Çуркуннен кашнин пур çĕнĕ çилĕ,
Çĕнĕ çумăрĕ пур çуркуннен.
Кăнтăртан вĕçсе хур кайăк килĕ,
Çĕнелсе ешерĕ çĕр-анне.
Çуркунне çуралĕ çĕнĕ юрă,
Çуркуннен пур çĕнĕлле ташши.
Пуçласа тĕнче çĕн кайăк курĕ,
Çĕн тыр-пул ӳстерĕ çĕр ăшши.
Çуркуннен пур çĕн сукмакĕ, çулĕ,
Çĕнĕ савнисем пур вăйăра.
Юр кайсассăн, çĕн çăлкуçĕ пулĕ,
Çĕн турат кăларĕ ват йăмра.
Ĕмĕрех çапла: çĕнни — çĕнтерĕ,
Çĕр тĕпне пытарĕ киввине.
Çуркуннеçĕм!
Асамат кĕперĕ,
Аслати пулса кил,
Çуркунне!