Митюк тухрĕ урама,
Хăй шăхличĕ вылятать:
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Хăй шăхличĕ вылятать.
Митюк пĕлĕте пăхать,
Ай, мĕскер унта кĕрлет?
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Ай, мĕнскер унта кĕрлет?
Ак, курчĕ те тĕлĕнет:
Сакăр самолет килет.
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Сакăр самолет килет.
Ав, вĕсем епле кĕрлеç,
Унта летчиксем килеç.
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Унта летчиксем килеç.
Хăвăртрах эпир ӳсер,
Летчиксем пулса вĕçер.
Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!
Летчиксем пулса вĕçер!