухăрса таçта сирĕлсе пĕтрĕç. Калта, çĕлен ним те юлмарĕç.
Сĕм вăрман та пăртак уçăлчĕ. Каскасем, хырсем, аслă вăрман.
* * *
Икĕ пуртă ик айккинелле хутăмăр. Хыр çумĕнче ларатпăр йыснапа.
— Хырăм выçă ман, вăй пĕтнĕ, — тет Макçăм йысна.
Хырсем тăрринче пакшасем мăйăр кăшлаççĕ. Хăш-хăш мăйăр хушанкисене кăшласа пĕтермесĕрех пакшасем çĕре ӳкереççĕ.
Эпĕ çав мăйăр хушанкисене пуçтаратăп. Мăйăрсене шĕкĕлчесе илетĕп. Мăйăра пуртă тăршши çинче тепĕр пурттипе шаккаса катса тĕшшине Макçăм йыснана çитеретĕп.
Йысна мăйăр тĕшши çиет.
— Ху та çи, Тăхти, — тет йысна.
Иксĕмĕр те ката-ката мăйăр тĕшши çиетпĕр.
— Вăй кĕчĕ ĕнтĕ, — тет йысна.
Хама та вăй кĕрсех кайрĕ. Ăш-чик лăпланчĕ.
Хыр турачĕсем çинче пакшасем сиккелесе çӳреççĕ, йыснапа иксĕмĕр çине тинкерсе пăхаççĕ пакшасем.
Мăйăр çисен йыснапа иксĕмĕр те хыр çумне таянса лартăмăр. Пуртăсене хамăр ума хутăмăр.
Макçăм йыснапа сăмахлатпăр.
— Шаккăл вăрманĕ мар, Кĕшелей вăрманĕ те мар. Шаккăл, Кĕшелей вăрманĕсенче юман, çăка, хурама, вĕрене ӳсет, шĕшкĕсем пур.
— Сăр шывĕ хĕрĕнчи вăрман та кун пек мар. Атăл леш енчи çармăс вăрманĕ çак вăрман пек маар. Сăрпа Атăл таврашĕнчи вăрманта хыр, чăрăш, пилеш, çĕмĕрт, ăвăс пур.
— Ку сĕм вăрманта хырпа чăрăш пур та тата ак çак эпир курман, пĕлмен йывăçсем пур, — тет Макçăм йысна.
Чăнах та шĕшкĕ пек мар, ват юмантан та пысăк темле йывăçсем çинче пакшасем сиккелесе çав йывăç мăйăрне тата-тата кăшлаççĕ, катса çиеççĕ.
— Шаккăл, Кĕшелей, Сăр, Атăл вăрманĕсенче кунти пек тискер, хăрушă кайăксем, пысăк çĕленсем пуррине эп те илтмен. Вăл вăрмансенче кашкăр, упа, тилĕ, мулкач, мушни-кушаккайăк пур та, çапах ку вăрманти упа-кашкăр, тигр-çĕлен, калта пек тискер хăрушă мар вĕсем.
— Пăх-ха, йысна, кунта тем тери çĕрĕк каскасем ишĕлсе выртаççĕ. Каскасем çинче шурă, хура, сарă кăмпасем, чара тирки пек ывăс сарлакĕш кăмпасем. Çынтан çӳллĕ курăк — ни шурути мар, хăяхпа хăмăш мар, эпир курман курăксем. Мĕнле вăрмана килсе кĕтĕмĕр, ăçта аташса çӳретпĕр-ши? – тетĕп эпĕ йыснана.
— Хамăр çĕр-шыв мар ку — таçта ют çĕрте эпир. Ку ют вăрман — сĕм вăрман. Кунтан часрах тухасчĕ, çул тупасчĕ. Пĕр-пĕр яла тухасчĕ, айта, çул шырас, — тет йысна.
Тăтăмăр, пуртăсене хул хушшине хупрăмăр. Çĕрĕк каскасем урлă каçса пыратпăр йыснапа иксĕмĕр. Пăртак кайсан таçтан пирĕн ума чăпар кайăк хыр çумне вĕçсе ларчĕ. Темле куккук пек авăтать хăй. Хӳрине лăпсăр-лапсăр ускалать. Пирĕн çине пăхкалать.
