Ума тухать тăп-тăрă тарăн авăр:
ун тĕпĕнче, куçа шарта-шарта,
хĕвелĕн ылтăн чăмăркки выртать,
чĕнет хăй илĕртсе: тытса пăхсамăр!
Куçа асамлă тĕсĕпе туртать:
— Чăнах та эпĕ ылтăн, — тет. — Ăнланăр.
Никам чăмса илменнипе — ан манăр —
Сире кĕтсе выртатăп авăрта!
Çапла пире час-час тĕлĕнтересшĕн
суя тĕспе çиçен ултавлă ăс:
сăмахĕнче ялан куратпăр пăс!
Çапах та вăл пире ĕнентересшĕн
вĕçĕмсĕрех хăй ылтăн пулнине:
сисмест вăл хăйĕнчен çын кулнине.