Н.Н.
Ăшра — пĕр ĕмĕт ман текех,
Пĕр ĕмĕт хуть хăçан:
Сан пек чипер пĕр сăвă çех
Çырса курасчĕ ман.
«Сăпса пилĕкӳнтен» иртен
Парка çивĕтӳсем,
Венерăнни пекех черчен
Тăп-тăп кăкăрусем;
Ик питӳнте йăл-йăл вылян
Хаваслă ик путу,
Вут-хĕм тăкса çунса тăран
Виктори пек туту;
Куçри вут-çиçĕмĕн ташши,
Çавра кăна янах,
Ачаш куллу —
Хĕвел ăшши...
Яраççĕ ăнтанах!
Сăпай кăна тумланнипех —
Каять куç-пуç шарса...
Сан пек чипер пĕр сăвă çех
Курасчĕ ман çырса!
Санпа тĕл пулнă яш çынсем
Шарт сикнĕ майлăнах,
Çав сăввăма вулакансем
Калаччăр ăшшăн; «Ах!»
Калаччăр ăшшăн:
«Ак ăçта
Чăн-чăн асамлă вăй!»
Пĕр хушă ларччăр тыткăнта,
Шăна çеç вĕçтĕр — нă-й-й...
...Ăшра пĕр ĕмĕт ман текех,
Пĕр ĕмĕт хуть хăçан:
Сан пек чипер пĕр сăвă çех
Çырса курасчĕ ман...
1960-1968