Çунса пĕтнĕ кăвайта
Урăх эс чĕртеймĕн.
Иртсе кайнă вăхăта
Тавăрса килеймĕн.
Ĕлĕкхи туйăмсене
Çаплах вăратаймăн.
Пĕр сивĕтнĕ пикене
Текех юратаймăн.
Пуçăмри шухăшсене
Çынсене калаймăн.
Йăнăш тунă ĕçсене
Юсаса хураймăн.
Пăспа витĕннĕ çӳçне
Халĕ хуратаймăн.
Вараланнă чунсене
Çуса тасатаймăн.
Ыран кун мĕн пуласне
Паянах пĕлеймĕн.
Çыннăн шухăш-кăмăлне
Эс пĕлсе çитеймĕн.
Пурăнатпăр-ха тесе
Çынсене калатпăр.
Кун иртет, киле килсе
Киленсе ларатпăр.