Чечексем, чечексем...
килсе лартăр эсир,
Килсе лартăр эсир
пĕр чипер лăпкă ир:
Кĕп-кĕрен тĕслисем,
кăн-кăвак тĕслисем,
Шĕл кăвар пек çунса
тĕлкĕшен хĕрлисем...
Чечексем, чечексем...
килсе лартăр эсир.
Килсе лартăр эсир
пĕр чипер лăпкă ир:
Ӳснĕ пуль çывăхри
ĕшнере-çаранта, —
Çитеймен-ха типсе
ĕнчĕ пек сывлăм та...
Чечексем, чечексем...
килсе лартăр эсир.
Килсе лартăр эсир
пĕр чипер лăпкă ир...
Кам хăварнă кĕртсе?
пĕлеймерĕм çавна.
Халь ларатăр пăхса,
çунтаратăр чуна!