Çĕр чăмăрĕ евĕр çавра
Çĕн çăкăр куратăп умра.
Ун пичĕ — тин тухнă хĕвел,
Сасартăк çуталчĕ тĕпел.
Шăпланчĕ пӳрт ăшĕ пĕр си.
Пылланчĕ вĕри хир шăрши.
Касаççĕ ак, чĕллĕн хураççĕ.
Савса хăналаççĕ: астив.
Мухтав сана, тертлĕ хура çĕр!
Мухтав сана, тырă ăсти.
Çанталăк çулла сивĕ тăчĕ.
Çĕртес пек ислетрĕ йĕпе.
Тĕш мулăн кашни сумлă пăчĕ
Кăçал килчĕ мар-и хĕнпе?
Ĕç ăнчĕ уйра мухтанмалăх.
Тимлерĕ çĕр чаплă парне.
Савса хăналать пирĕн халăх:
— Тутанăр чăваш çăкăрне!
Чĕлле эп тытатăп типтерлĕн.
Вăл — çăкăр.
Ун ячĕ çӳлте.
Хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн
Куçать ун ăшши ман ӳте.
Эп ĕмĕт çитнишĕн хаваслă.
Вĕрентнĕ пире ачаран:
«Нихçан çăкăртан ан пул аслă».
Саккун пек вăл пулчĕ ялан.
Кам тиркĕ çĕре,
Кам ал сулĕ?
Тек иртмĕ йăран хушăпа.
Çĕршывăн шăпи, ун кун-çулĕ
Пулайрĕç пĕр пысăк шăпа.
Шăпамăр сăваплă, куратăп.
Манас-и поэт тивĕçне? —
Тăван ял-йыша эп мухтатăп.
Чыслатăп ун тарлă ĕçне.
Çĕн çăкăр — мĕльюнлă ытамлăх
Пуян кĕр тимлерĕ парне.
Савса хăналать манăн халăх:
— Тутанăр чăваш çăкăрне!