Татас терĕм эпĕ чечекне,
Юриех эп тухрăм ĕшнене:
Чечексем пăхаççĕ шĕл кăваррăн,
Илĕртсе тăраççĕ аякран, —
Вĕсене татма эп хăяймарăм
Сан сăну пек çепĕç пулнăран.
Çиес терĕм эпĕ çĕмĕртне,
Кĕтĕм юриех сад пахчине:
Çĕмĕртсем пиçеççĕ çупкăмшарăн,
Çырлисем хитре-çке шăрçаран, —
Туратне хуçма эп хăяймарăм
Çырлисем куçу пек хураран.
Касас терĕм эпĕ хăвине,
Кайрăм юриех шыв хĕррине:
Хăвасем ӳсеççĕ ушкăншарăн, —
Ешĕл чатăр тейĕн улăхра,
Хуллине касма эп хăяймарăм
Çинçе пилĕкӳ пек яштакран.
Килĕштертĕм чĕререн сана,
Ĕмĕт-шухăшра пĕр эс кăна:
Вăйăра ялан пĕрле ташларăм,
Уй-хирте ĕçлерĕм кăмăлтан.
«Юратап» теме эп хăяймарăм
Çамрăк чунăм хытă çуннăран.