Çимĕк сăри ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне кайрăм.
Кукки хамăр ялтан вăрман урлă, ултă çухрăмра, аслă ялта пурăнать.
Çĕнĕ çăпата, шур пир тăла сыртăм, арăм та тумланчĕ, пушмак тăхăнчĕ.
Килтен тухрăмăр. Уй урлă каçрăмăр. Вăрмана кĕтĕмĕр.
— Кăçал вăрман пĕтĕ пулĕ-ши, мăйăр-йĕкел пулĕ-ши? — тесе арăмпа çавтăнса, пуплесе пыратпăр вăрманта.
Вăрмантан тухрăмăр, куккисен ялне кĕтĕмĕр, кукки патне çитрĕмĕр. Эпир çитнĕ çĕре ытти хăнасем те пухăннă.
— Килех, килех, иртĕр, иртĕр, — теççĕ пире куккипе инке.
Ман арăм хĕрарăм-хăнасемпе тĕпеле ларчĕ, эпĕ арçынсем хушшине тăрăх сак çине лартăм.
Çитмĕшри йыснапа аппа та пынă. Кукки патне хамăр хурăнташсем пурĕ вăтăр мăшăр ытла пухăннă.
Куккипе инке, тав тăва-тăва, ĕретрен сăра ĕçтереççĕ. Сăри лайăх, çăра, кăпăклă, хăйма пек сăра.
Ĕçнĕçемĕн кукки сăрине ĕçес килет.
Кăçал çимĕкре, кукки патĕнче çапла сăра ĕçсе ларнă чухне, кукки пӳрчĕн урам енчи кантăкĕнчен пĕр çын пăхрĕ те:
— Краска сутап… краска кирлĕ мар-и сире? — терĕ.
— Краска кирлĕ мар та, кĕр пӳрте, виç курка сăра ĕçсе кай. Кĕр, кĕр, хăна пул, — тет кукки вăл çынна.
Хайхи çын кĕчĕ.
Кушел çакнă хăй. Кушелĕнче краскăсем пулмалла. Краска сутакан кĕчĕ, ларчĕ, кукки ĕçтерет ăна.
— Ăçтисем эсĕ? — тесе ыйтать.
— Энтри пасар панчисем, Малай Якку ялĕсем эпĕ, — тет краска сутакан.
— Краска ăçтан илетĕн? — тесе ыйтрăм эпĕ.
— Мускавран та кайса илнĕ, Ленинградран та кайса илнĕ, — тет.
— Мускавне илтнĕ, пирĕн чугун çул та çав Мускавах каять теççĕ; Ленинград тенине илтмен вара. Кармăш пасарне «Ленинград» тесе ят хуман пуль? — терĕм эпĕ.
— Кармăш пасарĕнче краскăсем хаклă; Ленинград вăл — хула, Мускавран та лерелле.
— Ара, Мускав чăн чаплă, аслă хула, теççĕ. Мускавран лерелле мĕнле хула пултăр вара? Эсĕ суятăн пуль? — терĕм эпĕ краска сутакан çумнерех ларса.
— Суймастăп: Ленинград вăл — пысăк хула, ăна ĕлĕк Питĕр тенĕ, унта краскăсем йӳнерех, — тет çак.
— Питĕр тенине илтнĕ, пирĕн асатте те Питĕрте гвардире служить тунă тетчĕ. Питĕр вăл Яппуни патнелле пулмалла, — терĕм эпĕ.
— Питĕр унталла пулать-и, ан аташ, ют çын умĕнче йĕркесĕр калаçни килĕшмест. Ухмах вĕсем, хурăнташĕсем анра, тейĕç апла, — тет мана Çитмĕшри йысна.
— Таçта Мускав, таçта Питĕр, çитсе курман эпир, пĕлместпĕр. Энтри Пасар леш енчех Яппуни çĕрĕ пуçланса каять-и, тен? — теççĕ пирĕн арăмсем, сăмаха ман майлă çавăрнă пек пулса.
Куккипе инке сăра ĕçтереççĕ. Калаçатпăр. Арăмсем итлеççĕ.
