Ман шутпа, йĕкĕтсем, хăть те мĕнле пулсан та вĕренме ĕлкĕрнĕ, е техникум, е институт-университет пĕтернĕ хĕрсене кăна качча илмелле. Вунă çул кăна вĕреннисемпе чисти нуша вĕт, чисти тамăк: ĕнсене те хыпалаттарать, лĕпкене те кăтăрт-кăтăрт хыçтарать... Акă, сăмахран, пурнăçра хампа мĕн пулса иртнине каласа парам-ха сире.
Авлантăм эп. Альфия ятлă пикене юратсах, килĕштерсех качча илтĕм темелле. Шăкăл-шăкăл пурăнаттăмăр. Авланнă-авланманах хваттер пачĕç. Вĕр-çĕнĕ хваттере часах ача сасси те янăратма тапратрĕ. Малтанхи пепкемĕр хĕрача пулнăран, пурăна киле ман Альфияна каллех «купăста хушшине» кайса килме, унтан ывăл ачă тупса кĕме сĕнӳ парас килсе кайрĕ.
— Пĕлетĕн-т, Альфия тăванăм, — терĕм ăна пĕррехинче, — кӳршĕсем мĕн хăтланаççĕ?
— Хăш кӳршĕсем?
— Вăтăр иккĕмĕш хваттерте пурăнаканнисем. Вĕсем те пирĕнпе пĕрлерехех мăшăрланнăччĕ. Иртнĕ эрнере хайхисем, пĕлетне, имкĕмĕш ача тупса килнĕ.
— Иккĕмĕш ача? Ăçтан тупнă вара ăна вĕсем? — нимĕн те ăнланмасть Альфия.
— Купăста хушшинчен. Тен, тăванăм, эсĕ те тухса кĕретĕн пахчана, а? Унта мана валли улăп-пăхаттир тупас пулсан, Альфия, тем пекех тав тумалла эп сана. Ăнланмалла-и халь?
Эпĕ сăмаха ăçталла шутарнине мăшăрăм тинех ăнкарса илчĕ, вара, куçĕсене чалтăртаттарса:
— Купăста хушшинче анрашса çӳреме эпĕ качака мар! — тесе татса хучĕ. — Питех çӳрессӳ килсен, хăв кай... А эпĕ вара кăçал каятăп.
— Ăçта?!
— Вĕренме. Техникума. Ăнт!
Ку сăмахсене илтсен, ман çурăм тăрăх темле йывăр та сулмаклă пăр майĕпен шуса анса кайрĕ.
— Эсĕ вĕреннĕ-и? — тĕпчерĕ Альфия. — Вĕреннĕ! Манăн пĕлӳ сахал-и? Сахал! Эппин вĕренмелле-и? Вĕренмелле, мĕншĕн тесен эпир иксĕмĕр те пĕр тан праваллă çынсем.
Хам епле вĕреннине аса илтĕм те... куç хуралса кайрĕ. Урайне персе анаттăм та пулĕ, юрать Альфия пырса тытрĕ, диван çине ларма пулăшрĕ...
Пикесемпе хĕрсене, арăмсемпе хусаха юлнă майрасене еплерех пулăшаттăмăр эпир зачетсене хатĕрленме. Эпир, йĕкĕтсем, вĕсемшĕн куç хупмасăр тертленеттемĕр те кайран ушкăнĕ-ушкăнĕпе е кинона, е ташша каяттăмăр. Халь вара... арăм вĕренме каять. Ай, аллахăм, мĕн япала вара ку! Тем те пырса кĕрет пуль вĕренмен хĕрарăм пуçне. Эпĕ арăма апла каласа пăхатăп, капла йăпататăп, урăхларах та илĕртетĕп, турти кĕскелсе кайнăскер, ним туса та каялла чакмасть.
Вĕренме кĕчĕ-кĕчех, мур илесшĕ. Çемьери ĕç-пуç пĕтĕмпе тенĕ пек ман çине татăлса анчĕ: ĕçре те ĕçлемелле, килте те — ĕçлемелле: савăт-сапа, кĕпе-тум, урай-мĕн çумалла куллен; ачана вăхăтра тăрантармалла, уçăлтарма илсе тухмалла; ир тăрсан садика леç ăна, каç пулсан — вăхăтра илме ан ман. Эй, аллахăм, кала, мĕн япала ку? Тем те курса тăрăн çав вăхăтра вĕренмен арăмсемпе.
