Кивелнĕ рама айĕнчен
Пăхать атте куç сиктермесĕр.
Атте, калаç пĕрех хутчен.
Портрет, мĕскершĕн эс чĕлхесĕр?
Тĕрĕссине эс ан пытар,
Чунна уçса парсамччĕ эсĕ.
Епле ман хуравлас, ăс пар,
Çынсем: «Аçу ăçта?» — тесессĕн?
Снаряд чĕтретнĕ чух çĕре
Çухалнă эсĕ пĕр хыпарсăр.
Пуçна-и хутăн е чĕрех —
Кала, атте, пĕр пытармасăр.
Кала, сана ăçта шырас?
Сан пурнăçна, тен, татнă пуля,
Тен, эсĕ путнă пуль шыва,
Тен, сан ӳтӳ кĕл пулнă пулĕ?
Тен, эсĕ хăв ирĕкӳпех
«Сдаюсь!» тесе çĕкленĕ алă?
Ют çĕршывра çĕн çĕмйӳпе,
Тен, пурăнатăн пулĕ халĕ?
— Пуç тавралла шутласчĕ сан, —
Сас пачĕ ман атте хăватлăн. —
Эс манăн вырăнта пулсан
Çав çулсенче мĕскер тăваттăн?
Эс манăн чĕрĕ юлнă юн
Тумламĕ мар-и ĕнтĕ, ывлăм?
Санра ман ăс, санра ман чун,
Эс пĕтĕмпех мана-çке хывнă.
Ик куç тулли çемйӳ пур сан.
Ăна эс ман пекех саватăн.
Эс хăвăн пĕр пуçна çăлса
Нивушлĕ çемйӳне сутаттăн?
Куç виçейми çĕршыв хакне
Эс ман виçепелех виçетĕн,
Чăваш çыннин гранит ятне
Нивушлĕ сутăнса çĕртеттĕн?
Алхасрĕç фашистсем урсах.
Вăрçă тени вăл вутлă, юнлă.
Тăван çĕршывшăн пуç хурса
Çапах та эпĕ чĕрĕ юлнă.
Чăн салтакла пăхма пĕлсен,
Мана эс курăн ирлĕн-каçлăн.
Çынсем: «Аçу ăçта?» — тесен,
Чул палăка кăтарт мăнаçлăн.