Трахвин Яккăльч вăтам пурăнакан хресчен. Килĕнче икĕ лаша, тихасем, сурăхсем усрать. Хуралтăсене те юсавлă тытса тăрать, анчах ашшĕнчен юлнă пӳрчĕ кивелсе кайнă. Вăл çĕнĕ пӳрт лартма тахçантанпах пĕчĕккĕн укçа пухса пырать. Юрăхлă йывăçĕ кунта сахаллансах юлчĕ. Ăвăс çеç. Касаккассисен вара ăвăсран пӳрт лартас йăла çук-ха. Чăрăшпа хыр вăрманĕсем Касаккассирен аякра, вĕсене тупса илме те йывăр.
Акă Шĕкĕр ял çынни Çтенкки Афанасьевич вăрман улпутĕнчен йывăç касма делянка илни çинчен сăмах сарăлчĕ. Унта чăрăш тата çăка хăма çурмалăх та, вутăлăх та пур иккен. Çтенкки вăрман улпутĕнчен йывăçа делянкипех курттăммăн йӳнĕрех хакпа илет те ял çыннисене хаклăрах хакпа ваккăн сутать. Çак сăмаха илтсен Трахвин Яккăльч пая кĕртме тархаслас тесе ун патне тухса утрĕ. Трахвин хăй патне мĕн шутпа килнине пĕлтерсен Çтенкки ăна:
— Эпĕ хам та сан патна пырса каясшăнччĕ. Эсĕ пӳрт лартма тахçанах хатĕрленетĕн вĕт, — тесе хучĕ.
Çтенкки Трахвин Яккăльча пая кĕртме хаваспах килĕшрĕ. Вăрман каснă çĕрте пулăшма тăванĕсем те, кӳршисем те кайрĕç. Вăрмана хăв кил-йышупах касаймăн, Çтенкки те хăй илнĕ делянкăна хăвăртра тирпейлесшĕн. Тепĕр эрнерен касакансем вăрмантан таврăнчĕç. Халĕ вара хатĕр йывăçа турттарасси юлчĕ. Эх, йывăр та-çке хресчене пӳрт лартма! Йывăç турттарса килме каллех ниме тăвас пулать. Çул пăсăличчен илсе килмеллех.
Нимене лаша пуррисем пурте хутшăнчĕç. Кури те вăрмана кайса икĕ пĕрене турттарса килчĕ. Мишша йывăç шуратма пулăшрĕ.
Çимĕк иртсен Трахвин Ушанартан платниксем чĕнсе килчĕ. Роман Давыдов, Гурий Куприянов, Яков Макаров, Петр Макаров пуçларĕç пура пурама. Пĕр эрне хушшинче пураса пĕтерчĕç. Трахвин Яккăльч пурана çĕнĕлле пураттарчĕ. Çĕнĕ пӳрте мăрьеллĕ кăмака лартма, чӳречисене пысăкрах тума шутларĕ. Платниксемпе пĕрлех хăма çуракансем те ĕçлерĕç. Пĕр эрнерен ĕçсем вĕçленчĕç.
Пӳрт хăпартма вăхăт çитрĕ. Каллех халăха пухас пулать. Пысăк тăкак кĕтет. Трахвин Яккăльч ниме пуçне Мишшана тума шутларĕ. Унăн нимĕнле ĕç опычĕ те çук пулин те çамрăка вĕрентсе ӳстермелле. Ачин ăсĕ çитет, ал-ури çыпăçуллă, нимери кăлтăксене асăрхама пултарать, куçĕ-пуçĕ çивĕч тесе шутларĕ хăйĕн ăшĕнче. Пирĕн патра нимене чăн малтан пыракана ниме пуçĕ тăваççĕ. Чи ăстисем, платник ĕçне пĕлекенсем, хăйсемех е кил хуçи систернипе ниме пуçĕ пулас çынсем ирех килсе çитеççĕ.
Юнкун каçхине йыснăшĕ Мишшана урамран хăй патне чĕнсе кĕртрĕ те ăна ыранхи ĕç пирки пĕлтерчĕ. Нимене авалхи йăлапа ирттересси çинчен каласа пачĕ.
— Пирĕн чăвашăн авалхи йăлисене тытса пымалла, хамăрăн турăсене пăрахмалла мар.