Çапах, мĕнле калас, пурăнаттăм-ха кăштăртаткаласа, чун ытлашши тĕлкĕшсех çунмастчĕ, анчах та пĕррехинче хама кăвар çине тытса пăрахнă майлах туйма тапратрăм эп... арăм тетрачĕсем хушшинчен тухса ӳкнĕ сăнӳкерчĕке ăнсăртран курсан. Унта, çав ӳкерчĕкре, Альфияпа пĕрле вĕренекенсем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Пĕр йĕкĕчĕ, арăм çумĕнчи, ăна ыталаманни кăна, чĕмере, ытла çат çыпçăннă. Кулать тата, хурах! Шутлатăп: «Капла юрамасть, — тетĕп, сăнӳкерчĕке тетрадь хушшине арăм сисмелле мар чиксе хурса. — Сыхăрах пулмалла, мĕнле те пулин ярса илмелле...» Ярса илмелле! Калама, паллах, çăмăл. Чĕлхе вăл анчăк хӳри майлах вылянать. Ярса илсе пăх-ха унта: техникумĕ пирĕн патран сахалтан та çирĕм çухрăмра. Ача йăтсах арăм хыççăн сыхласа çӳреймĕн.
Эпĕ каллех хамăр епле вĕреннине аса илтĕм. Хут таткисем çырса параттăмăр та хамăра зачетсем тума пулăшнă пикесемпе майрасене, вара вĕсем эпир чĕннĕ вырăна хăйсемех йăпăртатса чупса пыратчĕç: е кинона, ташша, е кафене каяттăмăр унтан. Ресторансенче саркаланса ларнисем те пĕрре кăна пулман: «Хе-хе, — тесе кулаттăмăр йĕкĕтсем пĕр-пĕрин хушшинче, — ку янавар хĕрарăмсен упăшкийĕсем лараççĕ пулĕ-ха килĕсенче «шанчăклă» арăмĕсем вĕренсе çӳреççĕ тесе. Хи-хи, ачисемпе аппаланаççĕ пулĕ-ха, кĕпе-тум çăваççĕ ĕнтĕ. Хе-хе-хе...» Вăт кунта халь хама — хе-хе, вăт кунта халь хама — хи-хи. Ох, аллахăм, ма аплах култарнă-ши эс ун чухне пире ним айăпсăр арçынсенчен? Ой, аллахăм...
Иккĕмĕш çул кăна вĕренет вĕт-ха Альфия. Тата мĕн чухлĕ нушаланмалла ман, эй, ача-а-а!..
Тепрехинче пушшех вĕчĕрхенмелле пулса тухрĕ. Ир-ирех алăка шакканă сасă илтĕнсе кайрĕ. Эпĕ ăна пырса уçнă-уçман: «Каçарăр, кунта кам пурăнать?» — тесе ыйтрĕ хуп-хура та япшар арçын. Ăна хам хушамата каларăм. «Каçарăр, — тесе тăнлавне шĕвĕр пӳрнипе пăраларĕ хайхи. — Вăт ухмах!..» Те мана, те хăйне каларĕ вăл «ухмах» тесе. Хама каланă пекех туйăнса кайрĕ темшĕн. Чим, ара, сăнӳкерчĕкре Альфтеяпа юнашар тăракан хура арçын мар-и ку? Ун пек те туйăнать, ытла ун пекех те мар...
— Темле арçын килчĕ, — пĕлтертĕм арăма. — Ухмах тесе хăварчĕ.
— Килчĕ-тĕк, тăванăм, кĕртмеллеччĕ, — ытахальтен хуравларĕ арăм. — Ухмах тет апла? Сана халь такам та тӳрех палласа илет çав.
— Хуп-хура хăй.
— Чикан-им?
— Пĕлмес.
— Эсĕ пĕлменнине манăн пĕлмелле-им тата? Такама та ерте-ерте килетĕн пулĕ-ха кунта эпĕ çук чух. Эрех ĕçме. Улах тума. Çапла-и?
