Пĕр шурă, пысăк мăйракаллă, хура сухаллă качака пурччĕ пирĕн.
Çулла пĕрре пӳртре каçпа апат çисе ларатпăр. Кĕтӳ кĕртнĕ. Выльăхсене эпир киле кӳртнĕ, шурă качака та картишĕнчех.
Апат çинĕ чух ăшă тесе анне кантăксене уçрĕ.
Çăкăр каснăччĕ те, çăкăр сăмсине картиш енчи кантăк çине хунăччĕ.
Пирĕн хура пӳрт, кантăксем лутра. Эпир апат çисе ларнă чух качака чĕвен тăрса пуçне кантăкран чикрĕ те: «Качча!.. Качча!..» — тенĕ çĕртех çăкăр сăмсине хыпса кантăк çинчен илсе тарчĕ.
Атте:
— Эй, шуйттан, каскăн качака теме те ярса илĕ! — терĕ вара апат çисе ларнă çĕртех.
Пирĕн çав качака купăста пахчине питĕ кĕретчĕ.
Малтан карта çумне икĕ уран чĕвен тăрса пахчана пăхатчĕ. Вара карта çумĕнчен каялла чакса-чакса каятчĕ те трук чупса пырса карта урлă яшт! сиксе купăста пахчине кĕрех каятчĕ.
Çавă качака кĕмен пахча хăварман пуль ялта. Хамăра та, çынсене те купăста çисе тем чул тарăхтарнă вăл. Аттене те çавăнтанпа Качака Микиш теме пуçларĕç. Ача чухне хамăра та юлташсем урамра «кăч-кăч-кăч» тесе йĕкĕлтетчĕç.
* * *
Купăста чĕрĕлле те тутлă пуль çав. Çавăнпа та ăна качака юратать. Купăста яшкине, купăста кукăльне эпĕ тем апатран та лайăхрах килĕштеретĕп вара.
Чăмăрла паранкă пĕçерсен, тăварланă купăста шӳрпипе сыпса çисен ман ăш-чик уçăлсах каять.
* * *
Çак сăмахсене кам та пулин вуласа пăхсан хăшĕ-пĕри: «Тăхти хăй, качака пек, купăста юратать те, ун çинчен çавăнпа çапла калать, мĕнех вăл купăста», — тейĕç мана.
«Эпир те кашни çулах лартатпăр вăл купăстана. Пуçĕ чышкă пек пулать, купăста кучанĕ кукăрăлса, çинçеленсе каять, купăста çулçи пыйтланать. Арăмсем çăвĕпе купăста шăварса тарăхаççĕ», — тесе калакансем пулĕç.
Хам арăм та вара: «Пĕр сан кăмăлшăн анчах аппаланатăп ку купăстапа. Ĕçле-ĕçле, çăвĕпе тăрăш, купăсти çапах начар пулать», — тет.
Ир те, каç та ман арăм çулла купăста шăварать, хĕрхенетĕп вара арăма.
Кăçал, çăварни иртсен, пĕрре кăнтăрла умĕн арăмпа иксĕмĕр хăш пусса мĕнле тырă акмалли çинчен, хăш анана мĕн акасси çинчен пуплесе ларатпăр.
Эпĕ арăмран:
— Кăçал миçе йăран купăста лартăпăр, купăста вăррисем пури-ха пирĕн? — тесе ыйтрăм.
— Кăçал купăстана пĕлтĕрхинчен ытларах та лартма юрать те, анчах темшĕн пирĕн купăста çынсеннинчен начар пулать, — терĕ мана арăм.
Çапла арăмпа сăмахласа ларнă хушăрах урамра çынсем калаçни илтĕнчĕ.
Эпĕ сăхман тăхăнтăм та урама тухрăм. Çурхи хĕвел ăшшăн пăхать. Пирĕн яла вăрлăх тасатма агроном машина илсе килнĕ-мĕн. Çынсем вăрлăх тасатнă çĕре эпĕ те уттартăм.
* * *
Вăрлăх тасатнă хушăрах агроном çынсемпе калаçса тăрать. Купăстана хам юратнăранах пуль, эпĕ те агроном умĕнче тăнласа тăнă чух чăтаймарăм:
— Ма пирĕн купăста начар пулать? Çавăнпа та пирĕн чăвашсем купăстана сахал лартаççĕ-и, тен? — тесе персе ятăм хам ухмахпа.