— Мĕнле кайăк ку? — тет йысна.
Кайăк патнелле пыратпăр. Эпир хай кайăк патне çите пуçласан кайăк вĕçет те каллех пăртак аяккарах пирĕн ума вĕçсе ларать.
— Мĕн пулин пулать, атя çак кайăк хыççăн каяр, — тет йысна.
Утатпăр çак чăпар кайăк хыççăн. Эпир патнерех çитсен чăпар кайăк тата маларах йывăç çине вĕçсе ларать.
Çапла кайăк хыççăн ута-ута пĕр пĕчĕк çырма хĕрне тухрăмăр.
Чăпар кайăк çырма варне шыв хĕрне ларчĕ. Пĕшкĕне-пĕшкĕне шыв ĕçрĕ. Каллех çырма леш енне хыр кутне ларчĕ. Пире пăхкалать.
— Ăш хыпнă, атя шыв анса ĕçер, — тет йысна.
Шыв хĕрне антăмăр. Тăп-тăрă, тăрна куçĕ пек шыв чулсем çинчен шăнкăлтатса юхать.
Курăксене сирсе, ӳпне выртса шыв ĕçетпĕр йыснапа.
Шывĕ тăрă, сивĕ, тутлă, шерпет шывĕ пек. Шыв ĕçсен йысна шыв хĕрне чĕркуçленсе ларчĕ те курăк татса илсе: «Эпир ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ», — тесе шыва пĕр ывăç курăк пăрахрĕ.
Çырма урлă каçрăмăр.
Чăпар кайăк куккук пек кукласа йыснапа иксĕмĕре хăй хыçĕнчен пыма чĕннĕ пек пирĕн умран йывăçсем çине лара-лара пырать.
Эпир тăрсан чăпар кайăк йывăç çине ларать. Эпир утсан вăл малалла вĕçет.
— Темле тискер вăрман ку. Ура ярса пусма канлĕ вырăн çук. Темле чăрмавлă вăрман ку, — тет йысна.
— Çапла çав, Макçăм йысна, — тетĕп эпĕ.
«Каллех çакăнта пире кашкăр-тигр-çĕлен-калта тапăнсан мĕн курас?» – тесе шикленетĕп хам ăшра.
Макçăм йысна çине пăхатăп та вăл та пит шикленет пулмалла – пурттине алпа тыткаласах пырать. Мана хăратас мар тесе кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла.
Пĕр уçланка тухрăмăр.
Хĕвел тухас пек çанталăк çутăлать.
Чăпар кайăк лайăх курăнать. Шăнкăрч майлă хăй, шăнкăрчран пысăкрах.
— Пире ыр сунакан кайăк пуль ку, — тет йысна.
— Кайăк та пурте усал мар, ырă кăмăллă кайăк та пулĕ тĕнчере, — тетĕп эпĕ.
Уçланкă тăрăхла, вăрăм. Сылтăмалла пăхрăм та — уçланкă пуçĕнче пĕр кӳлĕ, çут кӳлĕ.
Кӳлĕ тавра хăмăшлăх. Хăмăш пирĕн çĕр-шыври хăмăш пек мар — темле вăрăм, шупка симĕс. Хăмăшсем тăрринче кăвак, сарă, шурă, кĕрен чечексем. Хăмăш тăрринчи чечексем пысăк хупах çулçи пек сарăлса лараççĕ.
Кӳлĕ тавра хăмăшсем çинче темĕн тĕрлĕ вĕт кайăк çунатланса, саркаланса, шĕкĕлтетсе, чĕвĕлтетсе, хăмăшсене тая-тая юрлаççĕ.
Йыснапа иксĕмĕр уçланкă хĕрринче тăратпăр пăхса.
— Акă, Тăхти, ырă кун-çул çитрĕ, кайăксем савăнăçлă юрă юрлаççĕ, — тет йысна.
Эпĕ урапа сирсе курăк çине пăхрăм. Ешĕл курăк ăшĕнче хĕп-хĕрлĕ пиçнĕ çырла, хăмла çырлинчен те шултăра çырла.
