Пĕр уçланкăра 37 пĕртăван пурăннă тет. Амăшне Сас палли тесе чĕннĕ. Çемьере 13 хĕрпе 24 ывăл пулнă. Вĕсенчен иккĕшĕ Ь тата Ъ — калаçма та пĕлмен. Амăшĕ 2 ачишĕн хытă куляннă, тем пекех калаçтарас килнĕ вĕсене, юмăçа та кайса пăхнă, усси пулман. Э, Ĕ, Ӳ, И хĕрĕсем çемçе кăмăллă, А, Ă, О, У, Ы — кăмăлĕпе çирĕпрех, калаçасса та хыттăнрах калаçма юратаççĕ. Йĕкĕрешсем Е, Ă, Ю, Я пиччĕшĕпе — Й сас паллипе туслă, кăмăлне кура икĕ сасăпа шăхăркаласа çӳреççĕ. Чĕлхесĕр Ь тата Ъ пиччĕшĕсем çумне хĕсĕнме юратаççĕ. Сас паллин ывăлĕсем те тĕрлĕрен: улттăшĕ В, Й, Л, М, Н, Р пĕрмай янăраса çӳреççĕ, ялан тем çитмест. Çав хушăрах пиллĕкĕшĕ Б, Г, Д, Ж, З хăйсен мăшăрĕсемпе П, К, Т, Ш, С-па пĕр çăвартан, шăкăлтатса пурăнаççĕ.
Сас паллисем уçланкă варрине пуçтарăнма юратнă. «Ачасем, икерчĕ пиçрĕ, икерчĕ çимелле»,-чĕнчĕ амăшĕ ачисене. Ирхи ăшă сĕтпе икерчĕ çинĕ хыççăн чашăк- тирĕке пуçтарса тирпейлерĕç пĕртăвансем, канма ларчĕç. Кĕçех уçланкă сас паллисен шавĕпе тулчĕ: Ю юрлать, Т ташлать, К кулать, ыттисене култарать, С сиккелет те силленет, Ç çыру çырать, В вулать, вĕренет, А ахăлтатать, Ч чĕпĕтет, Ы ыраттарать, Ӳ ӳлет, Ш шавлать, М макăрать, Й йĕрет, Х хитренелет, Ĕ ĕçлет...
— Атьăр пытанмалла выльăпăр, — сĕнчĕ амăшĕ ачисене.
— Выляр, — килĕшрĕç ачисем.
Кĕçех пĕртăвансем тарса çухалчĕç.
— Эп шутлатăп пиллĕкчен,
Пултараймас вуннăччен.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă, пиллĕк
Эп пуçлатăп шырама, —
тесе шутланă хыççăн амăшĕ ачисене шырама пуçларĕ.
Унталла пăхрĕ, кунталла — пĕр ача та çук: «Ау-у, ăçта эсир, ман шăпăрлансем? Çухатрăм пулас ачамсене», — кулянсах кайрĕ хайхискер.
— Ихи-хик! — чăтса тăраймарĕç лешĕсем, сиксе тухрĕç: юман çинчен — Ю, вĕрене çинчен — В, шĕшкĕ çинчен — Ш, чăрăш çинчен — Ч, хурама çинчен — Х, йăмра çинчен — Й, каврăç çинчен — К, çӳçе хушшинчен — Ç.
Х хурама çинчен анчĕ те хурăн çине пытанчĕ, Ç çӳçе хушшинчен тухрĕ те çеçпĕлсем хушшине пытанчĕ, Ш — шĕшкĕ çинчен шăнкăрав курăкĕ айне, К — каврăç çинчен куршанкă çине, В — вĕрене çинчен вĕлтрен ăшне, Л — лили çинчен лантăш уйĕ çине куçрĕ. У — утмăл турат, С — салтак тӳми, А — ама хупаххи, П — пилеш çинче вырăн тупнă иккен. Шырасан-шырасан мĕнпур ывăл-хĕрне шыраса тупрĕ Сас палли. Каçалапа пĕртăван сас паллисем хăйсен тусĕсем патне кайма шутларĕç: Т — тилĕ тус патне, М — мулкач патне, У-па К упа утаманпа кашкăр кашамана курма, Ч — чĕрĕп, Ç — çĕлен, П пăлан пурăннă çĕре çул тытрĕç. Ĕ çеç ниçта та каяймарĕ, ăна амăшĕ ĕне сума шаннă-çке, каярах ун пĕртăвансене ăшă сĕтпе хăналамалла.
Çавăн чух вĕсем кашни хăй вырăнне тупса ретĕн ларса тухаççĕ: А Ă Б В Г Д Е Ĕ Ă Ж З И Й К Л М Н О П Р С Ç Т У Ӳ Ф Х Ц Ч Ш Щ Ь Ы Ъ Э Ю Я.
Акă вăл — чăваш алфавичĕ!