Тинĕс çинче çӳренĕ
Колчак ятлă адмирал;
Аслă улпут таврашпе
Хура халăх юнĕпе
Ĕçкĕ-çикĕ ĕçнĕ вăл.
Революци пулсассăн,
Колчака та вырăнтан
Кăларнă та пăрахнă.
Чĕрĕ юна ĕçмешкĕн
Тискер кайăк-кашкăрĕ
Пăрахаймасть, тееççĕ.
Çавăн пекех Колчак та
Халăх юнне ĕçесшĕн,
Ĕлĕкхине астуса,
Çӳрет халĕ хĕрĕнсе.
Колчак ĕнтĕ çавăнпа
Пĕтĕм улпут пуххине
Пухнă Çĕпĕр çĕр çинче.
Православи чиркĕвĕн
Митрополит-элхерей,
Вăрăм çӳçлĕ мăн хырăм —
Пурте Колчак патĕнче
Шампань эрех ĕçеççĕ;
Мухмăр, ӳсĕр пуçпала
Улпут тавраш Колчакшăн
Турра хытă кĕлтăваç.
Йăлтăр-йăлтăр хулпуççи,
Çапă-çутă атăллă
Янралĕ те полковник,
Капитанĕ, офицер —
Пурте Колчак патĕнче
Советсене пĕтерме
Усал канаш тăваççĕ.
Этем юнне ĕçекен
Хурçа тавраш, пуянсем
Кунтан тухса тарнă та
Колчак патнех пухăннă.
Акă, юлташ, пăх-халĕ —
Колчак канаш пухăннă:
Вăрăм сĕтел тавралла
Çак канаша пынисем
Ларса тухнă чинпала.
Шĕвĕр сăмса, хурчка куç,
Типшĕм питлĕ Колчакĕ
Ларать сĕтел умĕнче
Бархат çапнă пуканпа.
Колчак сылтăм енĕнче
Ыраш çĕмел пысăкĕш
Тулли питлĕ мăн хырăм,
Хура риза тăхăнса,
Ылтăн хĕрес çакнăскер —
Апат тулă çинипе,
Арман хуçи ĕни пек
Машлаттарса сывласа,
Пысăк сухал, вăрăм çӳç —
Пукан çине сĕвенсе
Ларать çавă пуп-этем.
Тата тепĕр енĕнче
Яка çӳçлĕ хĕсĕк куç —
Ларать хуçа-усламăç.
Пуян тарçи Колчака
Майпе-майпе илĕртсе,
Урал казак юнĕне
Чарăнмасăр ĕçекен
Дутов ятлă атаман
Ларать çакă ушкăнтах.
Пуçне асла хывакан
Çăлтăр-çăлтăр генерал,
Тăппи-таппи утакан
Икĕ ярăм полковник,
Пехотинца, гвардейца,
Гусар, улан, капитан,
Пĕрер çăлтăр прапорсем,
Артиллерист-офицер
Кашта çинчи чăхсем пек
Ларнă сĕтел хушшине.
Çак улпутсем шут тăваç
Пролеттара пĕтерме,
Чухăнсене тĕп тума,
Ирĕклĕхе хĕстерме,
Пуянсене пулăшма.
Çак ушкăнăн пуçлăхĕ —
Колчак пичче адмирал
Ура çине тăчĕ те
Вара çапла калаçать:
— Итлĕр-халĕ, господа!
Калам сире виç сăмах:
Советсене çĕнтерес,
Чухăнсене пĕтерес;
Пролеттара çаптарас
Шурă хурăн хуллипе,
Ĕçлекене çактарас
Икĕ юпа хушшине.
Хамăн кĕрес патшана
Микулайăн вырăнне.
Çветтуй атте, батюшка!
Рай алăкĕн уççине
Сан аллуна тыттарас,
Тамăк хапхи питĕркĕч
Пултăр санăн аллунтах.
Рай алăкне уçакан
Петр ятлă апостол
Пулать вара сан хăту.
Вĕри çунса тăракан
Çĕр айĕнчи тамăкăн
Усал пуçлăх-сатани
Пултăр сирĕн вăртахху.
Ку сăмаха илтсессĕн
Çветтуй пичче, пуп атте,
Шурă мăнтăр аллипе
Квапи тĕлне тытать те,
Йăл-йăл кулса, савăнса
Мăн хырăмне ик алпе
Вар пуснă пек сĕркелет.
Колчак татах калаçать:
— Аслă улпут таврашĕ
Мĕн чул кирлĕ çĕр илтĕр;
Хапрăк-савăт хуçасен
Ĕмĕр пултăр аллинче.
Хĕн-хур курса ĕçлекен
Этем юнне ĕçмешкĕн
Ялтан яла усламăç
Лавккасенче пулччăрах.
Чайни тавраш, трактирĕ,
Мĕнпур тавар сутасси —
Юлтăр хуçа аллинче.