— Макçăм йысна, çитрĕ пурнăç, чĕркуçлен, çырла çийĕпĕр, — терĕм йыснана.
Пĕшкĕнтĕм те ик çырла татса хыпрăм.
— Тăхта, тăхта, Тăхти, труках çиес мар ку çырлана. Темле кĕвĕç çырли пулĕ, вĕлерекен çырла пулĕ, — тет йысна.
Эпир çырла çинче тăнă чух чăпар кайăк пирĕн пуç çинче пуçран сăхас пек çаврăна-çаврăна вĕçет. Хăй куккук пек куклать, пире таçта ертсе каясшăн пек хăтланать.
— Йысна, ман кăмăл пăтрана пуçларĕ, — терĕм эпĕ.
Чăпар кайăк уçланкă тепĕр енчи хыр туратне ларчĕ, хӳрине сулла-сулла куклать, пире хăй хыççăн чĕннĕ пек.
— Пулмасть кунта, ырă вăрман мар ку, айта, çак чăпар кайăк хыççăнах утар, — терĕ йысна.
Каллех хайхи чăпар кайăк хыççăн утатпăр. Çĕрте йĕпе-мĕн, ура-çăпата йĕп-йĕпе, çапах утма ытла йывăр мар.
Чăпар кайăк пирĕн умран вĕçкелесе пырать. Вăрман сайрала пуçларĕ.
Ман кăмăл пăтранать, хăсас килет, ура вăй пĕтрĕ.
Макçăм йыснана хăратас мар тесе ăна ним те шарламастăп, йысна хыçĕнчен майĕпен çапах утатăп.
Тăвăлпа тайăлса ӳкнĕ пĕр пĕчĕкрех хăрăк хыр урлă каçнă чух:
— Йысна, пăртак ларса канар-ха çакăнта, темле вăй пĕтнĕ пек пулчĕ, — тетĕп йыснана.
— Юрĕ, — терĕ йысна.
Лартăмăр хыр çине.
— Ха эс, шап-шурă шуралса кайнă-çке, мĕн пулчĕ сана? – тет йысна.
— Хăсас килет, кăмăл пăтранать, ура вăй пĕтрĕ, халтан кайрăм, те çав уçланкăра çырла çини юрамарĕ, — тетĕп йыснана.
— Ăншăрт çырли пулчĕ пуль вăл. Ман çакăнта Матюк аппу аçлăк айне çĕлесе янă курăк пурччĕ, çавна чăмлаттарса пăхам-ха сана, — терĕ йысна.
Хăйĕн кĕпи çухи пырçыххине салтрĕ те аçлăк çумне çĕленĕ курăка мана хыптарчĕ.
— Чăмла-чăмла сурчăка ăша çăтса яр, курăкне ăша ан яр, — терĕ йысна.
Йысна хушнă пек хай курăка çапла чăмласан-чăмласан кăмăл пăтранми пулчĕ. Вăй кĕнĕ пек пулчĕ.
— Хăсас килмест ĕнтĕ, йысна, вăй та кĕчĕ пăртак, атя утар малалла, — терĕм йыснана.
Чăпар кайăк пирĕн умран вĕçкелесе пырать. Ун хыççăн кая-кая тепĕр шыв хĕрне тухрăмăр.
Çанталăк уяр, шыв леш енчен хĕвел тухать сарăлса.
Чăпар кайăк пирĕн умра пĕрре çаврăнса вĕçрĕ те эпир аташса çӳренĕ вăрмана каллех вĕçсе кĕрсе кайрĕ.
— Шыв хĕрне тухрăмăр ĕнтĕ. Çав шыв майăн кайсассăн пĕр-пĕр яла çитмĕпĕр-ши? — тетĕп йыснана.
— Те анаталла каяс, те тăвалла каяс? Хĕвел тухать анатран, эс калаш анаталла, хĕвел хирĕçле майлă утар эппин, — тет йысна.
Шыв хĕрри хăйăрлă, вĕт чуллă. Шывăн сылтăм енĕпе утатпăр йыснапа. Утма çăмăл, вăй та пур пек.
Çапах хул хушшине хĕстернĕ пуртăсене тыткаласа пыратпăр.
