— Сопка пирĕн! Сопка пирĕн! —
Çакăн пек сăмахсемпе
Пĕр эрне хушши каç-ирĕн
Сăрт калаçрĕ пирĕнпе.
Витрепе тар юхнине те
Тиврĕ хăнăхса чăтма,
Ывăнсассăн та пĕрре те
Чарăнмарăмăр канма.
Халь вара (курасчĕ сирĕн!):
Маттуртан маттур кашни.
Мухтанма сăлтав пур пирĕн —
Ахаль мар тар юхтарни.