Çак сăмахшăн савăнса,
Яка пуçлă усламăç
Мăн сухалне аллипе
Шăлса илет якатса,
Тата выçă кăмăльпе
Хăй ăшĕнче шухăшлать:
«Ĕçме-çиме япала,
Мĕнпур тавар таврашне
Хамăр алла илетпĕр,
Кирлĕ хакпа сутатпăр,
Усламсăрах памăпăр,
Пире пулать паришĕ.
Тит Титтăча-хуçана
Çитет вара ырă кун —
Ылтăн-кĕмĕл пуçтарма,
Ĕçсе-çисе савăнма».
Итлĕр халĕ малалла —
Колчак калать ак çапла:
— Буржуйсен хутне кĕме
Ĕçлекене çаптарма,
Вулăсран та вулăса
Уретниксем, приставсем
Лартса тухас çĕнерен.
Пире хирĕç тăракан
Хура халăх çыннине
Пристав хуптăр тĕрмене;
Ирĕклĕхе шыракан
Этем ывăль чунсене
Пуп таврашĕ-элхерей
Тамăкпала хăратчăр.
Превосходи генерал!
Выскороди полковник!
Хыттăн-хыттăн çухăрса
Командовать тумашкăн
Сире çарă паратăп.
Ват шăмшака хускатма,
Çамрăк шухăш кӳртмешкĕн,
Ирлĕ-каçлă çӳреме
Хула-хуласеренех
Сире пулать балетсем.
Пăркаланса, авăнса,
Хуçкаланса, сарăлса,
Каркаланса, тăсăлса
Йăлти-ялтти сикекен,
Кула-кула ташлакан
Балерина-хĕрĕсем
Сирĕн алла лекеççĕ, —
Тесе калать адмирал.
Ку сăмаха илтсессĕн,
Полковниксемпе янралсен
Тĕтреленеç куçĕсем,
Ват чĕрисем кăлт! сикеç,
Юн тымарсем тăлт! тапаç.
— Татах итлĕр, господа!
Офицерсем, çамрăксем!
Йывăр ĕçрен хăтарма,
Шик! шăхăрса çӳреме
Сире вырăн паратăп.
«Очко» картла выляма
Сире шалу хушатăп.
Çапă-çутă пакунпа
Хĕр чĕрине хускатма,
Гимназистка астарма
Сире манран ирĕк пур.
Раз и два да казачок,
Три-та-та-та тарантелл,
Йăлтăр-йăлтăр атăпа,
Чăнкăр-чăнкăр шпорпала,
Галифеллĕ çытмапа
Пĕç çĕклесе ташлама
Сире ирĕк парас пуль.
Халăх пултăр — ĕçлекен,
Эсир пулăр — çиекен.
Адмиралăн сăмахпе
Чунтан-вартан ратланса,
Пурте пĕрле Колчака:
— Рад стараться! — кăшкăраç,
Яштах тăрса чеç параç.
Çакă намăс ушкăна
Ашшĕ, ывăль ячĕпе,
Çветтуй сывлăш хвачĕпе
«Аминь, аминь» каласа
Парать пупĕ пиллесе.
Тип кашăкпа тута та
Çурлать, теççĕ чăвашсем.
Колчак çавна пит пĕлет,
Çавăнпа та вăл калать:
— Пуп таврашĕ, элхерей!
Улпут-хуçа çыннисем!
Янăралĕ, офицер!
Советсене çĕнтерме,
Ĕççыннине хĕстерме
Эсир мана пулăшсан,
Эпĕ сире манас çук.
Акă халĕ Япони
Ылтăн ячĕ ман валли.
Эпĕ сире паянах
Çавă ылтăн укçана
Валеçеп те паратăп.
Франципеле Америк
Кирлĕ-кирлĕ япала
Ялан пире параççĕ.
Пулăшнăшăн Япони
Çĕпĕр çĕрне, вăрманне
Ылтăн тăпри кăларма
Ыйтать пиртен ĕмĕре.
Франципеле Америк
Пирĕн хута кĕнĕшĕн
Савăтсемпе чугун çул
Хăйсен алне илесшĕн.
Пуянсене хăтарма,
Ĕççыннине пĕтерме
Пирĕн хытă тăмалла.
Çапла Колчак каласан
Пăртак тăчĕ чарăнчĕ, —
Йĕри-тавра ларакан
Хăйĕн тусĕ-йышсене
Пăхса илчĕ сăнаса.
Вара ыйтать çаплалла:
— Кĕпçе пултăр сыпăклă,
Сăмах пултăр татăклă.
Ман канашлă тусăмсем!
Калăр-халĕ пат татса:
Японипе Францине,
Америкпе Англие
Мĕн ыйтнине парас-и?
Пару-илӳ тӳлес-и?
Калăр ĕнтĕ, мĕн тăвас?
Çакăн çинчен калама
Илет сăмах пуп тете.
— Ыр тăвансем, итлĕр-ха!
Ман сăмаха тăнлăр-ха!
Мĕн ыйтнине памасан
Атте турă каçармасть;
Пару-илӳ татмасан
Этем чунĕ çăлăнмасть.