Тепĕр кун ача ирех тăчĕ те йыснăшĕ патне çитрĕ. Лешĕ Мишшана çырмари çăлкуçĕнчен таса шыв ăсса кĕрттерчĕ. Лаçра пĕр пĕчĕк хуран çакса ячĕç. Пăри пăтти пĕçерчĕç те ăна пӳрте илсе кĕчĕç. Пăттине чӳлмек çине антарчĕç, кил карти варрине кĕççе сарса чӳлмекне ун çине лартрĕç. Хăйсем хĕвел тухăçнелле пăхса чĕркуçленчĕç. Трахвин çĕрĕ çитиех пуç тайрĕ те Çӳлти Турра чӳклеме пуçларĕ:
Çырлах, Çӳлти Турă,
Çырлах, Пӳлĕхçĕ!
Ырăсем, пурте çырлахăр.
Паян эпир ниме тăвас тетпĕр.
Пире ăрăс парсамăр!
Эй, Çӳлти Турă!
Ниме тума лайăх кун пар пире.
Лайăх çанталăк, ырă кун туса пар,
Ниме ăнăçлă пултăр.
Йыснăшĕ хыççăн Мишша чӳклерĕ. Пĕр-ик çăвар сыпкаларĕç те кашни хуралтă умне пырса пĕрер кашăк пăтă хурса тухрĕç. Вара йыснăшĕ Мишшана çынсене нимене чĕнме ячĕ.
Малтан Мишша хапха тăррине улăхрĕ те: «Нимене, пурте нимене килĕр!» — тесе хыттăнах кăшкăрчĕ. Кун пек туни таврари çут çанталăка тытса тăракан вăйсене, сывлăшсене чĕнсе калани пулчĕ. Унтан лаша утланса тухса кайрĕ. Юрласа ячĕ:
Нимене! Нимене!
Хура халăх, нимене!
Ял-йыш, пускил, нимене!
Хурăнташ, тăван, нимене!
Мĕкĕте тĕлне çитсессĕн ăна хисеплесе Мишша ятран чĕнсех юрларĕ:
Эс илтетĕн-и, Мĕкĕте?
Ниме сăри нимĕрле, —
Пирĕн сăрине ĕçмелле,
Ĕçсен нимене каймалла.
Юрласа пысăк амăшĕ тĕлне çитсен Мишша ăна Марине кума тесех чĕнчĕ:
Эсĕ, кума, Марине,
Ниме сăри ĕçмелле,
Ĕçсен нимене каймалла!
Мишша ял сăртне çитсе пычĕ. Пĕтĕм ял илтмелле юрларĕ:
Хура халăх, нимене!
Трахвин патне нимене!
Пӳрт хăпартма нимене!
Нимене! Нимене!
Хура халăх пĕр пулсан
Пураран та пӳрт пулать.
Нимене! Нимене!
Урам вĕçне çитсессĕн Мишша йыснăшĕ уйрăммăн кама йыхăрма хушса янă, çавсене килĕсене кĕрсе чĕнме пуçларĕ. Вăл малтан урам вĕçĕнче пурăнакан Тимахвисем патне çитрĕ, хапха умĕнче лаши çинчен сиксе анчĕ те пӳрте кĕчĕ. Мишша мĕншĕн килнине Тимахви чухлать.
— Килех, ачам.
— Ырă кун пултăр. Эпĕ нумай тăмастăп. Трахвин Яккăльча сума суса ун патне пӳрт хăпартма пырас пулать, — чĕнчĕ вăл кил хуçине.
— Тахçанах кĕтетпĕр. Пыратпăр.
Мишша йыснăшĕ патне каялла таврăннă çĕре Ушанартан платниксем çитсе тăнă. Нимене чĕннĕ ик-виçĕ çын кил картинче вĕтеленсе çӳрет.
— Пирĕн ялта, Ушанарта, пӳрт никĕсне ниме умĕнхи кунах вырнаçтараççĕ. Сирĕн кунта, Касаккассинче, апла мар, урăхла йĕрке, пӳрт хăпартнă кун вырнаçтараççĕ. Вĕсем пӳрт вырăнне шуйттан йышăнасран хăраççĕ пулмалла, — йăкăртатса çӳрет Раман. — Пӳртне мĕнле вырнаçтарассине килĕшӳ туман. Ыран калаçатпăр терĕ те.
— Эй, Трахвин Яккăльч, пӳрте ăçта вырнаçтарассине килсе кăтарт-ха пире, — чĕнчĕ вăл кил хуçине.
Трахвин Яккăльчпа Паккай мучи пӳрт вырăнне кăтартрĕç.