— Атăла тухакан Ĕнлет шывĕ мар-ши ку? Ав леш енче хыр-чăрăш вăрманĕ, хурăнсем те пур унта. Кайсан-кайсан юман-çăка та пулĕ-ха. Ĕнлет шывĕ пулсан Куславкка тĕлнех, Атăл хĕрне тухăпăр. Атăл урлă мăк каçаракан паромпа каçăпăр. Куславккана çитсен Петрав вырăс патне кĕрсе сĕтпе, кулачпа чей ĕçĕпĕр, — тет йысна.
— Кулачпа-сĕтпе чей ĕçес килет те пирĕн укçа пĕр пус та çук-çке-ха, — тетĕп йыснана.
— Пĕр Куславккана Петрав вырăс патне çитсен килти пекех вара, ун майри те Машук пит кăмăллă, лайăх пăхать, кулач пĕçерме ăста, Матюк аппу пекех, çынна аван пăхать, сĕтлĕ лапша та çитерекенччĕ вăл. Кавал пасарне кулач сутма пырсан Петрав вырăс ялан хамăр пата кĕрет, кулач парса хăварать, Матюк аппу ăна тинкĕле юрса çитерет, ун майрине Машука кучченеç — пăри кулач — пара-пара ярать. Петрав вырăс «тянкля дутлы» тесе тинкĕлене уйранпа сыпа-сыпа çиет вара. Куславккана çитсен аптрамăпăр, укçа-пухча кирлĕ мар вара унта, — тет йысна.
Çапла сăмахласан йыснапа иксĕмĕр те çăмăл ута пуçларăмăр. Сăмахран сăмах перкелешсе пыратпăр йыснапа шыв юхнă майăн.
Тăп-тăрă шыв, шыв тĕпĕнчи чулсем те курăнаççĕ.
— Тем, Ĕнлет шывĕ мар пуль ку? Ку шыв ытла тăрă. Хам ĕмĕрте кун пек шыв курман эпĕ. Пӳрт лартнă чух мăк кăларма Ĕнлет шывĕ хĕрне Атăл урлă кайсан Ĕнлет шывне пăхнăччĕ эпĕ. Ĕнлет шывĕ çав тери тăрă мар, ку шыв пек хытă юхмасть, — тет йысна.
Хам ăшра: «Матюк аппа çуллă пăтă пĕçерсе çуллă пăтă çине çăмарта тураса çитерекенччĕ, сăра та ĕçтерекенччĕ», — тесе шухăшлатăп.
— Çармăс вăрманĕнче, Куславкка тĕлĕнче, Ĕнлет шывĕ хĕрринче, лаша вăррисем, этеме çаратакансем пурăнаççĕ темеççĕ-и вара, ку шыв Ĕнлет шывĕ пулсан çав вăрăсем пирĕн пуртăсене тытса илмĕç-ши? — тетĕп йыснана.
— Тăхти, вăрă-хурах, кĕвĕç-тигр таçта та пулĕ вăл. Ĕнлет шывĕ хĕрринче вăрă пур тесе çакăнтах ларса ирттерес мар, çапах малалла утар, — тет йысна.
— Юрĕ те, утассине утар, утнă вăхăтра ас тукаласа пырас, пуртăсене çухатас марччĕ, — тетĕп эпĕ Макçăм йыснана.
Пыратпăр йыснапа, пынăçемĕн шыв асланса пырать. Тăп-тăрă шыв, тарăн шыв хытă, вăйлă юхать.
Шывăн сылтăм енĕпе хăйăр пĕтрĕ.
Çурхи шыв сарăлса, питĕ хытă юхнипе хăйăра юхтарса кайнă, шыв хĕррипе пăрçа-мăйăр-йĕкел пек чулсем кăна.
Хĕвел ухать, сарăлать, çанталăк тăп-тăрă, уяр.
Пырсан-пырсан сулахай урари çăпата тĕпне тытса пăхрăм. Чуллă çĕрте утса ман сулахай урари çăпата шăтнă.
— Йысна, çăпата шăтнă, пĕр-пĕр хурама тавраш тĕл пулсан хурама хуппи сӳсе, пуртăпа пушăт туса çăпата сапласчĕ, — тетĕп.