Мĕн ыйтнине парăпăр,
Парăмне те татăпăр;
Раççей халăх йышлă вĕт,
Вăл тӳлеве тӳсĕ-ха, —
Терĕ хайхи пачăшки.
— Ай да, атте, батюшка!
Питĕ маттур каларăн.
Браво-браво сăмахна!
Урра, урра сан ăсна!
Çапла хытă кăшкăрса,
Пуп сăмахне чăн туса,
Полковник те янралсем,
Офицерĕ-прапорсем
Алă çупса шавлаççĕ,
Аслă пупа мухтаççĕ.
Артиллерист-офицер
Ура çине тăчĕ те
Ал çĕклесе Колчакран
Сăмах илет калама:
— Советсемпе вăрçнă чух,
Хресчен салтак пуçтарса
Позицие ярас та
Хамăр çӳрес хыçалтан
Штабсенче те кадрта.
— Ара, çапла пулмасăр, —
Тесе калаç ыттисем.
Ку сăмаха пурĕ те
Килĕштерсе хучĕçĕ.
Кайран Колчак ак çапла
Юлашкинчен каларĕ:
— Паян эпир пысăк ĕç
Туса татса хутăмăр, —
Хĕрлисене пĕтерме,
Советсене çĕнтерме
Пĕр канашлă пултăмăр.
Ĕçе татнă хыçĕнчен,
Славянсенĕн йăлипе,
Хамăр вырăс шучĕпе,
Ĕçмесен те килĕшмест.
Хаклă коньяк — «виç çăлтăр»,
Тĕрлĕ тутлă эрехсем —
Пирĕн ятпа кучченеç
Ют çĕрсенчен килни пур.
Тавай ĕçĕр, господа!
Вара çапла каласан,
Тĕнче пуян тарçисем
Ĕçме-çиме тытăнчĕç.
Шурă Колчак ĕçкинче
Эрех кленчи пăккисем
Тапса тухса маччана
Çите-çите переççĕ.
Хаклă эрех кленчерен
Черкке çине янă чух
Сăрăлтатса илейрет.
Шуррисенĕн ĕçкинче
Ӳсĕрлеççĕ хăнисем,
Ĕçнĕçемĕн сăмаххи
Тухса пырать хăнасен.
Ылтăнпала, кĕмĕлпе
Аскăн ĕçсем тунине
Ват янралсем асăнаç,
Кăвак шурă пуçсене
Сулла-сулла калаçаç,
Яша ĕмĕр иртнĕшĕн,
Ватлăх кунсем çитнĕшĕн,
Совет сиксе тухнăшăн,
Хĕрлĕ çарсем хĕснĕшĕн
Пуçа усса кулянаç;
Çитес-килес кунсенче
Совет çарĕ хăйсене
Çĕнтересрен пуçĕпех,
Шереметсем, шикленеç.
Ӳсĕрпеле пупăн та
Уçăлать çав çăварĕ:
Çутă хĕрес çутипе
Çветтуй пуп та чылаях
Аскăн ĕçĕн сукмакпе
Такăрлатса утнă-мĕн.
Шурă кашкăр ушкăнĕ —
Ĕçхалăхĕн тăшманĕ,
Ĕçсе-çисе ӳсĕрлсе,
Çапла юрă юрларĕ:
— Тарăхса та хурланса,
Хура халăх ĕçлетĕр.
Ырă курса, савăнса,
Ĕçсе-çисе юрласа,
Ĕмĕр эпир пурнăпăр.
Юрла-юрла шавласан,
Çакă ушкăн Колчака
Урра йăтма тапратать.
Адмирала улпутсем
Ярса илчĕç пĕр харăс,
Урра, урра! кăшкăрса
Ывăтаççĕ çӳлелле.
Колчак пĕрре маччана
Хырăмĕпе сĕртĕнет,
Тепре çакă адмирал
Çурăмĕ маччана
Çитсе лексе перĕнет.
Çакă улпут ушкăнĕ
Çĕрĕпеле ĕçрĕ те
Хватлă эрех хвачĕпе
Тăвăл хуçнă йывăçла
Урлă-пирлĕ тăсăлса
Ӳксе пĕтнĕ урайне.
Пĕр кĕтесре улпутсем
Тислĕк купи манерле
Пирамида пулнă та
Тапкаланса выртаççĕ.
Эрех пăсне сиссе пуль,
Таçтан пырса кĕнĕскер,
Восьмигласов тиечук,
Пирамидăн тӳпине
Ухса ларать, утланса,
Хытă саспа кăшкăрать:
— Восседохом аз на вы —
Кости грешных сокрушу!
Генералĕ, полковник,
Офицерсем, прапорсем,
Кикен çинĕ сысна пек,
Шурă кăпăк кăларса
Урайĕнче выртаççĕ.
Автан çиччĕ авăтсан,
Шурăмпуçĕ килнĕ чух,
Пупĕ сĕтел айĕнче
«Аллилуя» ăнрашса
Вăрăм сĕтел айĕнчен
Упаленсе тухмашкăн
Тăват уран — выльăхла
Тапаланса пăхкалать.