Павел Васильева
Пуç ухса хуллен кĕçенчĕ
Чипер утăм, çӳрен ут.
Куçĕпе мана вăл сĕнчĕ:
«Йĕнерле те чĕлпĕр тыт!»
Ма, çӳренĕм, кĕçенетĕн,
Мĕн ыйтатăн тулхăрса?
Утă-сĕлĕ çитерем-и,
Шăварам-и шăхăрса?
Çилхӳне пĕр çивĕтлем-и:
Пурçăн лентăсем ярса?
Йĕнерле те вĕçтерем-и
Таканна вут хыптарса?
Урхамахăм, çилçунатăм!
Эп каяп инçе-инçе,
Пуç ухса мана ăсатăн,
Кĕтсе илĕн кĕçенсе.
Эп кайсан салху ан пул эс,
Ан кăшла çăварлăхна.
Илĕртӳллĕн кĕçенсе çеç
Чĕтрентер тавралăха.
Такăнмасăр, пуç усмасăр
Тух мала ака туйра.
Ут кĕтӳ уя тухсассăн,
Тутлă курăк çи уйра.
Çилхӳне çил ачашлатăр
Пăшăлтаттăр хăлхаран,
Хуçуна аса илтертĕр
Тунсăхланă хушăра.