Çынна нихçан усал ан ту,
Сас хăпартса та ан калаç.
Кашни çынна эс кăмăл ту,
Çын хушшинче ĕçпе тавлаш.
Ачу-пăчу пулсан сăпайлă
Ют çын сана сума сăвать.
Малашлăх пулĕ саншăн майлă,
Мĕн пуррипе çын пурăнать.
Мĕн çуккине татса илесшĕн
Урăххинчен эс ан тăрмаш.
Санăн чуну çӳле вĕçесшĕн,
Çынпа ан хирĕç эс, чăваш.
Пĕр-пĕринпе пĕрле утасчĕ,
Малашлăх пирĕншĕн пĕрре.
Чăваш валли хĕвел хăпарчĕ,
Чăмăртанасчĕ халь пĕрле.