— Пӳрте авалхи йĕркепе мар, çĕнĕлле лартас тетĕп. Авал пӳрте хапхаран икĕ аршăн урамалла тухса лартнă. Халĕ вара, мишавай хушнă пек, пире те вырăслантарса яраççĕ ĕнтĕ, — ăнлантарать платниксенĕ Трахвин.
— Пирĕн ялта та халĕ пӳртсене çавăн пек лартаççĕ, — хушса хучĕ Петр Макарч.
Вăйпитти арçынсем пысăк юман каскасем йăтса килчĕç те çĕре кăшт чакаларĕç. Çынсем пуçтарăнса çитрĕç. Каскасене никĕс вырăнне вырнаçтарма пуçларĕç.
— Эй, хуçа, никĕс айне хума çăмпа укçа илсе кил! — кăшкăрчĕ Кури Куприянч, шӳтлеме юратаканскер.
Йыснăшĕ Мишшана хăй патне чĕнсе илчĕ. Кĕçех ача хапха тăррине хăпарса тăчĕ те: «Пурте апат çиме!» — тесе кăшкăрчĕ. Платниксем тахăш вăхăтра кил карти варрине хăмасенчен вăрăм сĕтел туса лартнă, ун тавралла саксем, пукансем вырнаçтарчĕç. Малтан арçынсене лартрĕç. Апат умĕн Трахвин Яккăльч витререн сăра ăсса куркана ячĕ те хĕвел тухăçнелле тăрса сăхсăхрĕ, ниме пуçне тав туса ĕçрĕ. Унтан Мишшана тултарса пачĕ, сĕтел хушшинче ларакан ниме çыннисене ĕçтерме хушрĕ. Мишша, халиччен сăра ĕçтерсе курманскер, малтан ниме çыннисене пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. Унтан пурте сĕтел çине лартнă яшкапа çĕрулми нимĕрне çиме пуçларĕç. Арçынсем хыççăн сĕтел хушшине хĕрарăмсем ларчĕç. Мишша, çамрăкскер, хĕрарăмсем умĕнче хăйне-хăй именчĕклĕн тыткаларĕ. Кусене ĕçтерме татах та йывăртарах иккен. Вĕсем сыпанçи туса лараççĕ те хистемесĕр те ĕçмеççĕ. Ĕçтерсе пĕтерсенех Мишша вĕсенчен пăрăнса арçынсем патне васкарĕ. Лешсем ун-кун сăмах çаптарса лараççĕ.
Хĕрарăмсем сĕтел хушшинчен тухрĕç, арçынсем те ура çине тăчĕç, ĕçе пикенчĕç. Апат çинĕ хыççăн мăкпа сӳс хуракансем никĕс тавралла тăрса тухрĕç. Хире-хирĕç выртакан никĕссен айне сӳс хурса çиеле мăк сарчĕç. Вăйлă арçынсем пĕренесем илсе хучĕç, вырнаçтарчĕç. Халĕ теприсем мăкпа сӳсе пĕрене айне савăрса чикеççĕ, сӳсе калакпа çапса пĕрпеклетеççĕ. Кĕтес тума ăста çынсене тăратнă пулин те Мишша вĕсен патĕнчен каймасть: йыснăшĕ сăнама хушнă. Унтан тепĕр енчи никĕссем çине пĕренесем вырнаçтарчĕç.
Пӳрт майĕпен хăпарсах пырать. Платниксем те пĕренесене çитсе хурайми пулчĕç. Арçынсем шăтăк чавма пуçларĕç. Ку ĕçе платниксем те хутшăнчĕç. Хăмасем сарма юпасемпе пура хушшине урлă хулăн патаксем хураççĕ. Юпасем çине савăлсем çапаççĕ. Кури савăл çапнине çынсем тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ. Юпасем çине савăлсене вăл мăлатукпа иккĕ çапсах çирĕплетсе лартать. «Ну и ну-у, кун пек платник ку таранччен те курман», — тĕлĕнеççĕ Мишшапа аслашшĕ те.
Станоксене хатĕрлесе çитерчĕç. Ушкăнпа ĕçленипе вăхăт сисĕнмесĕр хăвăрт шăвать. Урампа иртсе пыракан кашни çыннах Мишша: «Нимене кил, нимене», — тесе чĕнчĕ. Иртсе пыраканни арçын пулсассăн: «Килмесен арăму пилĕксĕр пулать», хĕрарăм пулсассăн: «Упăшку пилĕксĕр пулать», — тесе асăрхаттарать. Иртсе каякансем кăшт та пулин, хăйсен вăхăчĕ çук пулин те, ĕçлесе парса хăвараççĕ.
