«Чăт-чăт, хăта...» — илемлĕ юрă
Палаткăра янрать кăна.
Шап-шурă тундра, пăрлă тундра,
Итлерĕ тимлесе ăна.
Чăваш çĕршывĕнче, тен, халĕ
Çеçке çурать пилеш-палан.
Кунта
Ват Хĕл Мучи сухалĕ
Шăлсах пырать çула хыçран.
«Чăт-чăт, хăта...» Чăтмашкăн хĕнччĕ.
Чăтма вĕрентрĕ юрă, тен...
Шур тундра тăрăх пин-пин ĕнчĕ
Сапатчĕ хĕл мăн арчинчен.
Вара кĕртсем çĕкленнĕçемĕн,
Аса илсе çур ăшшине,
Хуллен пуçлать çил ырă çемĕ —
Чайковскин
«Акăш ташшине».