Йысна та пĕшкĕнсе сылтăм ури çăпатине тытса пăхрĕ.
— Ха, ман та çăпата тăпăла пуçланă-çке у. Мĕн тăвас, çĕтĕлнĕ çăпатана саплама мĕнле те пулин май тупас пулать. Атăл хĕрринче мар-çке эпир, атăпа мар-çке эпир, атă путушĕ çак чулсемпе те час çĕтĕлес çук. Хĕвел те ăшă пăхать, çанталăк уяр, çак шыв тăп-тăрă. Сĕм вăрмантан та тухрăмăр. Чуна çăлтăмăр. Эх, Тăхти шăллăм, çăпата сапласах çак шыв хĕрринче хур пулас марччĕ пирĕн, - тет ман йысна.
Чул çинчен шыв хĕррипе шыва майăн мăйăр-йĕкел пек чул çинчен утатпăр йыснапа иксĕмĕр.
Кайсан-кайсан пирĕн çăпатасем тăпăлса тухрĕç.
— Мĕн тăвас, ура салтас, çарран утас, — терĕмĕр йыснапа.
Хурама-çăка тавраш курăнмасть.
Çырана пысăкрах чулсем çине лартăмăр.
Хĕвел ăшипе чулсем ăшăннă, ларма ăшă.
Çăпатасене салтрăмăр, мăшăрласа çыхрăмăр. Пир тăласене те чĕркесе çăпата кантрисемпе çыхрăмăр.
Çĕрĕк çăпата пулин те, кивĕ пир тăла пулин те ывăтса хăварас мар, кирлĕ пулĕ, сых ятне хамăрпах илсе каяс тесе çăпатапа пир тăласене çурăм хыçне çакрăмăр.
— Çара уран утма хăюллă мар, урана вĕт чулсем касасран хăрамалла, — тет йысна.
— Ас туса, майĕпе утăпăр, — тетĕп эпĕ.
Анаталла аннăçемĕн шыв аслансах пырать.
— Шывĕ тарăн, аслă, прахутсем ма çӳремеççĕ-ши ку шывпа? – тетĕп йыснана.
— Атăл, Шурă Атăл, Кама тăрăх прахутсем çӳреççĕ. Вăл тăрăхра ялсем, хуласем шыв тăрăх шыв тăрăх ларса тухнă. Ĕнлет шывĕ те мар пуль ку, темле, таçти шыв ку, этем шăрши туйăнмасть кунта, — тет йысна.
Хĕвел чылай çĕле ухрĕ, хĕртсе пăхать. Çанталăк хĕрӳ. Утнă майăн тарларăм, йысна та тарланă.
— Йысна, эс ишме пĕлен, сан хăрас çук, эпĕ ишме пĕлместĕп. Çан-çурăм таса маар, мунча кĕменни чылай пулать, тарларăмăр, эпĕ шыв хĕррине кăна кĕрĕп. Шыва кĕрсе чӳхенес мар-и, йысна? Шывĕ те пит тăрă, — тетĕп.
— Атăл, Çавал, Кĕтне, Сĕве шывĕ пулсан шыва кĕме хăрас çук. Ку ют шыв питĕ хытă юхать. Ют шыва кĕме хăрамалла, атя, утнă таран утар-ха, — тет йысна.
Вĕт чул çинчен çара уран утса пыратпăр. Шыв урлă сĕм вăрман. Пирĕн енче, сылтăм енче те вăрман пуçланать. Шыв хĕррипе сарса тухнă пек вĕт чул. Шыв ик айккипе вăрман аслансах пырать.
Пуртăсене хĕстерсе, пир тăла-çăпата çакса шыв хĕррипе йыснапа пыратпăр.
Шыва тăрăх хамăр ума пăхатпăр.
Шывăн ик айккипе те ту, çӳллĕ ту. Ту, сăрт тӳпи кăвак пĕлĕтех çитнĕ. Çӳлте, ту тӳпинче, шап-шурă юр. Ту аркинче, шывăн ик айккипе, сĕм вăрман, каллех сĕм вăрман.
— Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр, — тетпĕр йыснапа.