— Пӳрте мĕншĕн чăрăшпа хыртан лартаççĕ? — ыйтрĕ хĕрнĕ Раман.
Нихăшĕ ним калама аптрарĕ. Çав вăхăтра хĕрарăмсем патĕнчен Мишша килсе çитрĕ. Вăл кăшт пăхкаласа тăчĕ те Ушанарти ватă куккăшĕ каланине аса илех кайрĕ. Ватă куккăшĕ, Мирон Яккăльч, ăста платник пулнă, вăл ку юмаха пĕлнĕ.
— Хырпа чăрăш — сухăрлă йывăçсем, çĕрмеççĕ, — пуçларĕ вăл. — Турă вĕсене çавăн пек тунă. Турă амăшĕ Турра çуратсанах ăна шуйттансем хăвалама пуçланă. Турă амăшĕ ачине çĕклет те тара парать. Çапла пынă тет Турă амăшĕ макăрса, ăвăс йывăçа курнă тет.
«Ăвăсăм, ăвăсăм, — тенĕ тет, — тархасшăн, пытантарса хăвар, хăвăн çулçусемпе хупласа хур, шуйттансем хăвалаççĕ пире. Ăвăсĕ калать! «Манăн çулçăсемпе çил ачисем выляççĕ, мĕнех тăвăп эпĕ сирĕнце вăйсăрскерсемпе?» Турă амăшĕ: «Эсĕ кăшт çил вĕрнипех чĕтресе лар малашне», — тенĕ тет те малалла чупнă тет. Ăвăс çавăнтанпа кăшт çил вĕрнипех чĕтресе ларать-мĕн.
Чупать-чупать те Турă амăшĕ хурăна тĕл пулать, ăна тархаслама пуçлать: «Хурăнăм, пикеçĕм! Пире шуйттансем хăвалаççĕ, кĕç-вĕç çитеççĕ, тархасшăн, хăвăн çулçусемпе хупласа пытарса хăвар пире», — тет. Хурăн калать: «Ăçтан-ха сире пытарăп, кайăрах хăвăрăн çулăрпа». Турă амăшĕ хурăна çапла каласа хăварчĕ тет: «Пире хĕрхенменшĕн санăн сĕткенне ĕмччĕр, ларнă çĕртех хăрса лар». Малалла кайрĕ тет. Кайсан-кайсан чăрăша тĕл пулчĕ тет. «Чăрăш, чăрăш! Тархасшăн, пире хăвăн тураттусем айне пытар. Пире шуйттансем хăвалаççĕ, халех хăваласа çитеççĕ тет». Чăрăш кусене турачĕсемпе хăвăртрах хупласа хурать. Шуйттанĕсем ним курмасăрах иртсе каяççĕ. Турă амăшĕ чăрăша тем пек тав туса пĕтерчĕ, пил пачĕ тет: «Ĕмĕр симĕс лар, пархатарлă пул. Пире хваттере янă пек, çынсем те санран çурт лартса пурăнччăр», — терĕ тет. Каярахпа, çуркунне, хыр Турă амăшне усрава хăй патне илет. Уртăш йывăç хăй çырлипе тăрантарса усрать. Çавăнпа таса вăл йывăçсем, ĕмĕр симĕс лараççĕ.
— Вăт ку юмах тăк юмах, — терĕ Ĕлĕкçи.
Трахвин Яккăльч виçĕ чӳрече кастарчĕ: урам енче иккĕ, картиш енче пĕрре. Чӳречесĕр енчи стенан пĕр пĕренине чалăшрах хурса мăклама пуçланине курчĕ те Мишша Раман патне пычĕ:
— Эсĕ, мĕн, суккăр-им, пĕренене чалăшлатса мăклаттаратăн.
Мăкпа сӳсе илсе пĕренене тӳрлетрĕç те мăклама пуçларĕç. Тепĕр енчи пĕренене те тан мар хурса хăварна. Куна та асăрхаса ĕлкĕрнĕ Мишша: «Çапса тӳрлетĕр». Раман хăй ятне илтсен шартах сикрĕ. «Раманпа мар, таранпа çапмалла, — асăрхаттарчĕ платник шӳтлесе. — Мĕнле çынсем пултăр эсир, мана таранпа улăштаратăр. «Таран» сăмаха та пĕлместĕр. Авалхи Римра крепость стенисене çĕмĕрнĕ чухне пĕренесене тимĕр листасемпе чĕркене те станок çине çакса янă, стенасене ушкăнăн-ушкăнăн çапса ишнĕ. Ку стена мар, пĕрене çеç».