— Каккуй эрех ĕçме кунта, — мăк-мак тумалли кăна юлчĕ ман.
Çав хушăра Альфия мăшăрăм хăй халачĕн кĕсйине темле хут татки чиксе хучĕ. «Ахă, — шут тытрăм эп, — кăна кĕçĕр илсе вуламаллах...»
Акă ĕнтĕ каç пулчĕ, арăм çывăрма майланса кĕрсе выртрĕ. Эпĕ, алла кĕнеке тытса, вулама пикентĕм. Вулатăп-вулатăп та арăм выртакан кравать пуçĕнчи пăта çинче çакăнса тăракан халат енне пăха-пăха илетĕп.
— Эсĕ çывăрасшăн мар-им паян? — илтĕнет Альфия сасси.
— Кăштах вулас-ха. Аттун саспалли мĕнне пĕлми пулса каятăп-иç саççим.
— Вула, эппин, вула.
Арăм мăш-маш туса çывăрса кайсан, кушак пек йăпшăнса пырса, халат кĕсйинчен пур пек хутсене кăларса илтĕм. Чим, мĕн ку? Карамель хучĕсем çеç-и?
Пĕр каç çывăрмастăп çапла, тепре, виççĕ... Эрне, иккĕ... Уйăх ялан карамель хучĕсем кăна кăларса илетĕп-ха арăм халачĕн кĕсйинчен. Çав хушăра килти библиотекăн кĕнекисене пĕтĕмпе тенĕ пекех вуласа пĕтертĕм, каçсерен кичем ан пултăр тесе, хула библиотекинчен çĕклемĕ-çĕклемĕпе йăтма пуçларăм.
Куллен вулатăп та куллен арăм кĕсйисенче «ревизи тăватăп». Юлашкинчен унăн кĕсйинчен тăваткăлласа чикнĕ самай пысăк хут листи туртса кăлартăм. Акă мĕн çырнăччĕ унта: «Чунăм! — пĕр сăмаха вуланипех куç тĕтреленсе кайрĕ ман. — Тăванăм! — сывлăш çитми пулчĕ иккĕмĕшне вуласан. — Ытарайми мăшăрăм! Ăнланап эсĕ каçсерен мĕншĕн вулама пуçланине. Эсĕ ман кĕсъесене кулленех мĕн тĕллевпе тавăрнине те тĕшмĕртетĕп халь. Сана, тăванăм, кĕвĕçӳ хурчĕсем кĕшĕклеме пуçланă иккен. Йывăçа шĕкĕ çинĕ пек. Эй, айван, мана кĕвĕçме сăлтав пур-и-ха сан? Çук! Çук! Çук! Выртса çывăр, ан хыçкаланса лар кăлăхах. Сана хисеплесе те юратса, техникум пĕтернĕ хыççăнах «купăста хушшине» кайса килме сăмах парса — Альфия, санăн арăму».
Ку çырăва вуласа тухсан, намăсланса, пит телкĕшме тапратрĕ ман. Сисетĕп, вĕри питлĕх пекех пĕçерет вăл. Пуçа çĕклерĕм те хам умрах Альфия ялкăшса кулса тăнине асăрхарăм. Юри çывăрса кайнă пек пулнă иккен вăл паян.
— Эх, айван, — терĕ вăл çепĕççĕн, — мĕн чухлĕ вăхăта сая ятăн эсĕ капла каçсерен кĕвĕçсе ларса.
— Сая? — хăюланма пăхрăм эпĕ. — Çапах та питĕ усăллă пулчĕ маншăн капла кĕвĕçни.
— Усăллă? Мĕн енчен усăллă вара вăл — ухмахла кĕвĕçӳ, а?
— Епле — мĕн енчен? Темиçе уйăхрах çитмĕл пĕр кĕнеке вуласа тухрăм. Кĕнеке вуламанни вара ман питĕ чылай пулса кайнăччĕ-ха. Вĕренсе пĕтернĕренпех тытманччĕ.
Иксĕмĕр те ахăлтатса кулса ятăмăр та пĕр-пĕрне çепĕççĕн çупăрласа илтĕмĕр.