Шыв хĕррипе те çул пĕтрĕ. Шыв хĕррипе пысăк, пӳрт пек пысăк чулсем каплана-каплана выртаççĕ.
— Çук, Ĕнлет шывĕ мар, Чăваш çĕр-шывĕ те мар ку, Тăхти. Куславккана тухасси, Петрав вырăс патне кĕрсе канасси, киле çитесси часах пулмасть пуль, ачам, — тет йысна.
Шыв хĕррипе каяс — çул çук. Айккинелле каяс — çул çук, сĕм вăрман, аслă вăрман, тем те пулĕ сĕм вăрманта.
Шывăн ик айккипе тем çӳллĕш тусем, тусем тӳпинче шап-шур юр. Хĕвел çутипе тусен тӳпинче юр йăлтăртатать.
Тусем хушшипе аслă хапха уçса янă пек çап-çутă шыв юхать, аслă шыв юхать.
— Мĕн тăвас, йысна, ларса канар пăртак, шутласа пăхар, мĕн тăвас? – терĕм йыснана.
Шыв хĕрне пĕр чул çине лартăмăр.
— Каялла каяс — хăрушă, шыв хĕррипе анаталла каяс — çул пĕтрĕ. Йывăçсем пур, пĕрене пек йывăçсем ав лараççĕ.
— Пăх, темле кантра пек тымарсем çĕр шывпа ишĕлнĕ çĕрте усăнса тăраççĕ. Икĕ пуртă пур пирĕн, пирĕн пуртăсем мăка мар.
— Атя çав тымарсене тытса пăхар. Хурама тымарĕ пек тымарсем мар-и вĕсем? — тет йысна.
Чул çинчен тăрса, хай тымарсене пуртăпа касса йыснапа иксĕмĕр туртса пăхатпăр. Çăпата кантри пек тымар, йыснапа иксĕмĕр тапса туртсан та татăлмасть.
— Ача, ку пит çирĕп тымар. Хурама тымарĕнчен те пиçĕ тымар ку, — тет йысна тымара авкаласа пăхса. Çав тымара йысна кантра пек çыхать те тымар пĕртте хуçăлмасть, сӳс кантра пек çирĕп тымар.
— Ан куллян, пирĕн çул уçă. Çак аслă шыв — пирĕн çул пулать. Иксĕмĕре икĕ пуртă пур пирĕн. Йывăçсем те пур кунта. Йывăç касса, çак тымарсемпе çыха-çыха сул пĕрени пек тăвăпăр. Сул пĕрени çине ларса шыва майăн кайăпăр. Тен, Атăл хĕрне Куславкканах тухăпăр. Сул пĕренине Куславкка вырăсĕсене сутăпăр. Сутса пĕтерейменнине Петрав вырăса парăпăр. Куславккара, Сапротин лавккинче, Матюк аппу валли шурă тутăр илесчĕ-ха, — тет йысна.
— Таçтан та ăс çитет çак сан, йысна. Эп те вара пĕрене сутнă укçапа арăм валли сар тутăр, анне валли шур тутăр, атте валли хура карттус илсе таврăнăп, — тетĕп Макçăм йыснана.
Тăла-çăпатасене чул çине хутăмăр. Хай тымарсене тăпăлтара-тăпăлтара, пуртăпа тата-тата илсе шыв хĕрне купаларамăр.
— Ас ту, чипер каскалас, пуртта чула лектерсе мăкатас мар, — тет йысна.
Тӳп-тӳрĕ йывăçсем пӳрт пĕрени, мунча пĕрени пек. Ик айккине чĕркуçлене-чĕркуçлене ларса йывăçсене касса-каса яратпăр. Тăррисене татапăр йыснапа. Шыв хĕрне рычагпа кустарса антарса, йывăçсене шыва ярса пĕр-пĕрин çумне хай тымарсемпе çыхатпăр. Çыхса пынă сулă юхса каясран пысăк тымарсемпе сулла пĕр йывăçран кăкартăмăр. Çапла аппаланса пирĕн чылай пысăк сулă пулчĕ.
Кăкарса хунă сулă çине йысна кĕрсе пускаласа, уткаласа пăхать те – çирĕп сулă, саланас çук.