Часах таранпа пĕрене пуçĕнчен çапса ăнă ыттисемпе танлаштарчĕç.
Кахал апачĕ хыççăн мачча каштине вырнаçтарма пуçларĕç. Ваттисем вĕрентнĕ тăрăх, мачча каштине вырнаçтарнă чухне ăна ытти япаласен çумне перĕнтерме те, хытă калаçма та юрамасть. Сасă тусассăн, перĕнтерсессĕн çав çуртра йăва çавăракансем пĕр-пĕринпе харкашса çеç пурăнаççĕ иккен.
Трахвин Яккăльчпа арăмĕ, лăпкă пурнăçа хăнăхнăскерсем, мĕнле те пулин шав ан пултăр тесе сăнаса тăраççĕ. Мишша та вĕсемпе пĕрлех. Темиçе çын мачча каштине ярса тытрĕ те кашта пуçне станок çине хучĕ. Виççĕн-тăваттăн станок çине хăпарса тăчĕç. Çӳлте тăракансем мачча каштине тĕксе, çӳлти пĕренесем çинче шутарса вырăнне çитерчĕç. Икĕ вăйлă çын каштана майĕпен вырнаçтарчĕ. Кашта вырнаçтаракансем:
— Трахвин мучи, мĕн лартатăн?! — тесе хыттăнах ыйтрĕç.
— Пĕр четвĕрт сăмакун! — терĕ Трахвин.
— Сăмакун мар, эрех пар! — терĕç кашта вырнаçтаракансем.
Трахвин пĕр четвĕрт эрех илсе тухса мачча кашти çине лартса пачĕ. Малтан Мишша эрехе кăшт сыпанçи турĕ, йыснăшне ĕçтерчĕ, унтан — кашта вырнаçтаракансене, платниксене, ыттисене. Эрехне вăл хистесех ĕçтермерĕ: мачча кашти хăпартнă хыççăн тăпп каштисене, струпилсене хумалла-çке. Турпас пуçтарнă, кил карти тасатнă вăхăтра платниксем урай хăмисене сарса тухрĕç, мачча вырнаçтарчĕç.
Кĕтӳ кĕрес вăхăт çитсе пырать. Хĕрарăмсем килĕсене саланчĕç.
— Выльăхсене кĕртĕр, ĕнесене сăвăр та хăвăртрах килĕр, — тесе ăсатса ячĕç вĕсене кил хуçисем.
Арçынсем кил хушшине ушкăнăн-ушкăнăн ăçта килнĕ унта ларса тухрĕç. Сĕтелсене, саксене, пукансене çĕнĕ пӳрте куçарчĕç. Краççын çутса ячĕç. Кил хуçи арăмĕ, кӳршĕ хĕрĕсем чупкалама пуçларĕç. Сĕтел çине речĕ-речĕпе яшка, чашки-чашкипе пăтă лартса тухрĕç. Арçынсем сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Хĕрарăмсем те килĕсенчен ĕç пуçтарса килме пуçларĕç. Ыран эрнекун, ĕç тăвас çук. Ку йăла Касаккассинче упранса юлнă-ха, хăш-пĕрисем ку йĕркене тытса пыраççĕ. Сĕтел хушшинче ларакансем пĕр-ик кашăк сыпса илчĕç. Кил хуçи çынсем апат çименнине кура тирĕк çинчи какая пайăн-пайăн валеçсе пачĕ. Арçынсем тин апат çиме пуçларĕç. Хăшĕ-пĕри кăшт-кашт çинипех сĕтел хушшинчен тухрĕ. Хĕрарăмсем те нумаях лармарĕç.
Апат çинĕ хыççăн Трахвин Яккăльч Мишша умне пычĕ те пуç тайса пĕр курка сăра, пĕр черкке эрех тыттарчĕ. Унтан платниксемпе пӳрт хăпартакансене ĕçтерме пуçларĕç. Мишша ĕçнĕ пек турĕ те пӳртрен кил картине пĕчченех тухса каска çине ларчĕ. Пӳрт алăкне лартман пирки сасăсем лайăхах илтĕнеççĕ. Кăшт вăхăт иртсен çынсем шакăлтатма пуçларĕç. Нумаях та тăмарĕ Мишша, пӳрте кĕчĕ. Вăл шала кĕнĕ çĕре йыснăшĕ, платниксем ташша яра пачĕç, ниме пуçне ташлама чĕнчăç.
