Сивви çухалчĕ ĕнтĕ мартăн,
Паян тулта — çурхи тĕнче.
Кун пек чухне камах-ха лартăр
Ниçта тухмасăр пӳртĕнче?
Кун пек чухне чи ырă юррăм
Ăшран тухать те ĕрĕхет.
Мухтав сана, хавас кун-çулăм,
Кăтартрăн чăн-чăн ирĕке.
Çурхи кун пек халь пурнăç пирĕн
Ешерчĕ тулăх çĕр çинче.
Хĕвел шевли, çап-çутă ирĕ
Çиçет çынсенĕн чĕринче.