— Ку сулăпа ĕнтĕ сăмалют-прахут пекех ишетпĕр, — тет йысна.
— Сулă аванни аван та, тата сулă урлă-пирлĕ кашта пĕренисем картла-картла хурас. Пĕренисене çак тымарсемпе лайăхрах çирĕплетсе çыхас.
— Шывпа каяс çул вăрăм пулĕ. Йĕпе-сапа пулĕ. Куславккана, тен, часах çитеймĕпĕр. Сулă çине хӳшĕ-ӳпле тăвас. Ав унта хăма пек чулсем пур. Сулă çинче, хӳшĕ çумне çав чулсене сарса хурас. Ав тата чăмăр пек çаврака чулсем пур. Çавсене те пуçтарса сулă çине хурас. Пĕлес çук, вăл хатĕрсем пире кирлĕ пулĕç, — терĕм эпĕ йыснана.
— Юрĕ, Тăхти, сан сăмаха та тиркес мар. Тăхти, эс ытла ухмах çын маар пулмалла, — тет мана йысна, хăй ман çине пăхса пăртак кулать.
Шалча пек хырсем касрăмăр. Сулă çине тăраткаласа хӳшĕ турăмăр. Хӳшĕ-ӳпле тăррине хыр турачĕсене лайăх витрĕмĕр.
Хайхи хăма пек чулсене иккĕн çĕкле-çĕкле хӳшĕ çумне сартăмăр. Пĕр чулĕ авсăн такани пек кӳнкрешкеллĕ чул. Çав чул çине шыв ярсан ик çĕклем шыв кĕмелле. Вăл чула ыти чулсем çине хӳшĕ умнерех аран йăвантарса пырса лартрăмăр.
Хай чăмăр пек чулсене те пуçтара-пуçтара сулă çине пĕр вырăна хутăмăр.
Пирĕн сулă пысăк пулнă. Чулсем-мĕнсем хурсан та шыва кăлт та путмарĕ.
— Тем шухăш пур сан, Тăхти. Сулă çине чулсем хуртартăн, — тет мана йысна.
— Пирĕн килте мунча кăмаки ишĕлме пуçланăччĕ. Хамăр таврара мунча кăмакилĕх лайăх чулсем çук. Мунча кăмаки сӳтсе купалама Куславккаран Шăнчаса çак чулсене турттарса шухăш пур-çке. Тата пирĕн килте сысна пăтратакан такана кивелнĕ, апат парсан такана çине уха-уха кайса сыснасем таканана çурса пăрахнă. Халь такана çинче пĕртте шыв тăмасть, юхайса тухать. Çак чул сыснасем валли такана тума та аван-çке, йысна, — тетĕп.
— Юрĕ, юрĕ, калаç, Тăхти, — тет йысна.
— Тискер вăрмантан иксĕмĕр пĕрле çăлăнса тухрăмăр, чăпар кайăк та ырă кăмăллă пулчĕ те эпир çӳрес çул, пĕлме çук, вăрăм-и, тен, çавăнпа пĕр-пĕрин сăмахне тиркешлес мар, ырă кăмăлпа мĕн каланă, çавă пултăр, — тет Макçăм йысна манн çине ăшшăн пăхса.
— Сулла унталла-кунталла пăркаласа тытса пыма сулă хӳри тăвас тата тăват-пилĕк шалча пек патаксем касса хурас, — терĕ йысна.
— Юрать, йысна, сулă хӳри кирлĕ.
Этем йăхĕ хӳреллĕ ан пултăр. Кимĕ, прахут, сулă хӳресĕр шыв тăрăх çӳреймĕç; этем хӳреллĕ, этем тилĕ пек вăрăм хӳреллĕ пулсан этемсем пĕр-пĕрин хӳрине тапта-тапта çынна такăнтарĕç.
— Тата сулă çине хăрăк-харăк вут-шанкă пуçтарса хурас. Çак тымарсене те лайăхраххисене ик-виç çĕклем тăпăлтара-тăпăлтара хурăпăр, йысна, — терĕм эпĕ.
Пĕр кашта пек тӳрĕ хыр касрăмăр...