Вăл кăшт ташланçи турĕ те чарăнчĕ. Унтан черетпе хĕрарăмсем ташлама пикенчĕç. Алă çупсах ташлаççĕ.
Пит нумаях лармарĕç ниме çыннисем, килĕсене саланма пуçларĕç. Кайнă чухне:
— Çакăн пек хаваслă пурăнмалла пултăр, ĕмĕр-ĕмĕр телейлĕ пулăр, — тесе хăварать кашниех. Мишша та киле кайма тăчĕ, анчах ăна йыснăшĕ:
— Пирĕн ĕç пĕтмен-ха, — тесе чарчĕ. Çынсем саланса пĕтсен платниксене тав турĕ те йыснăшĕ вĕсене пĕрер курка сăра, тепрер черкке эрех ĕçтерсе сарайне улăм çине вырттарчĕ. Трахвин Яккăльч кĕлете кĕрсе ăвă илсе тухрĕ, ăна çулупа вут чулне çапса пӳртре вут чĕртрĕ. Тĕтĕм кăлара-кăлара кунти кашни кĕтесе тĕтĕрчĕ, унтан чĕркуçленсе ларчĕ те хĕвелтухăçнелле пăхса çĕнĕ пӳрт кĕлли калама тытăнчĕ. Йыснăшĕ малтан каласа пырать, ун хыççăн Мишша:
Эй, Туррăм, Аслă Туррăм,
Çӳлти Туррăм,
Пӳлĕхçĕ Туррăм,
Çылăхсене каçар пирĕнне!
Каçарăр пире, ан çилленĕр,
Хăвăр кăмăла ан илĕр пиртен.
Тунă çĕрти ан катăлтăр,
Илнĕ çĕрти ан иксĕлтĕр.
Иксĕлми кĕмелпи,
Ăраскал-тивлет пар пире!
Тата сире тархаслатпăр,
Çӳлти ырлăх ыйтатпăр,
Çурт çумне çурт хушма,
Выльăх çумне выльăх хушма
Пире парăр!
Кĕсре хыççăн тихине,
Ĕне хыççăн пăрушне,
Сурăх хыççăн путекне
Утма парăр.
Кĕлĕ пĕтнĕ хыççăн алтăрпа сăра ăсса тула тухрĕç, кашни пӳрт кĕтессинех сăра сапрĕç, çăкăр тĕпренчĕкĕсем пăрахрĕç. Йыснăшĕпе Мишша пӳрте кĕчĕç Йыснăшĕ калаçу пуçларĕ:
— Эсĕ паян ху çынсене ĕçлеттерме, итлеттерме, ертсе пыма пултарнине кăтартрăн. Ку санăн вăй-хăват пуррине палăртрĕ. Анчах çак вăй-хăватпа пĕлсе усă курас пулать. Çынсенчен иртсе кайма юрамасть. Вĕсемпе пĕрле пĕрмаях канашлас пулать. Паян эсĕ манпа та, платниксемпе те канашласа кăлтăксене вăхăтра палăртрăн, пӳрте тикĕс мăкларăмăр, хăпартрăмăр. Тавтапуç сана. Сан ăсу та, пĕлĕвӳ те çителĕклĕ. Унпа ан мухтан. Юмахри паттăрсем яланах çĕр аннерен вăй илсе тăнă. Çĕр анне вăл — халăх. Халăхран вăй илсе тăрсан, уншăн ĕçлесен вăл та сана хисеплет, кирлĕ чухне пулăшать. Эсĕ хăвна хăш чухне пысăка хурса кăтартан, ваттисене вĕрентесшĕн, вĕсемпе тавлашатăн. Хăвăнтан аслисемпе ан тавлаш, анчах та тĕрĕсмарлăхпа ан килĕш.
Мишша малтан лăпкăнах итлесе ларчĕ, кайран тарăха пуçларĕ.
— Эй, ĕçлесе пар та сăмах илтсе лар, — терĕ вăл.
Йыснăшĕ хушса хучĕ:
— Эпĕ куна вĕрентсе, ăс парса каламастăп, çаксене итлемесен кайран хăвна йывăр килĕ.
Мишшана йыснăшĕ хапхаран тухсах ăсатса ячĕ.