Хайхи аграном ман çине пăхрĕ те çапла калать:
— Мучи, сан сăмах питĕ вырăнлă, вăл кирлĕ сăмах. Пирĕн кунта çĕр хĕсĕк, начар. Хăш çĕрте ана тăрăх виç шырлан, ана урлă пĕр шырлан. Çавăнпа та пахча-çимĕç лартасси — питĕ кирлĕ япала. Хамăр çинех пăхар: эпир начар, вăйсăр çынсем. Мĕншĕн вăл апла? Эпир типĕ çăкăрпа, паранкăпа анчах пурăнатпăр. Купăстана та шывпа хутăштарса кăна çиетпĕр. Вырăссемех тĕрлĕрен пахча-çимĕç ытларах тăваççĕ. Пахча-çимĕçĕ — сĕтеклĕ, сывлăха питĕ усăллă япала. Купăстанах илер. Вăл та питĕ усăллă çимĕç. Ăна пурте юратаççĕ. Купăстана лартса, пăхса ӳстерме пĕлес пулать, — тет агроном.
Пирĕн кӳршĕри тăлăх Укахви, ман çумрах тăраканскер, агронома калать:
— Купăстана халь те лайăх пăхатпăр, çулла уярта купăста шăварма шыв çĕклесе хул-çурăмсем ыратакан пулаççĕ, купăсти çапах начар пулать, — тет.
Агроном çапла калать:
— Купăстана та, ытти пахча-çимĕçне те лайăх пăхас пулать. Шăварнипех ĕç тухас çук. Купăстана пĕрмай пĕр вырăна лартмаççĕ. Етĕрне уесĕнчи Нурăс, Ассакасси таврашĕнчи чăвашсем купăстана Çавал улăхне, çуркунне шыв илекен вырăна лартаççĕ. Вĕсен купăста вара питĕ вăйлă, сутлăх та пулать. Çав уесрах Вăрнар техникумĕнче кăçал купăста питĕ пысăк пуçлă пулнă. Шупашкар вулăсĕнчи Чăрăшкассисем те ку ĕçре аван ĕçлеççĕ, усă нумай кураççĕ, — тет.
Агроном сăмахĕсем ман ăша кĕрсе вырнаçчăр тенĕ пекех, эпĕ, çăвара карса, агранома итлесе ларатăп.
* * *
Çынсем ытларах пухăнаççĕ.
Пирĕн ялти косомолец Якку агрономран тата çапла ыйтать:
— Халăхпа пĕрлешсе, пĕр пахча туса, купăста лартма пулать-и? — тет.
— Халăхпа пĕрлешсе çимĕç пахчи тăвасси — хальхи саманара питĕ кирлĕ, питĕ пысăк, питĕ усăллă ĕç. Пĕрлешсе ĕçлесессĕн ĕç те çăмăлтарах, таххут та ытларах пулать, — тет агроном.
— Çуркунне шыв илекен вырăнсене, çырмасене, шыв хĕррисене çавăн пек усăсăр выртакан çĕрсене купăста лартма аван. Ун пек вырăнта купăста лайăх пулать, — тет.
— Халĕ çуркунне, купăста лартас вăхăт та çитет; эсир кун çинчен ячейкăра сӳтсе явăр, ял хуçайстви кружокĕсемпе пĕрле çуркунне вăл ĕçе пурнăçа кӳртĕр. Купăста пахчи валли карта-мĕн тытма, вăрлăх илме чухăнсен вăй çитеймест. Вĕсене коопераци, пулăшу комитетчĕсем урлă пулăшмалла. Вара ял хуçайствине çĕнĕ çул çине кăларса, ӳстерсе яратпăр, — тет агроном.
Вăхăт чылай иртрĕ. Агроном сăмаххисем мана питĕ кăмăла килчĕç.
Эпĕ чунтан савăнса:
— Агроном килсе вĕрентни питĕ нумай усă парать, эсĕ пирĕн пата час-часах килкеле, — терĕм. Вара, агронома алă парса килелле утрăм.
Килелле утнă чух хĕвелĕ те ăшшăн пăхать, ман ăшăмаран та купăста шухăшĕ тухмасть.
«Сывă пултăр купăста!» — тесе калассăм килчĕ.