Ĕшеннĕ лашасем кичеммĕн тĕлĕреççĕ.
Таçта улать, ав, кашкăр антăхса.
Ват йывăçсем шав ахлатса илеççĕ,
Юлашки çул илемлĕхе туйса.
Тиха чупать. Çăп-çăмăллăн, хавассăн.
Темрен аван çав амăш хӳттинче.
Сикет, сикет... Курăк ăшне чăмассăн
Кĕлеткипе. Сенкер инçет — ун умĕнче.
Ниме вăл ăнланмасть. Вăл çамрăк, вăйлă,
Тĕнче те уншăн çеç пек туйăнать.
Туртман тихан туртийĕ çуккă — паллă.
Вăл хăйпе хăй хавасланса чупать.
Ĕшеннĕ лашасем кичеммĕн тĕлĕреççĕ,
Шарт сикнĕ пек илеççĕ чĕтренсе.
Сĕнксе тăраççĕ те — пуçне ухаççĕ,
Асаплă шăпипе пуль килĕшсе.
...Чарас тесе вара аса илмеççĕ
Шуй тихана çаксем вăхăтлăха.
Кайран хăех ăнланĕ-ха, тен, теççĕ,
Туртса курсан тем йывăрăш лава.