(юрă)
Сенкерленчĕ шуçăм...
Çеçкере палан.
Пулăттăм эп, тусăм,
Ĕмĕр санпалан.
Улăха анатăп,
Кайăп вăрмана —
Асăмрах тытатăп,
Чунăм, эп сана.
Иккĕн тĕл пулсассăн,
Шӳтлĕн калаçан:
Эп сывлатăп ассăн,
Эсĕ йăл кулан.
Мăшăр хăмăр куçăм,
Ан çунтар чуна:
Каласамччĕ уççăн
Хăвăн шухăшна.