И калам-и, калам-и?
Элкеш хĕрпе пĕр ирпе
Сĕве хĕрне тухрăмăр,
Сĕрен кĕпер куртăмăр,
Савни сӳтрĕ, çип турĕ,
Çитмĕл тĕспе тĕр турĕ.
Çавăнпа та ун тĕрри —
Çутă сĕрен кĕперри.
И, калам-и, калам-и?
Элкеш хĕрпе — сар хĕрпе —
Çӳл ту çине ухрăмăр,
Хĕвел шевли пухрăмăр.
Элкеш хĕрĕ тĕр турĕ,
Йăл кулăран йĕр турĕ.
Тĕрри-тĕрри — хĕр кулли,
Хĕвел кулли, йăл кулли.
И, калам-и, калам-и?
Элкеш хĕрпе — савнипе —
Туйралăхпа утрăмăр,
Илен кайăк куртăмăр.
Элкеш хĕрĕ тĕр турĕ,
«Асăнмалăх — ил», — терĕ.
И-и, тĕрри капăрри —
Кайăк сикки, чун юрри.