— Эп хам та нимех те пĕлместĕп. Питĕре краска илме каяс çукчĕ те, хамăр аппа ывăлĕ илсе кайрĕ. Вăл унта хут вĕренет, студенцăра пурăнать, — тет краска сутакан.
— Студенцăсем пурте вульверпе* çӳреççĕ пуль вĕсем? — тет Шмалахри аппа.
— Ăна-кăна пĕлместĕп эпĕ, Ленинградра çав студенцă мана пит тĕлĕнмелле япаласем кăтартрĕ, — тет краска сутакан. — Вăл пурăнакан пӳлĕмре электрицă çунать. Кăлт пăрать — лампи йăлт! çутăлать. Тата чейникне шыв тултарать, вара çав электрицă, пралукпа тунăскере, чейник ăшне чикет те пĕр вунă минутрах шыв вĕрет, çав электрицăпах яшка пĕçерет. Яшки тутлă пулать. «Ку электрицăпа тинкĕле юрма, çăмах пĕçерме юрать-и?» — тесе ыйтрăм эпĕ студенцăран. «Акă сана тул çăнăхĕ, çăмах çăр, çăмах яшки электрицăпа пĕçерĕпĕр», — терĕ мана студенцă.
Вара эпĕ çăмах çăртăм, купăста турарăм, купăстапа çăмаха каструль çине ятăм.
Студенцă каструль çине шыв тултарчĕ, хайхи электрицă пралукне каструле чикрĕ. Пĕр вунă минутран çăмах яшки лакăртатса вĕреме пуçларĕ.
Чутах тăкăнатчĕ вĕресе. Электрицă пралукне аран кăларса ĕлкĕртĕм.
— Вара, апат пĕçернĕ чухне, электрицăран тĕтĕм тухса, тĕтĕмĕ куçа çимест-и? — теççĕ арăмсем.
— Электрицăпа пĕçернĕ чух ни тĕтĕм тухмасть, сĕрĕм те çук; кăмака вучахĕ те кирлĕ мар, савăт-сапана хăрăм çыпăçасси те çук. Çăмахне шăрпăкпа чике-чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ, хуранта вĕретсе пĕçернинчен те тутлăрах, — тет краска сутакан.
Пурте тĕлĕнтĕмĕр çак сăмаха илтсен.
— Электрица текенни вăл шĕшкĕ вутти пек-и, юман пек-и? — тесе ыйтать Çитмĕшри аппа.
— Электрицă вăл — таçта савăтра тăваканскер, ăна пралук тăрăх таçта та яраççĕ, пралуксемпех çуртсене кӳртеççĕ. Халь питĕ пысăк савăт, электрицă савăчĕ, Волхов шывĕ çине туса лартнă. Çав савăтран, чылай инçетрен, Ленинграда пралуксемпе электрицă пырать, — тет Малай Якку ялĕсем.
— Шĕшкĕ вутти, юман вутти мар пулсан, электрицă мĕн вара вăл?! — тет каллех Çитмĕшри аппа.
— Электрицă мĕн иккенне хам та лайăх пĕлместĕп эпĕ, электрицă — çиçĕм вăл теççĕ, — тете краска сутакан.
— Апла вара çиçĕмпе çăмах пиçет-ши? — тесе хутăм эпĕ.
— Пулĕ, пулĕ тем те пулĕ ку чухне, — теççĕ кукки хăнисем.
— Тавтапуç ĕçнĕ-çинĕшĕн. Иртсе çӳренĕ чух Малай Якку ялне, хамăр пата кĕрсе тухăр, — тесе тухса кайрĕ краска сутакан.
— Çав акăлчансемех пăсаççĕ пулмалла. Кăçал пăрçапа ясмăк пулмарĕ акă, — тет кукки арăмĕ...
Чылай лартăмăр, пуç патне те пычĕ.
Арăмпа иксĕмĕр кукки патĕнчен тухрăмăр, вăрмана кĕтĕмĕр. Ыткăнса юрла-юрла таврăнтăмăр киле.
Иксĕмĕр те, хĕрĕнкĕскерсем, выртса çывăрнă вара.
Тĕлĕкре, темле, çиçĕм çăмахĕсем çинĕ пек тĕлленсе пĕтнĕ.